Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хатӗрленме (тĕпĕ: хатӗрлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑвӑрт тӑчӗ те ресторана каҫхи апата кайма хатӗрленме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Ҫапах пирӗн председатель, Никифор Семенович, шанман ҫынсем енне алӑ сулчӗ те пикенсех хатӗрленме тытӑнчӗ хӑнасене кӗтсе илмешкӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Хӗрарӑм ҫула малтанах хатӗрленме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ҫуркуннехи пек кайӑксен савӑнӑҫлӑ сасси чӗрене ҫӗклентермест ӗнтӗ, унта-кунта кӑвакалсем нарт! нарт! тесе кӑшкӑрнипе кураксем инҫе ҫула хатӗрленме йыхравласа чӗнни кӑна илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лешӗ хатӗрленме те тытӑнман-мӗн.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ыранах, ҫук, паянах хатӗрленме тытӑнар.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мамич-Бердей кӑнтӑрла ҫӳреме хӑрамалла тесе ҫула тухма хатӗрленме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗр ҫинчи вӗт-шак ӗҫсене вӗҫлесен те пырать пуль, леш тӗнчери тӗп ӗҫсене тума хатӗрленме вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Билет илтӗм те, пӗр сӗтел хушшине ларса, хатӗрленме пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Уй-хир ӗҫӗ пуҫланиччен эпӗ, ҫине тӑрсах, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне хатӗрленме пикентӗм.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗлле, пӗр каҫхине, Катьӑпа иксӗмӗр яланхи пек шкула урок хатӗрленме пытӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Виҫҫӗмӗш класа ҫитсен, эпир каҫсерен уроксене хатӗрленме шкула ҫӳреттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыран тырӑ патне каятӑп тесе, эпӗ хатӗрленме тытӑнтӑм: юр кайса ҫӗр типнӗренпе те сырман тӑла-ҫӑпатана пусма айӗнчен шыраса тупса картлашка ҫине хутӑм, кашта ҫинчен илсе кивӗ кӗпе тӑхӑнтӑм — эпӗ ӗҫ патне тухма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кашни мероприятиех вӑл тӗплӗн хатӗрленме тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Аттене туя хатӗрленме хушап тесе суйрӑм эпӗ.

Наврала, что велю отцу готовиться к свадьбе.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Аттене паян туя хатӗрленме систерес тетӗп».

Я сегодня хочу сказать отцу, чтоб готовился к свадьбе.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тепӗр кун ирхине, вырӑс эрни кунӗ, Хушаҫҫӗ Петӗрне чӳклемене хатӗрленме тытӑннӑ карчӑкки картишне хӳтерсе кӑларчӗ.

На другой день — а была суббота — тетушка Херхи прямо-таки выволокла своего муженька Петра Велята ни свет ни заря во двор, она готовилась к чуку — молению.

Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шуркасси ҫыннисем хансен утине турттарни ҫинчен Ивукран пӗлсенех пристав ҫула хатӗрленме пуҫланӑ.

Извещенный самим же Ивуком пристав в тот же день, как узнал о вывозе шургасинцами сена, стал готовиться в путь.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Салакайӑк хатӗрленме тытӑнчӗ.

Салагаик стал готовиться к обряду.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ыраш вырнӑ кунсенче те пулин ӗҫлес, кайран института хатӗрленме тытӑнсан та пырӗ».

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех