Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав хӑрушлӑх Челкашран хӑранинчен те ытларах пулчӗ; вӑл Гаврилӑна кӑкӑрӗнчен такам ҫирӗп ытампа ыталанӑ пек ыталаса илчӗ, ӑна чӑмӑртаса, вӑйсӑр муклашка туса хучӗ те кимӗ ларкӑчӗ ҫумне сӑнчӑрласа лартнӑ пекех лартрӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Чи малта упа вырӑнне салари пупа сӑнчӑрласа тытнӑ чукмарлӑ Андрей Михайлович Сеченов тӑнӑ.
Пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тепрехинче сӑнчӑрласа хурӑпӑр Ваньккана.
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
2. Иисус кимӗ ҫинчен ансассӑнах Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхран тухнӑ усал ернӗ ҫын тӗл пулнӑ; 3. вӑл тупӑклӑхрах пурӑннӑ, ӑна никам та сӑнчӑрпа сӑнчӑрласа та чарайман; 4. ӑна темиҫе хут та тимӗрлесе-сӑнчӑрласа пӑхнӑ, анчах вӑл сӑнчӑрӗсене тата-тата пӑрахнӑ, тимӗрӗсене ватнӑ — ӑна никам та лӑплантарма пултарайман; 5. вӑл яланах ҫӗрле те, кӑнтӑрла та тусем хушшинче, ҫӗр хӑвӑлӗсенчи тупӑклӑхсенче кӑшкӑрашса, чулсем ҫумне ҫапӑнса ҫӳренӗ.
Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Шӑпах ҫавсем ӗнтӗ иудейсене, чурасене илсе килнӗ пек, тӗрӗсрех каласассӑн, элек сарса айӑпа кӗнӗ ҫынсене илсе килнӗ пек, сӑнчӑрласа, вӑйпах илсе килчӗҫ, вара вӗсене, тӗлли-паллине пӑхса тухмасӑрах, тӗпчесе тӑмасӑрах, скифсен йӑлинче те пулман мелпе хаяррӑн асаплантарса вӗлерсе тӑкасшӑнччӗ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсене, тискер кайӑксем евӗрлӗн, тимӗрпе сӑнчӑрласа лартса кайнӑ: пӗрисене мӑйӗнчен сӑнчӑрласа карап саккинчен кӑкарнӑ пулнӑ, тепӗрисене уринчен тӑлласа ҫирӗппӗн ҫыхса лартнӑ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Патша вара, ҫак усал ҫыннӑн элекӗпе ҫилленсе те тарӑхса кайса, Никанор патне ҫыру ҫырса янӑ, ун пек килӗшӗве чӑтма пултарайманни ҫинчен пӗлтернӗ, Маккавее халех сӑнчӑрласа Антиохие илсе пыма хушнӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах икӗ питлӗ ҫынсем чӗринче ҫилӗ тытаҫҫӗ, Турӑ хӑйсене сӑнчӑрласа лартнӑ чухне Ӑна тархасламаҫҫӗ; 14. ҫавӑнпа вӗсем ҫамрӑклах вилеҫҫӗ, вӗсен ӗмӗрӗ аскӑнчӑксемпе пӗрле пӗтет.
Иов 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вавилон патши Навуходоносор ӑна хирӗҫ тухнӑ, ӑна пӑхӑр сӑнчӑрпа сӑнчӑрласа, Вавилона илсе кайнӑ.40. Против него вышел Навуходоносор, царь Вавилонский, и связал его медными узами и отвел в Вавилон.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Патшана ӗнтӗ ярса тытнӑ, ӑна Вавилон патши патне Ривла хулине илсе кайнӑ, ӑна ҫавӑнта сут тунӑ: 7. Седекия ывӑлӗсене ун куҫӗ умӗнчех чиксе пӑрахнӑ, Седекияна хӑйне суккӑрлатнӑ, унтан тимӗр тӑлӑпа сӑнчӑрласа Вавилона илсе кайнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.