Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Гоп-гоп, эгой, — тесе ачашшӑн кӑшкӑрса ячӗ вӗсене Макар; хӑйӗн юратнӑ хура утне мӑйӗнчен ывӑҫ тупанӗпе лӑп-лӑп ҫапкаларӗ те: — ҫывӑрма вӑхӑт ҫитнӗ! — терӗ мана.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
— Сан пата хӑнана эпӗ, батюшка! — терӗ вӑл йӑл-л кулса, хӑй ҫав хушӑрах арман хуҫи куҫӗнчен ачашшӑн пӑхса илчӗ.— А я к тебе в гости, батюшка мой! — сказала она, улыбаясь и нежно заглядывая в лицо мельника.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Унтан, хӑвӑл кӗпҫе тытса, вӗҫен-кайӑк сасси пек янраттаракан шӑхлич тума тытӑнчӗ, тулӑ хӑмӑлӗнчен ҫинҫен те ачашшӑн чӗтрентерекен шӑхлич турӗ, хӑва хуллинчен вара хӑлхана ҫурмалла сасӑ паракан шӑхлич пулчӗ.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Чухлатӑп, шӑпчӑкӑм, чухлатӑп! — Захар, хӑй ҫитмӗл ҫула ҫитнине манса, шӑпчӑк сассине хирӗҫ тӑмана пек кӑшкӑрса ячӗ, Федя каҫхи кайӑк сассине пачӗ, старик саркайӑк пек ҫинҫен те ачашшӑн шӑхӑрчӗ, ача куккук пек авӑтса илчӗ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ольга Штольц ҫумне именчӗклӗн те ачашшӑн йӑпшӑнчӗ, чӑнласах вӑтанчӗ, «ухмахланнӑшӑн» каҫару ыйтнӑ пек пулчӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах юрлани, ачашшӑн пӑшӑлтатни, унтан тӗрлӗрен тӗслӗ ҫынлӑ князь ҫурчӗ, кайран университет, кӗнекесем, светри пурнӑҫ — ҫаксем йӑлтах Андрея ашшӗ кӑтартса панӑ тӳрӗ ҫул-йӗртен пӑрса янӑ; вырӑс пурнӑҫӗ илӗртӳллӗ курӑннӑ, ҫавӑнпа леш тӗссӗр ҫыруран яр уҫӑ, анлӑ картина пулса тӑнӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— шӑппӑн та ачашшӑн хушса хучӗ Штольц.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кам тавӑрӗ мана, тавӑрмаллах пулсан, е… кам каҫарӗ? — хушса хучӗ вӑл, ун ҫине ҫав тери ачашшӑн, туслӑн пӑхса, Штольц вара шлепкине пӑрахрӗ те хӑй кӑшт ҫеҫ Ольга умне чӗркуҫленсе лармарӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Турӑҫӑм, сӑмах Обломов пирки пынине пӗлнӗ пулсан, эпӗ ҫапла асапланнӑ пулӑттӑм-и? — терӗ вӑл, Ольга ҫине ҫав тери ачашшӑн, ҫав тери именсе, Ольгӑн нимӗнле хӑрушлӑх та пулман пекех пӑхса.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц аллисене хӗреслесе тытнӑ та, ун ҫине ачашшӑн, куҫ туллин пӑхса, ун именчӗклӗхӗпе киленет.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл сасартӑк хӗрелнине те, шикленмеллех савӑннине те, ачашшӑн е хӗрӳллӗн пӑхнине те — Штольц нихҫан та курман; мӗн те пулин ҫавӑн пекрех пулас пулсан, сӑмахран, Штольц хӑй ҫак кунсенчех Италие каяссине пӗлтерсен, Ольга пичӗ ыратнипе пӗркеленнӗ пек туйӑнать; ҫавнашкал хаклӑ та сайра самантра Штольц чӗри телейлӗн тапма тытӑнать кӑна — сасартӑках йӑлт чаршавпа витӗнет, Ольга айваннӑн та тӳррӗн хушса хурать:
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Куҫа курӑнман хаклӑ йышши ӳсентӑрана шӑрӑхран сулхӑна, ҫумӑр айне, куҫарса лартса, ачашшӑн пӑхса ӳстернӗ евӗрлех пурӑнать вӑл.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Манӑн каяс пулать! — вӑраннӑ пек пулса каларӗ вӑл ачашшӑн.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга ачашшӑн кулкаласа, пуҫне тайса, ҫӗрелле пӑхса, тимлемесӗр итлерӗ е каллех ун питӗнчен пӑхса, урӑххи ҫинчен шухӑшларӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ, ачашшӑн йӑтса, ун пуҫне минтертен уйӑртӑм.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Тепӗр кунхине Ольга кӑмӑллӑн пакӑлтатни, ачашшӑн ашкӑнни ӑна хавхалантарма пултараймарӗҫ.На другой день милая болтовня и ласковая шаловливость Ольги не могли развеселить его.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Савнӑ тусӑм! — ачашшӑн пӑшӑлтатрӗ вӑл кайран, вара, ун хулпуҫҫинчен уртӑнса, ҫирӗпех мар утӑмсемпе килне ҫитрӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Акӑ халь… иртсе кайрӗ… — ачашшӑн каларӗ вӑл, — мана ҫӑмӑл, эпӗ ирӗккӗн сывлатӑп.— Вот теперь… прошло… — томно сказала она, — мне легче, я дышу свободно.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫук, ҫук, ан чӑрмантар мана, ан тив… — терӗ Ольга ачашшӑн, аран илтӗнмелле.— Нет, нет, оставь меня, не трогай… — говорила она томно, чуть слышно.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл Обломов ҫине вӑтанчӑклӑн, ачашшӑн пӑхса илчӗ, унан икӗ аллине те тытса, хыттӑн чӑмӑртарӗ, унтан вӗсене хӑйӗн чӗри патне перӗнтерчӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956