Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ачасем пысӑк, пӗр ҫын та ҫук картиш урлӑ, казаксем лаша кӑкарса хунӑ юпа патӗнчен, салтаксем аттисемпе таптаса шӑннӑ тӑпра ӑшне путарнӑ пушӑ обоймӑсем, винтовка гильзисем ҫинчен утса пычӗҫ.
XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Флотри паллӑ традиципе кам пӗлмест иккен кашни путарнӑ карап пуҫне чаплӑ апат хатӗрленине, ҫав чаплӑ апатра тӑшмана ҫӗнтерекенсене командовани ӑшаласа пӗҫернӗ сысна ҫурипе хӑна тӑвать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫавӑнтан вара ик-виҫӗ кун иртсен, хӑй шухӑшне вӑл тепӗр хут та ҫирӗплетрӗ, мӗншӗн тесен эпӗ транспорт ҫине тата аяларах ҫывхарнӑ-мӗн — самолет ҫунаттипе ҫаклатса антенна татӑкне те татса киле илсе таврӑннӑ иккен, Ҫапах та транспортне путартӑм эпӗ — ку ӗнтӗ хам путарнӑ транспортсенчен чи малтанхиччӗ-ха, ҫавӑнпа та ун кӑтартӑвӗсем хӑйсен йӗркелӗхне ҫухатмарӗҫ пулин те, теорире кӑна усӑ кӳретчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Кам путарнӑ?» — тесе ыйтасшӑн пулчӗ ача хӑранипе.
IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Парохода путарнӑ, — терӗ пӗри шӑппӑн.
IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унтан вара тӗлӗнмелле лайӑх та хӗрӳллӗ кун ҫитетчӗ, интереслӗ вӗҫевсем пулнипе ҫеҫ те мар, пӗлӗте чикелентерсе путарнӑ хура шывра ҫӑвӑнса, малашне «хамӑр вӑхӑт» ҫитессе пӗлнипе хӗпӗртеттӗмӗр, Харакс ҫинчи маяк васкамасӑр ялтӑратчӗ те сӳнетчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир лӑпӑртатас пулсан, ӑна ҫакса вӗлермесен, вӑл пире, кушак ҫурине путарнӑ пекех, шыва путарӗ…Если его не повесят, он не задумается нас утопить, как котят, попробуй только, проговорись!
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
7. Халӑхна фараон хыҫалтан хӑваласа кайсассӑн, Эсӗ ӑна ҫар ураписемпе, йышлӑ халӑхӗпе пӗрле тарӑн тинӗсе путарнӑ, Хӑвна — мӗн пултарнийӗн Патшине — шанса тӑнисене вара Эсӗ тӗрӗс-тӗкел илсе каҫнӑ, вӗсем ӗнтӗ Санӑн аллун ӗҫӗсене курса Сана, Пурне те Тытса Тӑракана, мухтавланӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсемпе килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшнӑ иудейсем пӗр иккӗленмесӗр карап ҫине ларнӑ, Иоппи ҫыннисем вара шалалла ишсе кӗнӗ те вӗсене шыва путарнӑ, унта икҫӗр ҫынран кая мар пулнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл вӗсене Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫарнӑ, вӗсене пысӑк шыв витӗр илсе тухнӑ, 19. тӑшманӗсене путарнӑ, вӗсене тӗпсӗр авӑртан кӑларса ывӑтнӑ.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫине аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 4. пӗр Хӑй анчах пысӑк хӑватсем Тӑвакана аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 5. Вӑл тӳпене ӑслӑлӑхӗпе пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 6. ҫӗре шывсем ҫине тӗреклӗ лартнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 7. аслӑ ҫутӑсем пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 8. куна тытса тӑма хӗвеле пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 9. каҫа тытса тӑма уйӑхпа ҫӑлтӑрсене пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 10. Египетра малтан ҫуралнисене пӗтерсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 11. Израиле вӗсен хушшинчен илсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 12. хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе илсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 13. Хӗрлӗ тинӗсе икӗ енне уйӑрса тӑратнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 14. Израиле ун урлӑ каҫарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 15. фараона ҫарӗ-мӗнӗпех Хӗрлӗ тинӗсе путарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 16. Хӑйӗн халӑхне пушхирпе ертсе пынӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 17. аслӑ патшасене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 18. хӑватлӑ патшасене вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 19. Аморрей патшине Сигона вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 20. Васан патшине Ога вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 21. вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе панӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 22. еткерлӗхе Израиле, Хӑйӗн чурине, панӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 23. эпир мӑшкӑл тӳснӗ чухне пире аса илнӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 24. пире хамӑр тӑшмансенчен хӑтарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 25. пур чӗрӗ чуна та ҫимӗҫ парать: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе.
Пс 135 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Египет ҫыннисене Ҫӳлхуҫа тинӗс варринче ҫапла путарнӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.