Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑп сăмах пирĕн базăра пур.
улӑп (тĕпĕ: улӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Асатте, Улӑп юмахне ярса пар-ха тепре.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Хулӑ ан лектӗр тесен, таванӑмсем, Улӑп пек маттур чӑваш пулса ӳсмелле…

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ирпе улӑп пек матрос шыраса тупрӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Ҫав вӑхӑтра мана улӑп пек матрос хул хушшине хӗстерсе ҫӗклерӗ те кӑштах айккинерех тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Унта эпӗ ҫӗршывшӑн йывӑр кунсенче — ун урамӗсенче танксем кӗмсӗртетнӗ, пехота батальонӗсем асфальта тӗпретсе утнӑ чух та, тӑшманӑн хура хӗреслӗ тискер ялавӗсене Хӗрлӗ площаде пӑрахса купаланӑ вӑхӑтра та, ҫӗршывӑмӑр вӑрҫӑ суранӗсенчен юсанса, Улӑп пек хӑватланса ҫӗкленнӗ ҫулсенче те пулса курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тем тесен те вӑл юман евӗрлӗ кӗрнеклӗ пулмалла, улӑп пек вӑйлӑ, йӑрӑс пӳллӗ ҫамрӑк.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫав самантрах темле улӑп вӑрӑм чӑпӑрккине сӗтӗрсе ҫавӑрса шартлаттарнӑн, ҫывӑхрах темскер шатӑртатса ҫурӑлать те, ҫӗр пичӗ тӗттӗмре тӑр-тӑр-тӑр! чӗтренсе илет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Ачамккай» тени кулӑшла илтӗнчӗ, мӗншӗн тесен Ҫимунӗ лутра та пысӑк кӑкӑрлӑ Сӑпани умӗнче улӑп пек тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн сарлака кӑкӑрӗнче, чӑнах та, улӑп чӗри тапать иккен, хул мӑкӑлӗсем выляса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан ӑна ӑшпиллӗ пулса ҫемйине ҫав тери хисепленипе ҫеҫ мар, илемлӗхӗпе, евӗклӗхӗпе, тараватлӑхӗпе тата улӑп пек вӑйлипе килӗшет.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кран вӑрӑм аллипе йывӑҫ купине ярса илнӗ те, ав, улӑп пек ҫавӑрттарать сывлӑшра.

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ун тавра кӗпӗрленнӗ хурахсем тӗлӗнсе пӑхса тӑраҫҫӗ улӑп пек паттӑр милиционер ҫине.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Паллах, Улӑп кайӑк ӑна пӗр-икӗ утӑм тусах хуса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Пӗтӗм вӑйӗпелен кӗпинчен туртса Улӑп кайӑк айӗнчен сӗтӗрсе тухрӗ, Улӑп кайӑк тӗкӗсем Сатура сӗртӗнсех иртрӗҫ, вӗсем тимӗр пекех хытӑ, чӑнкӑр-чӑнкӑр сасӑ кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Сехри хӑпнипе аптранӑ Сатур ниҫталла пӑрӑнаймасӑр Улӑп кайӑк айне пулса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ашшӗ-амӑшӗ те улӑп йӑхӗнчен мар.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Атьӑр-ха, теҫҫӗ, эпир те ҫӑл куҫ шывне ӗҫсе пӑхар, тен эпир те Улӑп пек ӳссе кайӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

«Улӑп Ленин планӗ пире килӗшет.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Вӗсен йышӗнче – «Юлмас», «Хӑмла», «Улӑп», «Сувар», «Пӑлхар», «Хмелич», «Хмельмаш», «Хмелероб», «Чӑвашхмель»…

Куҫарса пулӑш

Хӑмла пуҫтаракан комбайн «Айдак» ятлӑ пулӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/%D0%90%D1%82%D0% ... ul-3395994

Вӗсен йышӗнче – «Юлмас», «Хӑмла», «Улӑп», «Сувар», «Пӑлхар», «Хмелич», «Хмельмаш», «Хмелероб», «Чӑвашхмель»…

В их числе – «Юлмас», «Хӑмла», «Улып», «Сувар», «Пӑлхар», «Хмелич», «Хмельмаш», «Хмелероб», «Чувашхмель»…

Хӑмла пуҫтаракан комбайн «Айдак» ятлӑ пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35762.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех