Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялтан (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ир еннелле вӗсем виҫӗ казакпа пӗрле ялтан тухрӗҫ, вахмистр хушнӑ тӑрӑх, кукуруза ани хыҫне, ҫул ҫывӑхнерех кайса тӑчӗҫ.

Он и еще трое казаков с утра вышли из деревушки и, по указанию вахмистра, расположились в конце кукурузного поля, неподалеку от дороги.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫул ҫинче мӑкӑрланакан тусанӑн кӗрен шӑналӑкӗпе пӗркеннӗ виҫӗ юлан ут ялтан тухрӗҫ те сиккипе казаксем патнелле ӗрӗхтерсе килеҫҫӗ.

Три всадника, окутанные розовым батистом пыли, миновав деревню, стлались в намете.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ялтан йӑраланса тухнӑ 318-мӗш Черноярски полк ротисем хыҫалта йывӑррӑн таплаттарса пыраҫҫӗ.

Позади тяжким пехотным шагом чавкали выбравшиеся из деревни роты 318-го Черноярского.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ялтан тухнӑ чух, ҫул ҫинче, аманнӑ салтаксем хирӗҫ пулма тытӑнчӗҫ: малтанах вӗсем пӗрерӗн курӑнкаларӗҫ, унтан — темиҫешерӗн ирте-ирте кайрӗҫ, юлашкинчен пысӑк ушкӑнсемпе куҫма пуҫларӗҫ.

На выходе из деревни стали попадаться раненые, вначале единицами, потом группами в несколько человек, а дальше — густыми толпами.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак тикӗс хирти лӑпкӑ шыв пӗр яла пырса кӗрет те кӗрентӗл пек кукӑр-макӑр пулса, ункӑсем туса е пӗр еннелле, е тепӗр еннелле юхса выртать, е кустарма пек, е шушкӑ пек пулса тӑрать, е хӑй те тӗлӗннӗ пек, ыйту палли туса лартать те тин ялтан тухса каять…

Проходя село, эта тихая степная река выделывает и кренделя и петли — то потечет в одну, то в другую сторону, то изобразит колесо, то бублик, а то, как бы себе на удивление, начертит огромный вопросительный знак и только тогда уже выйдет за село, в степь…

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хресчен ҫарӗ ялтан тухса каять.

Уехало крестьянское воинство.

«Ух эс! Ах эс!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Эпир Тышвичи ятлӑ ялтан ирхине 3-мӗш сехетре тухрӑмӑр.

Мы вышли из деревни Тышвичи в 3-м часу утра.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ялтан ҫур ҫухрӑмра — темле ҫунтарса янӑ заводӑн стенисем, пӗтӗмпех хуралса кайнӑ тӳпеллӗ кирпӗч стенисем курӑнаҫҫӗ.

В полуверсте от местечка — стены какого-то сожженного завода, кирпичные стены с задымленными черными верхушками.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫурри ытла ҫунтарса янӑ темӗнле ялтан иртрӗмӗр.

Проехали какое-то полусожженное местечко.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ялтан йӗркеленсе тухса, урӑм-сурӑм ҫил-тӑвӑл пек вӗҫтерсе килекен сотня халӗ хуҫкаланса, таткаланса, чӑл-пар саланса кайрӗ.

Сотня, рванувшаяся от деревни стройной лавой, рассыпалась, дробясь и ломаясь.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ялтан тухса кайнӑ чух вӗсене хирӗҫ чупса килекен пӗр еврей тӗл пулчӗ.

На выезде попался им бежавший навстречу еврей.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кустень ятлӑ ялтан, лашисене пӗрре ашӑпа, тепре юртӑпа чуптарса, полустанок еннелле пӗрремӗшпе пиллӗкмӗш сотньӑсем шӑвӑнаҫҫӗ.

От деревни Кустень переменным аллюром шли к полустанку первая и пятая сотни.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах вӑл чӑнахах та ялтан ӗмӗрлӗхех тухса кайнӑ пулсан?

Но что, если он в самом деле ушел с намерением никогда не возвращаться в село?

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пирӗн танксем ялӑн хӗвелтухӑҫ пайне пӗтӗмпех якатса тухрӗҫ, тӑшмана пысӑк сиен кӳчӗҫ тата ялтан хӑваласа кӑларчӗҫ.

Наши танки изутюжили всю восточную половину деревни, нанесли противнику большой урон и обратили его в паническое бегство.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӗвел тухас умӗн батальон Садки ятлӑ пӗчӗк ялта чарӑнчӗ; ҫак ялтан Мускав шӑпах хӗрӗх километрта ларать.

На восходе солнца батальон остановился в деревеньке Садки, от которой до Москвы осталось ровно сорок километров.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лозневой пуринчен те ытларах Логова ҫемйи ялтан мӗнле тухса тарни ҫинчен интересленсе ыйтрӗ, вӑл ҫакна ӗнер телефон тӑрӑх Серьга Хахайран пӗлнӗ.

Гораздо больше Лозневой интересовался обстоятельствами бегства из деревни семьи Логовых, о котором он узнал вчера по телефону от Серьги Хахая.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юнашарти пӗчӗк ялтан вӑрмана, передовоя тата передовойран каялла, связнойсем чупса иртеҫҫӗ.

Из деревушки в лес, к передовой линии, и обратно быстро пробегали связные.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ялтан лашасемпе килнӗ ачана Травкин киле ӑсатнӑ.

Паренька с лошадьми Травкин отправил домой.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Вӑхӑтлӑха хуларан яла, ялтан хулана кая-кая пурӑнасси те — тепӗр ӗҫ.

И еще занятие — переездов из города в деревню и из деревни в город.

XVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Отряд ялтан тухса курӑнми пулсан вӗсем куҫӗсене хӗвеланӑҫӗ енчен илчӗҫ те пӗр-пӗрин ҫине кулса пӑхрӗҫ.

Когда отряд скрылся за околицей, они отвернулись от запада и улыбчиво поглядели друг на друга.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех