Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ачасем (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Локтевӑри ачасем ҫинчен илтнӗ-и эсӗ?

— Слышала про ребят из Локтева?

2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Андрей Иванович Ракитин, учитель, Маша амӑшӗпе пӗр тӑван шӑллӗ, хӑй вӗрентнӗ ачасем патне кӗҫӗн йӑмӑкӗ урлӑ ҫыру ҫырать.

Учитель, Андрей Иваныч Ракитин, родной брат Машиной матери, обращался через племянницу ко всем своим бывшим ученикам.

1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Хӗрсем, ачасем!

— Девочки, ребята!..

1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шар курнисенчен 10-шӗ – ачасем.

Из пострадавших 10 — дети.

Троллейбус водительне административлӑ майпа явап тыттарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23382.html

Унта ют хӗрарӑм пуҫ пулса пурӑнать, урӑх ачасем ашкӑнаҫҫӗ.

Там властвует чужая женщина, резвятся не прежние дети.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ачасем те сывах…

— И дети здоровы…

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ачасем тата?

— А дети?

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ачасем шӑпланчӗҫ.

Дети присмирели.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл ҫывӑрса ан кайтӑр тесе, кил хуҫи арӑмӗ ӑна диван ҫинчех кофе ярса панӑ, унтах ковер ҫинче ачасем вылянӑ, вара Илья Ильичӑн ирӗксӗрех вӗсемпе хутшӑнмалла пулнӑ.

Чтоб он не спал, хозяйка наливала тут же, на диване, кофе, тут же играли на ковре дети, и Илья Ильич волей-неволей должен был принимать участие.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Саркайӑксем хаваслӑ юрлаҫҫӗ; герань чечекӗ тата хушӑран ачасем граф садӗнчен илсе килекен гициант пӗчӗк пӳлӗмре тутлӑ шӑршӑ сараҫҫӗ, ҫав шӑршӑ гаван сигарӗн шӑршипе тата кил хуҫи арӑмӗ ҫанӑ тавӑрсах хытӑ тӗвекен корица е ваниль шӑршипе килӗшӳллӗ хутшӑнать.

Канарейки весело трещали; ерань и порой приносимые детьми из графского сада гиацинты изливали в маленькой комнатке сильный запах, приятно мешавшийся с дымом чистой гаванской сигары да корицы или ванили, которую толкла, энергически двигая локтями, хозяйка.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Кам кирлӗ сире? — ыйтать дворник, Илья Ильичӑн е кил хуҫи арӑмӗн ятне илтсен, пӗр сӑмахсӑр крыльца еннелле кӑтартать те каллех вутӑ татма тытӑнать, килнӗ ҫын вара хӑйӑр сапнӑ таса сукмакпа крыльца патнелле утать; пусма картлашкисем ҫине чаплах мар таса пӗчӗк кавир сарнӑ; килнӗ ҫын шӑнкӑравӑн йӑлтӑркка пӑхӑр авринчен туртать те, вара Анисья, ачасем, хӑш чухне кил хуҫи арӑмӗ хӑй, е, пуринчен кайран, Захар тухса алӑк уҫать.

— Кого вам? — спросит он и, услыхав имя Ильи Ильича или хозяйки дома, молча укажет крыльцо и примется опять рубить дрова, а посетитель по чистой, усыпанной песком тропинке пойдет к крыльцу, на ступеньках которого постлан простой, чистый коврик, дернет за медную, ярко вычищенную ручку колокольчика, и дверь отворит Анисья, дети, иногда сама хозяйка или Захар — Захар после всех.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ачасем чирлени ӑна яланах хӑратать, чӑрмав кӳрет, анчах чир иртсе кайсанах Ольга каллех телейлӗ.

Самое живое опасение и вечную заботу рождали болезни детей; но лишь миновало опасение, возвращалось счастье.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ачасем ҫурчӗҫ пулӗ-ха: ҫапӑҫрӑн-и — ан тун?

Мальчишки, должно быть, разорвали: дрался — признавайся?

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑйне валли кофе, чей, ачасем валли платье, пушмак е ытти ҫавнашкал ӑпӑр-тапӑр илес пулсан, вӑл шарламан та пулӗччӗ, анчах пысӑк нуша-ҫке: Илья Ильич валли спаржа, шаркку пӗҫерме пӑчӑр илме кирлӗ, вӑл француз пӑрҫи юратать…

Если б это было ей на кофе, на чай, детям на платье, на башмаки или на другие подобные прихоти, она бы и не заикнулась, а то на крайнюю нужду, до зарезу: спаржи Илье Ильичу купить, рябчиков на жаркое, он любит французский горошек…

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Асту, Илья, эпир ачасем мар, шӳтлеместпӗр, сӑмах пӗтӗм пурнӑҫ ҫинчен пырать!

Помни, Илья, мы не дети и не шутим: дело идет о целой жизни!

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл хӑйне хӑй те тытса чарайми пулчӗ, юрларӗ, Аниҫйӑпа кӑмӑллӑн калаҫкаларӗ, манӑн ачасем ҫук, тесе шӳтлерӗ: ача ҫуралсанах, ӑна тӗне кӗртме пулчӗ.

Он решительно перестал владеть собой, пел, ласково заговаривал с Анисьей, шутил, что у нее нет детей, и обещал крестить, лишь только родится ребенок.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вырсарникун Обломов кил хуҫи арӑмӗ патӗнче хӑнара пулчӗ, кофе ӗҫрӗ, вӗри кукӑль ҫире; кӑнтӑрлахи апат тӗлне Захара ачасем валли канфет, мороженӑй илме Нева тепӗр енне ячӗ.

В воскресенье он был с визитом у хозяйки, пил кофе, ел горячий пирог и к обеду посылал Захара на ту сторону за мороженым и конфектами для детей.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Туй, туй», тесе ӗҫсӗр ҫынсем, тӗрлӗрен хӗрарӑмсем, ачасем, тарҫӑсен пӳлӗмӗсенче, магазинсенче, пасарсенче калаҫма тытӑнаҫҫӗ.

«Свадьба, свадьба», — начнут говорить праздные люди, разные женщины, дети, по лакейским, по магазинам, по рынкам.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ачасем алӑк лайӑх хупса хӑвармасан, вӑл кил хуҫи арӑмӗн ҫара мӑйне, яланах хускалакан чавсисемпе ҫурӑмне курать.

Если дети не затворят дверь за собой, он видит голую шею и мелькающие, вечно движущиеся локти и спину хозяйки.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫакӑнтах, утине сӳрӗккӗн кавлекен лашасен ури айӗнче, ачасем ҫуйӑха-ҫуйӑха кӗрмешеҫҫӗ.

Ребятишки возились и визжали тут же, под ногами лошадей, равнодушно жевавших сено.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех