Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырни (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пире хальхи ҫинчен тата ҫитес ҫута пурнӑҫ ҫинчен ҫырни кирлӗ, — тейӗҫ хӑш-пӗрисем.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Коммунизм обществине ҫывӑхартас мӑнаҫлӑ ӗмӗте тытнӑ, ӑна пурнӑҫлама пӗтӗм вӑйне-хална пӑхӑнтарнӑ совет халӑхӗн хӗрӳ ӗҫӗ-хӗлӗпе тулнӑ тапхӑрта пирӗн писательсем иртнӗ саманасем ҫинчен ҫав териех хавхаланса ҫырни кирлех-ши?

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Кӗҫӗннисемпе ҫамрӑксем патне ӑнланмалла ҫитерӗр: Интернетра мӗн ҫырни - пӗтӗмпех тӗрӗс мар.

Куҫарса пулӑш

Япӑххипе лайӑххине мӗнле уйӑрмалла? // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11889-ya ... -uj-rmalla

Турӑ ҫырни пиртен ниҫта та тармӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах патша ячӗпе ҫырни те пур-ҫке.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫырни мар, пӗчӗк мӑкӑль те пулин ҫук.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарри тарҫи Аттеней те турӑ ҫырни пирки пакӑлтатрӗ ҫул ҫинче.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир телей курмарӑмӑр, Турӑ ҫырни ҫапла пуль.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лев Борисович пире ку енӗпе хӑй хӑҫантанпа ӗҫлени, мӗн чухлӗ кайӑк усраса, вӗсен пурнӑҫӗнче мӗн-мӗн пӗлнипе миҫе кӗнеке ҫырни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Сӑвӑҫсем ҫырни мӗн чухлӗ тата.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ҫав шур хурӑн ҫинче паян кун та «Иван паттӑр» тесе ҫырни палӑрса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Вӑл ӑнсӑртран кӗсйинче пулнӑ хачча кӑларчӗ те унӑн вӗҫӗпе хурӑн ҫине «Иван» тесе ҫырни ҫумне «паттӑр» тесе ҫырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

— Иванюкпа Шӗшлӗ халӑх ҫаранӗсене куштансене эрех ӗҫтерсе ҫулнӑ, халӑха укҫа пӗр пус та тӳлемен, тата виҫӗ Куснар халӑхӗнчен ҫарансем илтӗмӗр тесе хут ҫырни те ҫук, тет.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Хут ҫырни те ӗҫех-ҫке.

— А писать бумаги разве не труд?

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Енчен те каярах шухӑша улӑштарсан ҫар комиссариатне пымалла мар — заявка ҫырни унта пымаллах тенине пӗлтермест.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ сервис ҫара кайма // Э.Айсына. http://kasalen.ru/2022/10/14/ce%d0%bde-% ... %bc%d0%b0/

«Иван Клементьевича та килӗшнӗ тет эп ҫырни…»

— Ивану Клементичу, сказывают, понравилось мое письмо…

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Усал тӑшман пӗтӗччӗ, Турӑ ҫырни курӑнчӗ».

Куҫарса пулӑш

Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Тӑрса юлчӗ кӑлӑхах Сетнер, ҫавтер чун савни — Турӑ ҫырни, ахӑрах, Сапла-тӑр ҫав самани.

Куҫарса пулӑш

Икӗ туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

«Тӗрлӗ усал-тӗсел мар, Киреметре хывни мар, Чир-чӗр ертен йӗрӗх мар, Ҫын тухатса хуни мар; Ҫук, кин, санӑн ывӑлна Турӑ ҫырни ҫаплалла.

Куҫарса пулӑш

Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫырни авалхине хускатрӗ Ӑна кӑларчӗ халь ума.

Куҫарса пулӑш

XXXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех