Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ниме сăмах пирĕн базăра пур.
ниме (тĕпĕ: ниме) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калас пулать, унӑн ҫавӑн пек тума сӑлтавӗ те пур, мӗншӗн тесен вӑл сӑмса айӗпе мӑкӑртатса: — Ҫук, ҫук! Вӗсем мана пур-пӗрех ӗненмӗҫ! Ҫитменнине вӑл халь ниме те пӗлтермест! Ытла кая юлнӑ! — тесе каланине майор та илтрӗ.

Надо полагать, что у него были серьёзные основания поступить так, ибо майор подслушал, как он бормотал себе под нос: — Нет, нет! Они мне всё равно не поверят! Вдобавок, это не приведёт ни к чему! Слишком поздно!

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Чӑн-чӑн эмусен хӑтланӑвӗсене питӗ тӗрӗс ӳкернӗ мӗн дикарь, кӑшкӑрасса та вӑл йӑлтах ҫавсем пекех кӑшкӑрса тӗлӗнтерет, ҫавӑнпа та ӑна эмусем ниме пӗлмесӗр хӑйсен ҫывӑхне ячӗҫ.

Дикарь так верно копировал повадки настоящих эму, подражал их крику с таким поразительным совершенством, что эму беспрепятственно позволили ему приблизиться.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗтӗмӗшпе пӗрле илсен, вӑл ниме те пӗлтермест пек, анчах вӑл мӗнле майпа ҫавӑн пек ҫӳреме пултарнинчен питех те тӗлӗнмелле вара.

Всё оружие в целом было таким же простым, каким непостижимым было его действие.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак инкеклӗ япала уншӑн ниме те пӗлтермест тейӗн.

Казалось, его совершенно не тронуло это несчастье.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак ниме мая килмен ванчӑксем хушшипе халӗ те вут чӗлхисем явӑнса тухаҫҫӗ, хура тӗтӗм мӑкӑрланса тӑрать, шурса кӑвакарнӑ пӑс ҫавӑрӑнса хӑпарать.

Из этого нагромождения бесформенных обломков вырывались ещё языки пламени, клубы чёрного дыма и спирали пара.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӗрӗссипе, вӑл хӑйӗн ремеслине пӗлерех парсан, — ку ниме те пӗлтермест.

Впрочем, это не имело значения, если только он действительно знал своё ремесло.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Австралин ылтӑнран пуян хӑйӑрӗсем усал та ылтӑнран пиҫнӗ ниме те хисепе хуман авантюристсен кӑмӑлӗсене астарнӑ.

Богатые золотые россыпи Австралии послужили приманкой для полчищ жестоких и равнодушных ко всему, кроме золота, авантюристов.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл вара майортан пӑртак иртсе кайнипе те пулин ӑшне пусарчӗ, анчах, майоршӑн пулсан, ун пекки ниме те пӗлтермест.

Он вознаградил себя тем, что немного опередил майора, но тому это было решительно безразлично.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Черчен кӑна кӗленче ҫак шывсенчен ниме ҫакланмасӑр иртсе Инди океанне юхса тухнӑ тесен, ӗненме питӗ йывӑр, мӗншӗн тесен унта темӗн чухлӗ судносем ҫӳреҫҫӗ.

Трудно было предположить, что хрупкая бутылка могла беспрепятственно проскользнуть по этим водам, где проходят сотни судов, и попасть в Индийский океан.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ку ниме юрӑхсӑр япала! — тесе пӑлханса кайрӗ Паганель.

— Это ни на что не похоже! — волновался Паганель.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ниме те мар! — терӗ ученый.

— Не беда! — ответил учёный.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах вӑл ниме те пӗлтермест!

Но какое это могло иметь значение!

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— О, ят вӑл ниме те пӗлтермест, — терӗ кӑна хирӗҫ Паганель.

— О, имя ничего не доказывает, — отвечал Паганель.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑй хӑмӑр бархӑтран ҫӗленӗ панталонпа ҫавӑн тӗслех питех нумай кӗсьеллӗ куртка тӑхӑннӑ, кӗсьисене ниҫта шӑнӑҫайми ҫыру кӗнекисем, справочниксем, блокнотсем, бумажниксем, хӑйне ҫӳреме мӗн чухлӗ кансӗр, ҫавӑн чухлех ниме усӑсӑр тӗрлӗ япаласем чиксе тултарнӑ.

Костюм его состоял из коричневых бархатных панталон и такой же куртки с бесчисленными карманами, набитыми до отказа записными книжками, справочниками, блокнотами, бумажниками и тысячею других предметов, столь же обременительных, как и бесполезных.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӑхас-тӑк, ун ҫине — ниме тӑман ҫын, тейӗн.

А на него сверху посмотришь — никудышный.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл Серёжӑна аяккарах илсе кайрӗ те лӑпкӑн: — Эсӗ мӗн, мещенле кӳрене пуҫларӑн-им? Пӗр-пӗрин хушшинче пулнӑ калаҫӑва ӗҫ ҫине куҫартӑн-им? Кун пек хӑтланни ниме юрӑхсӑр вӑл, юлташ, — терӗ.

Отведя Сережу в сторону, она спокойно спросила: — Ты что, в мещанское самолюбие ударился? Личный разговор переводишь на работу? Это, товарищ, никуда не годится.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ку сана ниме те кирлӗ мар.

Зачем тебе это?

Тӑваттӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Кам ниме юрӑхсӑр?

Кто дрянь?

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

— Вӑл хӑй те пӗрре аппӑшӗ ҫинчен ухмах та, ниме юрӑхсӑр та тесе шухӑшланӑ, аппӑшӗ нимӗн те айӑплӑ пулман.

 — Он и сам тоже один раз на сестру подумал: и дура и дрянь, а она совсем не была виновата.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Тӗрӗссипе, Владик халӗ ниме те кирлӗ мар япала ҫинчен каланине хӑй те туять.

В сущности, озлобленный Владик и сам знал, что говорит он сейчас ерунду.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех