Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗтӗртсе (тĕпĕ: хӗтӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӗтӗртсе тӑнипе Таранакинчи ҫулпуҫ хӑйӗн округӗнчи мӗнпур йӑхӗсене хӑй тавра пӗтӗҫтернӗ; тепӗр ҫулпуҫӗ Вайкатора чӑн-чӑн «Ҫӗр лигине» туса хунӑ, вӑл вара ҫӗре сутмалла мар тесе туземецсене ӳкӗте кӗртнӗ.

По его наущению один вождь, из Таранаки, сплотил вокруг себя все племена своего округа; другой вождь, из Вайкато, учредил настоящую «Земельную лигу», которая убеждала туземцев не продавать своих земель англичанам.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӗрарӑмсем, пуринчен те ытла карчӑксем, кӗрешӳри ҫынсене хӗтӗртсе тӑраҫҫӗ, суя вилесем ҫине сиксе ӳксе вӗсене хаяррӑн лутӑрканӑ пек тӑваҫҫӗ.

Женщины, преимущественно старухи, подстрекали бойцов, набрасывались на мнимые трупы и делали вид, что терзают их.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Малтан халь, Чир еннелле пӑрӑнса, казаксене кӑштах хӗтӗртсе хускатасшӑн-ха.

Зараз думаю на Чир свернуть, потолкать казачков, расшевелить их трошки.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хамӑра пӗрне-пӗри хӗтӗртсе хӗрсемпе мучие йӗри-тавра хупӑрласа илтӗмӗр те кирпӗч патне яхӑнне те ямарӑмӑр.

Мы окружили девушек и старика плотной толпой, подбадривая друг друга, и не подпускали их к нашим запасам.

VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

«Эпир ҫапӑҫӑпӑр-ха, ҫапӑҫӑпӑр!» — хӗтӗртсе хавхалантарчӗ вӑл хӑйне.

«Мы еще повоюем!» — подзадоривал и ободрял он себя.

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Вара ҫав кӗске самант хушшинчех ӑстӑн хӗтӗртсе хистерӗ: таврӑнса тармалла мар — малалла каймалла!

И в этот короткий миг сознание подтолкнуло: не поворачивать, не бежать — а вперед!

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем чакни вӗсене хыҫран хӑвалама хӗтӗртсе хистерӗ.

Отступление казаков распалило их на погоню.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Шырланпуҫӗнчен тилӗ хӗтӗртсе кӑлартӑмӑр, вӑрмана ҫитиччен хӑваларӑмӑр, ватӑскер пулнӑ, йытӑсене улталарӗ.

— Выгнали из Гремячего лога лисовина, гнали до леса, старый попался, обманул собак.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр-пӗр усал ал айӗнчен тӗртсе те хӗтӗртсе тӑнӑ пекех, Чубӑн тимӗрҫе хирӗҫ мӗн те пулин каласах килет ӗнтӗ.

Казалось, какой-то злой дух толкал его под руку и вынуждал сказать что-нибудь наперекор.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Авӑ мӗнле хӗтӗртсе кӑларнӑ вӗсене Ростовран!

— Вон как шуганули их из Ростова!

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Райкомпа райисполком мандачӗсене парса, ӗҫлеме хӗтӗртсе пыракансене ямалла тесе каласшӑн-и эсӗ?

— Ты хочешь сказать — толкачей с мандатами райкома и райисполкома?

XXVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ку фрицсенчен пӗри, ман шутпа, генерал пулмалла, — хӑйне хӑй хӗтӗртсе пӑшӑлтатнӑ Мамочкин.

— Один из этих фрицев — генерал, по-моему, — взвинчивая себя, шептал Мамочкин.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Ҫак пӑлханса кайнӑ пысӑк ушкӑна нимӗнле дисциплина та чарма пултараймасть, вӗсене пӑлхар халӑхне ҫаратас та вӗлерес тенӗ туйӑм ҫеҫ хӗтӗртсе хавхалантарса тӑрать.

Никакая дисциплина не сдерживала эти возбужденные орды, но всех их связывала, воодушевляла, гнала вперед одна цель, свирепая и дикая — кровь и добыча.

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлхав ҫыннисем Боримечкӑна лешне хуса ҫитме хӗтӗртсе тӑраҫҫӗ иккен, анчах вӑл улӑп пек сарлакан яра-яра пусать пулин те, ҫарран чупакан тикана ниҫтан ҫитеймест.

Другие повстанцы, столпившись поглазеть на это зрелище, криками подзадоривали Боримечку, а тот, несмотря на свой богатырский шаг, никак не мог догнать босого и быстроногого цыгана…

XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак кӳреннӗ хӗре хӗтӗртсе ярасси Стефчов тӑшманӗсемшӗн темех мар.

Его врагам нетрудно было бы натравить на него обиженную девушку.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑнасене ҫавӑн пек йышӑнчӗ хӗрсе кайнӑ Ставри пуп, эрехне сыпмашкӑн ҫӗклентерсе те хӗтӗртсе тӑчӗ вӑл, черккисем вара чӑнкӑртатаҫҫӗ те, чӑнклатаҫҫӗ те, ҫӳлте ҫиҫсе-йӑлкӑшса та илеҫҫӗ, кадриль ташлаҫҫӗ тейӗн ҫав.

Так потчевал развеселившийся поп Ставри своих гостей, то утоляя, то возбуждая их жажду, а стаканы звенели, скрещивались, мелькали в воздухе, и казалось, будто они танцуют кадриль.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Бяла Черкваран чи малтан килсе «мул шыраса» ӑнтарнисем ытти чухӑн кӳршӗсене те ҫак Силистра айлӑмӗнчи ҫӑтмаха килмешкӗн хӗтӗртсе янӑ.

Удача первых «искателей сокровищ» из Бяла-Черквы привлекла и других в эту обетованную землю — на силистрийскую низменность.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халь пӗлетӗп ӗнтӗ, вӑл тӗрӗслӗх принципӗсем ҫинчен калаҫать пулин те, ун тути ҫумне ҫын ҫӑвӗ лекнӗ ҫеҫ мар, чун-чӗри те ҫын какайне ҫиме хӗтӗртсе тӑрать.

Теперь же знаю, что брат хотя и рассуждает о справедливости, у него не только губы вымазаны человеческим салом, но и сердце полно мыслями о людоедстве.

V // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Сирӗн хушшӑртан, граждансем, мана хӗнемешкӗн хӗрарӑмсене хӗтӗртсе кӑшкӑракансем пулчӗҫ, вӗсем вара, чӑн та, мана алла мӗн лекнӗ ҫавӑнпа хӗнесе пӗтерчӗҫ, пӗр гражданки тата, эпӗ хам ураран ӳкнине кӑтартман пирки, макӑрсах ячӗ.

Из вас, граждане, шли несознательные возгласы, чтобы женщины меня били, и они меня били всем, чем попадя, а одна гражданка даже заплакала оттого, что я виду слабости не подавал.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ ҫынсене хӗтӗртсе ҫӳретӗн!

Ты подстрекательством занимаешься!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех