Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аякра сăмах пирĕн базăра пур.
аякра (тĕпĕ: аякра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Прокуратура ӗҫченӗсене кӑра, репресси органӗ пек йышӑнасси аякра юлчӗ, эпир паян чылайӑшӗшӗн тӳлевсӗр адвокат пекех.

Куҫарса пулӑш

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

Хӑнӑхнӑ пурнӑҫран хупӑ «тӗнчере», тӑвансенчен, адвокатран аякра, тӗрме-колони ӗҫченӗсен пӑхӑнӑвӗнче ӑна хӑй тӗллӗн хӳтӗлеме те ансат мар.

Куҫарса пулӑш

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

Социаллӑ миссие пурнӑҫланӑ май, Чӑвашпотребсоюз аякра тата пӗчӗк ялта пурӑнакан ҫынсене таварсемпе, пулӑшусемпе тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3

Ҫавӑн пекех хуҫалӑхӑн аякра пурӑнакан членӗ килте мӗн сӑлтавпа пулманнипе, унӑн социаллӑ-демографи сӑнлавӗпе, тӑванлӑх тата ҫемье хутшӑнӑвӗсемпе интересленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Юрик амӑшӗнчен аякра, мӑн асламӑшӗпе, ҫитӗннӗ, Пӑлапуҫ Пашьелти шкултах вӗреннӗ, вӑл хоккейла ӑста вылянине ялта халӗ те аса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Вӗсем аякра пулнӑран час-час кураймастӑп Машӑна.

Куҫарса пулӑш

Шкул ятне ҫӳлте тытаканскер // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.09.29, 38№

Вӗсем ҫавӑн пекех вырӑнсенче тӑтӑшах суйлавҫӑсемпе тӗл пулаҫҫӗ, ял тӑрӑхӗсенче ирттерекен мероприятисенчен те аякра юлмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Ҫак юхӑмра, паллах, ӑслӑ та хутла чылай вӗреннӗ Илларион Титович аякра тӑма пултарайман.

В этом движении, умный и достаточно образованный Илларион Титович не мог стоять в сторонке.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Хутран-ситрен ҫеҫ таҫта аякра снаряд ҫурӑлни, пулемет такӑлтатни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Чӑнлӑ районӗнчи Садки ялӗнче чӑваш хӗрарӑмӗсем клуба юрлама, тӗрлеме пухӑнма шутласан, кайран юрӑ ушкӑнне йӗркелесе ярсан – Мария Максимовна Андреева та аякра юлман.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗ тӗрлесси – киленӗҫ // Елена Мустаева. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Кунтан аякра мар вырнаҫнӑ Москакасси ялӗнчи ҫурта та пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Кунтан аякра мар вырнаҫнӑ Москакасси ялӗнчи ҫурта та пӑхса тӑрать.

Присматривает и дом в деревне Москакассы, расположенный неподалеку отсюда.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Пӗр-пӗринчен аякра ӳсекен йывӑҫсенчен «пулӑшу ыйтни» усӑллӑрах.

Куда полезней "просить помощи" у растущих на большом расстоянии друг от друга деревьев.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Хусанти Мускав районӗнчи «Жилплощадка» микрорайонӑн социаллӑ ыйтӑвӗсем ҫине ку таранччен кирлӗ пек тимлӗх уйӑрман – те тӗп хула центрӗнчен аякра пулнипе, те ҫакӑнта ытларах «хура ӗҫ халӑхӗ» пурӑннипе.

Куҫарса пулӑш

Ача сывлӑхӗ ҫирӗп пулмалла // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Аверкий Алексеевичпа Евдокия Гавриловнӑн ачисем хӑйсенчен аякра пулин те (асли Валерий ашшӗ ӗҫленӗ предприятирех электрик, инженер-судостроителе вӗреннӗ Евгений Красноярскра предприниматель, Маргарита вара Алтай крайӗнче товаровед) кил-ҫуртӗнчен ҫын татӑлмасть, тӑванӗсем, кӳршисем килсех ҫӳреҫҫӗ.

Дети Аверкия Алексеевича и Евдокии Гавриловны хоть и далеко от них (старший Валерий работает электриком на той же предприятии, где работал отец, Евгений, отучившийся на инженера-строителя, в Красноярске - предприниматель, а Маргарита в Алтайском крае - товаровед) в доме всегда народ, часто приходят родственники, соседи.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Аякра, кӑркӑссен ҫӗршывӗнче, пурӑнатчӗ вӑл.

Вдалеке, на родине киргизов жил он.

Тамӑкран хӑтӑлнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

«Чӑвашкино» та ҫав пулӑмран аякра тӑма пултарайман ӗнтӗ.

И "Чувашкино" не мог, конечно, оставаться в стороне.

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Кӑнтӑрта, Ишлей еннелле – уҫӑ та илемлӗ вырӑн, питӗ аякра – Хурамакасси, Олкаш, Шайкилт ялӗсем курӑнаҫҫӗ, уяр ҫанталӑкра – Муркаш районӗнчи Шурча та.

На юге, в сторону Ишлеи - открытая и красивая местность, в дали виднеются Хорамакассы, Олгаши, Шайгильдино, в ясную погоду и Акрамово Моргаушского района.

Чӳречерен курӑнакан кӳршӗ ял // Тамара ВЕРЕНДЕЕВА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

«Служба тивӗҫне Тӑван ҫӗршывран аякра пурнӑҫланӑшӑн» медале тивӗҫнисен йышӗнче Шупашкар районӗнчен ҫак йӗркесен авторӗ, Кӳкеҫре пурӑнакан Владимир Андреев, Роберт Кузьмин, Энтимӗркассинчи Владислав Касьянов пулчӗҫ.

В числе достойных медаля "За службу за пределами Родины" стали: с Чебоксарского района автор данных строчек, житель Кугеси Владимир Андреев, Роберт Кузьмин, из деревни Эндимиркасы Владислав Касьянов.

Эпир нимӗҫ ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Абашева та, мана та тӑван тӑрӑхран аякра чухне ентешсем мӗнлерех хутшӑнса пурӑнни хумхантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех