Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ачасем (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче аслӑрах классенчи ачасем канас кӑна мар, ӗҫлес тӗллевлӗ те.

Во время летних каникул старшеклассники готовы не только отдыхать, но и работать.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ачасем тӑван ене лайӑхрах пӗлччӗр, унӑн илемӗпе, паллӑ вырӑнӗсемпе, ҫыннисемпе паллашчӑр тесе туристсен 60 маршрутне йӗркеленӗ.

Чтобы дети смогли получше узнать родной край, ознакомиться с его красотой, достопримечательностями, людьми организовано 60 туристических маршрутов.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Вӗренӳрен пушаннӑ хушӑра ачасем тӗлли-паллисӗр ан ҫӳреччӗр, сывлӑхне ҫирӗплетчӗр, харпӑр хӑйӗн пултарулӑхне аталантарччӑр тесе ашшӗ-амӑшӗ кӑна мар, правительство та тӑрӑшать.

Не только родители, а также и правительство прикладывает усилие, чтобы дети в свободное от учебы время не ходили неприкаянными, укрепляли здоровье, развивали свои способности.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Вӑл мӗнле ӗҫленине ачасем тимлӗн сӑнарӗҫ, чылайӑшӗ хӑйӗн те тӗрлес ӗмӗт ҫуралнине пытармарӗ.

Дети внимательно следили как она работает, некоторые не скрыли о желании вышивать самим.

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Килӗнче пӗчӗк ачасем‚ ватӑ хунямӑшӗ пуррине пӑхмасӑр тӑрӑшуллӑ хӗрарӑм хӑйне пӗртте хӗрхенмен‚ вӑхӑтне те шеллемен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Юлия Филипповна ӗҫленӗ вӑхӑтра ҫуралнӑ ачасем вилни‚ хӗрарӑмсем вӗрӗлни пӗртте пулман.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Малтан ачасем, унтан ҫамрӑксем, вара ҫулланнӑ арҫынсем вӑй виҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, канма та пӗлеҫҫӗ // Юлиан ЗАХАРОВ. «Урал сасси», 2016.06.15

Ачасем ӑна чӑвашла, пуҫ хӗрлӗ ҫавӑрсан вырӑсла вулама пултараҫҫӗ.

Дети ее могут читать на чувашском, перевернув - на русском.

Чӑвашла тата вырӑсла «Айболит» // Ольга ФЕДОРОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

«Ялта ачасем ҫурални — ырӑ пулӑм‚ апла пулсан ял пӗтмест‚ аталанать»‚ – савӑнӑҫлӑн пӗлтерчӗ администраци пуҫлӑхӗ.

"Рождение в деревне детей - хорошее событие, значит деревня не пропадет, будет развиваться", - радостно сообщил глава администрации.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Ачасем ҫинчен те манман.

Не забыли и про детвору.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Ҫак ялтанах Селедкин, Лебедев, Волков, Изыков хушаматлӑ ачасем вӗреннине ас тӑватӑп.

Помню, с этой же деревни учились дети по фамилии Селедкин, Лебедев, Волков, Изыков.

Чӳречерен курӑнакан кӳршӗ ял // Тамара ВЕРЕНДЕЕВА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Етӗрнекасси Ишлей ял советне кӗме тытӑнсан ачасем те Ишлейре вӗренме пуҫланӑ.

Когда Ядринкасы вошли в состав Ишлейского сельского совета, дети тоже начали учиться в Ишлеях.

Чӳречерен курӑнакан кӳршӗ ял // Тамара ВЕРЕНДЕЕВА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Арҫын ачасем ытларах футболла вылятчӗҫ.

Мальчики чаще играли в футбол.

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Ачасем 3-4-мӗш ӑрури тӑвансене мар, тепӗр чухне аслашшӗ-асламӑшӗн ячӗсене те пӗлмеҫҫӗ.

Дети не то, чтобы знать родных 3-4 поколения, иногда даже не знают как зовут дедушек и бабушек.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

…Пӗррехинче Патӑрьел тата Комсомольски районӗсенчен салтака кайнӑ ачасем Челябинск тӑрӑхӗнче ҫухалнӑ.

...Однажды в армии Челябинских краях потерялись Комсомольские и Батыревские парни .

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Ҫак ӗҫсене ачасем килсе туса парасса кӗтейместӗн.

Не могу ждать пока приедут дети и сделают мне эти дела.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Ачасем пулӑшаҫҫӗ.

Дети помогают.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

— Комитета Надежда Котькова ертсе пынӑ вӑхӑтра хаҫатсенче час-часах тӗрлӗ статья пичетленетчӗ: пӗри салтакран аманса таврӑннӑ, теприсене пулӑшу кирлӗ, унта ачасем тӑлӑха юлнӑ...

- Когда Надежда Котькова руководила комитетом, в газетах часто печатались разные статьи: один с армии вернулся раненным, другим нужна помощь, там дети остались сиротой...

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Юрать, ачасем ҫавӑн чухне мана ҫӑлса хӑварчӗҫ.

Хорошо, что дети тогда меня спасли.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Алӑкне питӗрнӗ-мӗн, ачасем кӗреймен.

Дверь-то закрыта, дети не могли зайти.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех