Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хатӗрленме (тĕпĕ: хатӗрлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сана йывӑртарах пулать ӗнтӗ: икӗ предметне мансӑр хатӗрленме тивет.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑш-пӗр экзаменсене лекцие ҫӳремесӗр те хатӗрленме чармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсем ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: Урасмет ыранах ҫула тухма хатӗрленме пуҫлать, тулли тиевлӗ кимӗсене хураллама вӑл хӑйӗнпе пӗрле сахалтан та вунӑ ҫын илсе каять.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара ҫав кунах Миша патне кайма хатӗрленме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Шанаҫҫӗ пулсан, пичче йӗрӗпе каям», — шухӑшларӗ Павлуш, ҫула тухма хатӗрленме хваттере чупнӑ май.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав каҫах ҫула хатӗрленме тытӑнчӗ вӑл, карҫинккине кӗнекесем, нотӑсем пуҫтарса чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унччен лайӑхрах хатӗрленме те вӑхӑт пур, — тесе сӑмах хушрӗ Алексей Алексеевич.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ботвель каймашкӑн хатӗрленме тухрӗ.

Ботвель отправился распорядиться о выезде.

XXXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Курӑма-киленӗҫе санӑн куҫу умӗнче хатӗрленме тытӑннине мӗнлерех хаклатӑн?

Что скажешь ты, если приготовления к зрелищу будут происходить на твоих глазах?

II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Ҫапла вара эпир Поппа ҫапла калаҫса татӑлтӑмӑр: саккӑр хыҫҫӑн, пурте уява хатӗрленме саланса пӗтсен, манӑн ҫав йывӑҫ тӑррине улӑхмалла, Молли чӳречи умӗнче ҫав тери чаплӑн усӑ курнӑ пултарулӑхӑма хута ямалла.

Итак, мы уговорились с Попом, что я влезу на это дерево после восьми, когда все разойдутся готовиться к торжеству, и употреблю в дело таланты, так блестяще примененные мной под окном Молли.

XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Малтан янӑ икӗ разведчикӗ каялла тавӑрӑнса, Выселкӑна шуррисем килсе йышӑннӑ, ҫул ҫинче застава хуралласа тӑрать тесе пӗлтерсен, Федя хуҫа ӳкӗтленине пӑхмасӑрах, ӑна ҫула тухма хатӗрленме хушрӗ.

Когда вернулись двое высланных вперед разведчиков и донесли, что Выселки заняты белыми и на дороге застава, Федя, не обращая внимания на увещевания хозяина, приказал ему собираться.

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Утнӑ ҫӗртех пӑшал магазинӗнчи патронӗсене тӗрӗслесе, ҫисе яма ӗлкӗреймен ирхи апатне чӑмлакаласа, ҫӗр ҫумнелле пӗшкӗнсе, Галдӑн пӗрремӗш ретӗнчи йӗкӗтсем хутор ҫывӑхнелле пырса хатӗрленме пуҫларӗҫ.

Поодиночке, на ходу проверяя патроны в магазинах, дожевывая куски недоеденного завтрака, низко пригибаясь, пробежали ребята из первой роты Галды к окраине хутора и, бухаясь наземь, образовывали все гуще и гуще заполнявшуюся цепочку.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Изаметсем Кинобайсене ҫийӗнчех тапӑнса пӗтерме тӗллевленӗ те хатӗрленме тытӑннӑ.

Изаметцы решили напасть на кинобайцев немедля и стали готовиться.

Ҫул пуҫсен ҫапӑҫӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 302–303 с.

Пӗвен тепӗр енчи тӑшман, эпир вӑрҫа хатӗрленме тытӑннине асӑрхасан, шартах сиксе темӗскер тума тытӑнчӗ, анчах пирӗн агентурлӑ разведка ҫапла каласа пӗлтерчӗ: строительство материалӗсем ҫук пирки тӑшман пире хирӗҫ нимӗнех те путлӗ япала кӑларса тӑратма пултараймасть, терӗ.

С противоположного берега неприятель, заметив наше перевооружение, забеспокоился и начал тоже что-то сооружать, но наша агентурная разведка донесла нам, что противник в противовес нам не может выставить ничего серьезного за неимением строительного материала.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Акӑ мӗн: сире тата кунта пухӑннӑ ытти мӗн пур ҫынна пысӑках мар гимнастика упражненийӗ курмашкӑн хатӗрленме ыйтасшӑн.

— Вот чего я хочу: чтобы вы и все, кто тут есть, приготовились увидеть небольшое гимнастическое упражнение.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Ун чухне, 1916 ҫулта, большевиксен Хусанти организацийӗ Крапивина фронта, салтаксем хушшинче ӗҫлеме каймашкӑн хатӗрленме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эппин, паянтанах операцие хатӗрленме тытӑнар.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Батальона, чӑнах та, нумай вӗренсе хатӗрленме памарӗҫ, тепӗр ултӑ эрнерен кӗҫех салтаксене пӗтӗм полкӗпех хӗвеланӑҫнелле илсе каймалла текен хыпар ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вигвамсене вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑнах лагерьта сунара хатӗрленме тытӑннӑ.

Как только были раскинуты вигвамы, в лагере начались приготовления к охоте.

Бизонсене тӑмалли вырӑн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Чунӗ тӑвӑнса килнипе хваттерте тӑрас килмерӗ Нинӑн: ачисене уроксене хатӗрленме хушса хӑварчӗ те урамалла тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех