Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халь пӗлетӗп ӗнтӗ, вӑл тӗрӗслӗх принципӗсем ҫинчен калаҫать пулин те, ун тути ҫумне ҫын ҫӑвӗ лекнӗ ҫеҫ мар, чун-чӗри те ҫын какайне ҫиме хӗтӗртсе тӑрать.
V // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Сирӗн хушшӑртан, граждансем, мана хӗнемешкӗн хӗрарӑмсене хӗтӗртсе кӑшкӑракансем пулчӗҫ, вӗсем вара, чӑн та, мана алла мӗн лекнӗ ҫавӑнпа хӗнесе пӗтерчӗҫ, пӗр гражданки тата, эпӗ хам ураран ӳкнине кӑтартман пирки, макӑрсах ячӗ.
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эсӗ ҫынсене хӗтӗртсе ҫӳретӗн!
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫак иртнӗ вӑрҫӑра вӗсем пире совет влаҫне хирӗҫ хӗтӗртсе ячӗҫ, казаксен погонӗсем ҫине йӑрӑмлӑ тӑрӑхсем ҫӗле-ҫӗле пачӗҫ, вӗсенчен хӑвӑрт пӗҫерсе кӑларнӑ офицерсем туса тултарчӗҫ, хӑйсем ҫав вӑхӑтрах тылсене, штабсене, ҫинҫе ураллӑ хӗрпикесемпе иртӗнсе ҫӳреме шӑвӑнчӗҫ…
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Мана Кира хӗтӗртсе янӑ тесе ан шутла.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ӑна ырӑ ҫын тесе хӗтӗртсе, хӑй енне ҫавӑрма шаннӑ.Он надеялся подстрекнуть его великодушие и склонить его на свою сторону.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Кам хӗтӗртсе тӑраканни пулчӗ, э-э, Кури тете?
Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
1. Эсир ӗнтӗ усал ӗҫӗрсене пула, ҫылӑха кӗнине пула вилнӗччӗ: 2. эсир ӗлӗк ҫав ҫылӑхӑрсене ҫак тӗнче йӑлипе, сывлӑшра хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе, Турра хирӗҫлекен ҫынсем ӑшӗнче халӗ хӗтӗртсе тӑракан сывлӑш ирӗкӗпе туса пурӑннӑ; 3. эпир те ӗлӗк пурсӑмӑр та ӳт хыҫҫӑн кайса, ӳт мӗн тӑвас тенине, шухӑша мӗн килнине туса айӑпа кӗрсе пурӑннӑ, ыттисем пекех чӑнахах ҫилӗ ҫитес ачасем пулнӑ.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй тӑванӑмсем, эсир те ҫапла Турра усӑ кӳмешкӗн, Теприне — вилӗмрен Чӗрӗлсе Тӑнине — пӑхӑнса тӑмашкӑн саккун тӗлӗшӗнчен Христос Ӳчӗпе пӗрле вилнӗ; 5. эпир ӳтшӗн пурӑннӑ чухне пирӗн ӑшӑмӑрта саккун хӗтӗртсе тӑракан ҫылӑхла шухӑш-туйӑмсем вӑй илнӗччӗ, вӗсем пире вӗлерекен ӗҫсем тутаратчӗҫ; 6. халӗ вара эпир хамӑра ҫыхса тӑракан ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилсе саккунран хӑтӑлнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ Турра ӗлӗкхи саккун тӑрӑх мар, ҫӗнӗлле, Сывлӑш кӑтартнӑ пек, ӗҫлесе пурӑнӑпӑр.
Рим 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Павел Верияра та Турӑ сӑмахне вӗрентнине пӗлсессӗн, Фессалоникӑри иудейсем унта та пырса халӑха хӗтӗртсе, пӑлхатса ҫӳренӗ.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Каярахпа Антиохипе Иконирен иудейсем килнӗ те, халӑха апостолсене хирӗҫ хӗтӗртсе, Павела чулпа пере-пере пӗтернӗ, вилчӗ пулӗ тесе ӑна ӗнтӗ хула тулашне кӑларса пӑрахнӑ.
Ап ӗҫс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫапла вӗсем, халӑха, аслӑ ҫынсене, кӗнекеҫӗсене хӗтӗртсе, ӑна пырса сырӑннӑ та ярса тытса синедриона илсе кайнӑ.12. И возбудили народ и старейшин и книжников и, напав, схватили его и повели в синедрион.
Ап ӗҫс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл ҫапла каланӑ хыҫҫӑн Иудӑна юратман ытти канашҫӑсем Димитрие тата хытӑрах хӗтӗртсе янӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Патшалӑха ҫӑлса хӑварас шухӑшпа мар, пуҫлӑх вырӑнне илес шанчӑкпа, Антиоха питӗ чеен хӗтӗртсе, Менелай та вӗсемпе пӗрлешнӗ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Кендевей ӗнтӗ Иамния хулине ҫитнӗ те халӑха вӑрҫа хӗтӗртсе тӑма тытӑннӑ, Иудея ҫӗрне тапӑна-тапӑна кӗрсе, нумайӑшне тыткӑна иле-иле кайса вӗлернӗ; 41. Кедрон хулине те туса лартнӑ, хӑйне патша хушнӑ пек, утлӑ тата ҫуран ҫарне, вӗсем хуларан Иудея ҫулӗсем тӑрӑх кайса ҫӳреччӗр тесе, ҫавӑнта вырӑнаҫтарса тухнӑ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.