Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывхараҫҫӗ (тĕпĕ: ҫывхар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑкӑрлӑкран тухнӑ хӗрсене хирӗҫ урӑххисем — хуларан таврӑннисем ҫывхараҫҫӗ.

Навстречу девчатам, вышедшим из проулка, быстро приближаются другие — те, что вернулись из города.

Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Томӑн йӗм пӗҫҫи ҫӳлти вӗрлӗк ҫинчи чӗлпӗкрен ҫакланса ларнӑ, илтет — ҫывхараҫҫӗ; пӗррех туртӑнать те вӑл — чӗлпӗк ҫатӑртатса хуҫӑлса каять, Том вара сиксе анса пирӗн хыҫҫӑн чупать.

А Том зацепился штаниной за щепку в верхней перекладине и слышит — подходят; он рванулся — щепка отломилась и затрещала, и когда Том спрыгнул и побежал за нами:

Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ӗмӗтленнӗ вутӑ инҫех те мар ӗнтӗ, анчах ҫынсем ун патне калама ҫук ерипен ҫывхараҫҫӗ.

Заветные дрова уже близки, но к ним продвигались томительно медленно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пирӗн лавсем ҫывхараҫҫӗ пулас.

Это, кажется, наши подводы едут.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Сасӑсем пӗрре ҫывхараҫҫӗ, тепре аяккалла кайса ҫухалаҫҫӗ, акӑ вӗсем ҫывӑхрах илтӗнекен пулчӗҫ.

Голоса то приближались, то удалялись, но вот послышались близко-близко.

3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Вӗсем, пӗр-пӗрне ҫавӑтса, йывӑррӑн утаҫҫӗ; унтан карта патне ҫывхараҫҫӗ те малалла ӳпӗнеҫҫӗ, чӗркуҫленсе лараҫҫӗ, нумайччен хурланса йӗреҫҫӗ, нимӗскер чӗнмен чул ҫине нумайччен пӑхаҫҫӗ, унӑн айӗнче вӗсен ывӑлӗ выртать; кӗске сӑмахсемпе пӑшӑлтатса илеҫҫӗ те, чул ҫинчи тусана шӑлса тасатаҫҫӗ, чӑрӑш туратне тӳрлетеҫҫӗ, унтан каллех кӗлтӑваҫҫӗ; ҫак вырӑна ниепле пӑрахса каяймаҫҫӗ, ҫакӑнтан вӗсене ывӑлӗ патне, ывӑлӗ ҫинчен аса илесси патне ҫывӑхрах пек туйӑнать…

Поддерживая друг друга, идут они отяжелевшею походкой; приблизятся к ограде, припадут и станут на колени, и долго и горько плачут, и долго и внимательно смотрят на немой камень, под которым лежит их сын; поменяются коротким словом, пыль смахнут с камня да ветку елки поправят, и снова молятся, и не могут покинуть это место, откуда им как будто ближе до их сына, до воспоминаний о нем…

XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Катя бинокльне пӑрчӗ те унӑн аллисем чӗтренсе илчӗҫ: полустанок патне Ожерелки ҫыннисем ҫывхараҫҫӗ.

Катя повернула бинокль, и рука ее задрожала: к полустанку подходили ожерелковцы.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫывхараҫҫӗ, командир юлташ.

— Подходят, товарищ командир.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ӑна курсан Василиса Прокофьевна сасартӑк салхуланчӗ, чышкине чӑмӑртарӗ: ял патне нимӗҫсем ҫывхараҫҫӗ, пурте юланутпа.

Взглянув ему вслед, она вдруг нахмурилась, и пальцы ее стиснулись в кулаки: к селу подъезжали немцы, все на конях.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӗсем ҫывхараҫҫӗ.

Он приближается.

Тытӑҫу // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.

Тӗтреллӗ хӗвел ҫутинче вӗсен пуҫ тӑрринелле ҫӗклесе тытнӑ хӗҫӗсен кӑвакрах ҫивӗчӗшӗсем сиввӗн йӑлтӑртатса ҫывхараҫҫӗ.

Холодно и так знакомо поблескивали над головами их голубые при тусклом свете солнца клинки.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Лавӗ хыҫӗнчех служивӑйӑн чӗлпӗрпе кӑкарнӑ йӗнерленӗ лаши утса пырать, майӗпен ҫывхараҫҫӗ.

Сзади повозки служивский подседланный конь идет, привязанный на чембуре, и едут нерезво…

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мускав патнелле ҫывхараҫҫӗ!

Под Москву подходют!..

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑнасем тӗксӗм кӑвак сӑрӑпа ҫуталса йӑлтӑртатакан икӗ вӗр ҫӗнӗ автомобильпе килеҫҫӗ: таҫта, чылай хыҫалта, утӑ ҫулнӑ ҫӗртен таврӑнакансен лашисенчен ирте-ирте кайса, тройкӑсем пушӑлла хӑлтӑртатса ҫывхараҫҫӗ, пӗкӗсем айӗнче атаман чаплӑ тӗлпулу валли тулнӑ почта шӑнкӑравӗсем кичеммӗн тӗнкӗлтетеҫҫӗ.

Гости ехали на двух новехоньких, блещущих темно-синей краской автомобилях; где-то далеко позади, обгоняя едущих с покоса косарей, порожняком скакали тройки и уныло позванивали под дугами почтарские колокольчики, добытые для торжественного случая атаманом.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Асаплӑ шӑплӑхра талпӑнса ҫывхараҫҫӗ хӗрлисем.

В гнетущей тишине приближаются наступающие.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Йӑнӑш кӗҫех палӑрса ҫитрӗ-ха, анчах хӗрлисем Вешенски патнелле ҫывхараҫҫӗ текен хыпар аҫа-ҫиҫӗм пек хӑвӑрт сарӑлчӗ.

Ошибка вскоре обнаружилась, но весть, что красные подходят к Вешенской, распространилась с поразительной быстротой.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сотньӑсем тӑватшар ретсемпе, питӗ типтерлӗн ҫывхараҫҫӗ.

По четыре в ряд, в прекрасном порядке шли сотни.

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вешенски патнелле ҫывхараҫҫӗ.

Подходят к Вешкам.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем, йӑлтӑркка сӑмсисене ҫӗре перӗнтерес пек тӑсӑлса ӳксе, асар-писеррӗн вӑйкӑнса ҫывхараҫҫӗ, сывлӑша ҫӑтӑ-ҫӑтӑ, чарӑлчӑк сӑмса шӑтӑкӗсемпе хартлатаҫҫӗ, таканламан чӗрнисемпе йӗпе ҫӗре лачӑртаттарса татти-сыпписӗр ыткӑнса пыраҫҫӗ.

Они стлались в бешеном намете, почти касаясь лоснящимися мордами земли, раздутые ноздри их с храпом хватали воздух, некованые копыта выбивали сырой гул.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗ кӑвак карттуслӑ, пӑт-пат шурӑ тутӑрлӑ халӑх ушкӑнӗ патнелле ҫывхараҫҫӗ.

Приближается белеющая платками в красном-синем разливе фуражек толпа.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех