Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑп сăмах пирĕн базăра пур.
улӑп (тĕпĕ: улӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уроксем хыҫҫӑн пушӑ вӑхӑт ҫук ачан: килти ӗҫсене вӗҫлесенех Елчӗкри «Улӑп» ФОКа васкать.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхӗ пысӑк // Ольга КАЗНАЧЕЕВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... 81a%d0%ba/

Улӑп пек паттӑр пулма тӑрӑш, Микихвӗр! — ӑна ҫурӑмӗнчен лӑпкарӗ Мерчен Мишши.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав арҫын — чӑн-чӑн улӑп тейӗн: патвар ҫан-ҫурӑмлӑ, ҫӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Александр Павлович ПОРТНОВ, А.В.Игнатьев ячӗллӗ ачасемпе ҫамрӑксен «Улӑп» спорт шкулӗн тренер-преподавателӗ;

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ят-сума тивӗҫнӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%82a%d1% ... ec%d0%bde/

Кунта Леонард Левый сӑмах илнӗ май, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларас тӗлӗшпе ӗмӗрне ирттернӗ Улӑп Елчӗк тӑрӑхӗнче те шкулсем уҫни, унӑн еткерлӗхне упрас тӗлӗшпе туса пыракан ӗҫсем, округӑн пултаруллӑ ҫыннисем ҫинчен каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӗҫӗсем вилӗмсӗр // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... 81e%d1%80/

А. Афанасьевӑн «Пирӗн интернат», Е. Афанасьевӑн «Кентти ӳсет», Н. Васильевӑн «Тупмалли юмахсем» (сӑвӑласа ҫырнӑ), А. Галкинӑн «Ҫунатлӑ Улӑп» (сӑвӑласа ҫырнӑ юмах), В. Давыдов-Анатрин «Ҫурхи кунсем», Н. Теветкелӗн «Ҫамрӑклӑх сӑввисем», В. Чаплинӑн «Зеленый патруль» (вырӑсла) т. ыт. те ачасен пӗлӗвне ӳстерме пулӑшӗҫ, Тӑван ҫӗршывӑмӑра, Коммунистсен аслӑ партине юратма вӗрентӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Чӑн-чӑн Улӑп!

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Улӑп арҫын енчен енне тайкаланса ытларах пӗр вырӑнта тӑпӑртатрӗ пулсан, Севет инке ун тавра акӑш евӗр ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл, шурӑ кӗпине шӑлавар ҫинчен кӑларса янӑскер, капан тӑрринче улӑп пек мӑнаҫлӑн тӑрать, аялтан йӑтса паракан утӑ ҫӗклемӗсене аллинче вӑльт-вӑльт вылякан кӗске авӑрлӑ сенӗкпе майлаштара-майлаштара хурать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Улӑп евӗр кӗрнеклӗ хул-ҫурӑмлӑ салтак пӗр витре сивӗ шыв йӑтса килчӗ те ҫап-ҫара выртакан Асмантее сапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах хӑравҫӑ куҫӗ ҫӗрӗк тункатана та Улӑп пек курать-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Улӑп ывӑлӗсем хӑйсен кӗтӗвӗсемпе ҫурҫӗр еннелле хускалса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

…Хӑйне Арамаҫи тӑвӗ ҫумне сӑнчӑрласа лартнӑ Ҫӳлти Турӑран аяккарах кайма хушнӑ Улӑп хӑйӗн ывӑлӗсене.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗршер-ҫӗршер чӑваш ҫынни Стенькке утаман патне васканӑ, вӗсене пурне те Пайтул ятлӑ улӑп пек паттӑр ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Улӑп пек паттӑрскерччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сысна чикнӗ чухнехи пек ҫухӑрни илтӗнсе кайрӗ: ҫирӗмсенчи улӑп пек паттӑр хулҫурӑмлӑ арҫын пӑрӑнса ӗлкӗреймерӗ, юман айне пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлашки вӑхӑтра старик ҫак улӑп хул-ҫурӑмлӑ, хӑрах куҫлӑ ҫамрӑка ытларах та ытларах кӑмӑллама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитменнине тата ытла нумай вӑхӑт хӑвасен хушшинче тӑрсан Улӑп тӗми леш енчен ҫулса килекен хӗрсем те темӗскер шухӑшлама пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анлӑ кӑкӑр-ҫурӑмсем, Каска пекех урисем, Ҫӗре тымар янӑ пек, Умра улӑп тӑнӑ пек.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Улӑп пекех Урха тӑрать патша умӗнче Аскӑн майра ӑшчиккине вӗркен ҫавӑрса: Ҫуталаҫҫӗ майран ҫутӑ кӑвак куҫӗнче Ясарлӑхпа каскӑн ирӗк пӗрле хутӑшса.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех