Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулине (тĕпĕ: хула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
34. Ахав патшара ларнӑ вӑхӑтра Вефиль ҫынни Ахиил вара Иерихон хулине юсаса лартнӑ: хула никӗсӗ ун малтанхи ывӑлӗ Авирам пуҫне пулнӑ, хула хапхи кӗҫӗн ывӑлӗ Сегуб пуҫне пулнӑ, ҫакӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх — Нав ывӑлӗ Иисус урлӑ каланӑ сӑмахӗ тӑрӑх — пулнӑ.

34. В его дни Ахиил Вефилянин построил Иерихон: на первенце своем Авираме он положил основание его и на младшем своем сыне Сегубе поставил ворота его, по слову Господа, которое Он изрек чрез Иисуса, сына Навина.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Вара Амврийпе Израиль ҫыннисем, Гавафон патӗнчен чакса кайса, Фирца хулине ҫавӑрса илнӗ.

17. И отступили Амврий и все Израильтяне с ним от Гавафона и осадили Фирцу.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Иудея патши Аса патшалӑха тытса тӑра пуҫланӑранпа ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫулхине Замврий вара Фирца хулинче ҫичӗ кун хушши патшара ларнӑ, шӑпах ҫак вӑхӑтра халӑх Филисти ҫӗрӗнчи Гавафон хулине хупӑрласа тӑнӑ пулнӑ.

15. В двадцать седьмой год Асы, царя Иудейского, воцарился Замврий и царствовал семь дней в Фирце, когда народ осаждал Гавафон Филистимский.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫакӑнтан Аса патша Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулипе Мицпа хулине туса лартнӑ.

И выстроил из них царь Аса Гиву Вениаминову и Мицпу.

3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн, Вааса ӗнтӗ Рама хулине тума чарӑннӑ та Фирца хулине таврӑннӑ.

21. Услышав о сем, Вааса перестал строить Раму и возвратился в Фирцу.

3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ҫапла Израиль патши Вааса Иудейӑна хирӗҫ тапранса тухнӑ та, Иудея патши Аса патӗнчен никам та ан каяйтӑр, ун патне никам та ан килейтӗр тесе, Рама хулине тума тытӑннӑ.

17. И вышел Вааса, царь Израильский, против Иудеи и начал строить Раму, чтобы никто не выходил и не уходил к Асе, царю Иудейскому.

3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Иеровоам арӑмӗ вара каялла кайнӑ, Фирца хулине ҫитнӗ; алӑк урлӑ ярса пуссанах, ачи вилсе выртнӑ.

17. И встала жена Иеровоамова, и пошла, и пришла в Фирцу; и лишь только переступила чрез порог дома, дитя умерло.

3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Иеровоам вара арӑмне каланӑ: ху Иеровоам арӑмӗ иккенне ан пӗлччӗр тесе, тумтир улӑштарса тӑхӑн та Силом хулине кай.

2. И сказал Иеровоам жене своей: встань и переоденься, чтобы не узнали, что ты жена Иеровоамова, и пойди в Силом.

3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Уншӑн хӳхлеме, ӑна пытарма ватӑ пророк хӑйӗн хулине кайнӑ.

И пошел пророк-старец в город свой, чтобы оплакать и похоронить его.

3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Ҫакӑ ӗнтӗ ҫылӑх енне сулӑнтарнӑ, мӗншӗн тесессӗн халӑх ҫав кӗлеткесене пуҫҫапма Вефиль хулипе Дан хулине ҫӳренӗ [Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӑрахнӑ].

30. И повело это ко греху, ибо народ стал ходить к одному из них, даже в Дан, [и оставили храм Господень].

3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Пӗр пӑрӑвне Вефиль хулине, тепӗрне Дан хулине лартнӑ.

29. И поставил одного в Вефиле, а другого в Дане.

3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Иеровоам ӗнтӗ Ефрем тӑвӗ ҫинче Сихем хулине ҫирӗплетсе лартнӑ та ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ; унтан Пенуил хулине туса лартнӑ.

25. И обстроил Иеровоам Сихем на горе Ефремовой и поселился в нем; оттуда пошел и построил Пенуил.

3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ровоам Сихем хулине кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн ӑна патшана лартма пӗтӗм Израиль халӑхӗ Сихеме пуҫтарӑннӑ пулнӑ.

1. И пошел Ровоам в Сихем, ибо в Сихем пришли все Израильтяне, чтобы воцарить его.

3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Давид Адраазара ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн ҫав Разон, хӑй тавра ҫынсем пухса, эшкер пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ; вара вӗсем Дамаск хулине кайнӑ та, унта вырӑнаҫса, пӗтӗм Дамаска хӑйсен аллинче тытса пурӑннӑ.

24. и, собрав около себя людей, сделался начальником шайки, после того, как Давид разбил Адраазара; и пошли они в Дамаск, и водворились там, и владычествовали в Дамаске.

3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Иерусалим хулине вӑл питӗ пысӑк пуянлӑхпа ҫитнӗ: тӗвесем ҫине ырӑ шӑршӑлӑх, темӗн чухлӗ ылтӑнпа хаклӑ йышши чул тиенӗ пулнӑ; ҫапла вӑл Соломон патне ҫитнӗ те унпа хӑй чӗрине мӗн канӑҫ паманни ҫинчен пурин ҫинчен те калаҫнӑ.

2. И пришла она в Иерусалим с весьма большим богатством: верблюды навьючены были благовониями и великим множеством золота и драгоценными камнями; и пришла к Соломону и беседовала с ним обо всем, что было у нее на сердце.

3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Фараон, Египет патши, пынӑ та Газер хулине туртса илнӗ, ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, хулара пурӑннӑ ханаансене вӗлерсе тухнӑ, хулине вара, хӗр мулӗ вырӑнне, хӑйӗн хӗрне, Соломон арӑмне, панӑ.

16. Фараон, царь Египетский, пришел и взял Газер, и сжег его огнем, и Хананеев, живших в городе, побил, и отдал его в приданое дочери своей, жене Соломоновой.

3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ҫапла парне кӳмешкӗн патша Гаваон хулине кайнӑ: унта тӗп парне вырӑнӗ пулнӑ.

4. И пошел царь в Гаваон, чтобы принести там жертву, ибо там был главный жертвенник.

3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. [Патшалӑх Соломон аллинче тӗреклӗленсе ҫитсессӗн,] Соломон фараонпа — Египет патшипе — хурӑнташланнӑ: фараон хӗрне качча илнӗ, ӑна Давид хулине илсе килнӗ, Соломон хӑйӗн керменӗпе Ҫӳлхуҫа Ҫуртне лартса пӗтериччен, Иерусалим йӗри-тавра хӳме хӳсе ҫавӑриччен ӑна ҫавӑнта пурӑнтарнӑ.

1. [Когда утвердилось царство в руках Соломона,] Соломон породнился с фараоном, царем Египетским, и взял за себя дочь фараона и ввел ее в город Давидов, доколе не построил дома своего и дома Господня и стены вокруг Иерусалима.

3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Семей вара ашакне йӗнерлесе Геф хулине Анхус патне чурисене шырама тухса кайнӑ.

40. И встал Семей, и оседлал осла своего, и отправился в Геф к Анхусу искать рабов своих.

3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тата хӑй чӗрӗ чухне Давид Соломона ҫапла хушса хӑварнӑ: акӑ санӑн Семей — Бахуримри Иемени ывӑлӗн Геран ывӑлӗ — пур; эпӗ Маханаим хулине кайнӑ чухне вӑл мана питӗ усал сӑмахсемпе хӑртнӑччӗ; анчах вӑл Иордан патӗнче мана хирӗҫ тухса кӗтсе илчӗ те, эпӗ вара ӑна Ҫӳлхуҫана асӑнса: «сана вӗлермӗп» тесе тупа тунӑччӗ; эсӗ ӑна хаса памасӑр ан хӑвар: эсӗ ӑслӑ ҫын, ҫавӑнпа, унӑн ватӑлса шуралнӑ пуҫне тамӑка юн ӑшӗнче ӑсатас тесессӗн, ӑна мӗн тумаллине хӑвах пӗлетӗн, тенӗ.]

И еще при жизни Давид завещал Соломону, говоря: вот у тебя Семей, сын Геры, сына Иеминиина из Бахурима; он злословил меня тяжким злословием, как я шел в Маханаим; но он вышел навстречу мне у Иордана, и я поклялся ему Господом, говоря: «я не умерщвлю тебя мечом». Ты же не оставь его безнаказанным, ибо ты человек мудрый и знаешь, что тебе сделать с ним, чтобы низвести седину его в крови в преисподнюю.]

3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех