Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара ҫамрӑк офицер чӑн-чӑн ӗҫе пуҫӑнса Ландеберг хулине илме шутланӑ.

И вот молодой офицер решил учинить настоящее дело, попытать счастье и взять Ландсберг.

Шутлама мар, ҫӗнтерме килнӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ҫурма тӑлӑх ҫитӗннипе те пӗтӗм ӗҫе вӗренме тӑрӑшрӗ пулӗ.

Так как он вырос без отца, он старался научиться всякой работе.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Лавкка патӗнче экспедици лавӗсем ҫинчи апат-ҫимӗҫпе хӗҫ-пӑшала валеҫсе илнӗ вӑхӑтра кӳршӗри пӗр ҫуртра Подтелкова тытас ӗҫе хутшӑннӑ хуторсен представителӗсенчен васкаса йӗркеленӗ ҫар сучӗ ӗҫлерӗ.

Пока возле лавки шел дележ продуктов и оружия, взятых с подвод экспедиции, в одном из соседних домов заседал организованный наспех военно-полевой суд из представителей хуторов, участвовавших в поимке Подтелкова.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗтерӗр ӗҫе!

Кончайте дело!

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Усть-Хопер станицине ҫитетпӗр те тӳрех ӗҫе тытӑнатпӑр!

Вот достигнем Усть-Хоперской станицы, зачнем ворочать дела!

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл ыйтӑва сӳтсе явас ӗҫе нимӗн хутшӑнмасӑр сахӑр миххи ҫинче хутланса ларчӗ.

Он не принимал участия в обсуждении, сидел, сгорбясь, на мешке с сахаром.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унта сирӗнсӗр пуҫнех ӗҫе майлаштарнӑ, — ҫӗркаҫ телеграмма илтӗмӗр.

Без вас управились, — вчера вечером получили телеграмму.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн килне таврӑннӑ, мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен тӑван колхозра тӑрӑшнӑ — тырӑ вырнӑ, нумай ҫул хӑмла ҫитӗнтернӗ ҫӗрте, колхоз пахчинче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ, нимӗнле ӗҫе те тиркесе тӑман.

После войны вернулась домой и до выхода на заслуженный отдых трудилась в родном колхозе — выращивала хлеб, много лет работала на плантациях хмеля, в колхозных огородах, не пренебрегал никакими делами.

«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3

— Хамӑн катӑк ӑсӑм-пуҫӑмпа эпӗ Григорий Пантелеевича ку ӗҫе шанса памастпӑр пулӗ тесе шутлатӑп.

— Я так думаю своим глупым разумом — что Григорию Пантелевичу не дадим мы этую должность.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӗлӗкрех хутора станица атаманӗ килсе ҫитетчӗ те чи малтанах десятидворнӑйсене чӗнтерсе калаҫатчӗ, кандидатсем сасӑланма ҫырӑнатчӗҫ, халӗ ак сотник: «Кам Коршуновшӑн — сылтӑма куҫса тӑрӑр», — тесе кӑшкӑрчӗ те ӗҫе тӳрех, питӗ ансат майпа татса хучӗ.

Бывало, приезжал станичный атаман, созывались десятидворные, кандидаты баллотировались, а тут — так-таки, по-простому, сплеча: «Кто за Коршунова — прошу отойти вправо».

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑна хӑй сӑмаха тӗрӗс каламанни тата ӗҫе ӑс-тӑн хушнӑ пек туманни тертлентерсе пычӗ.

Он маялся тем, что скривил душой и не так сделал, как ему подсказывало сознание.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халӗ унта ҫар сучӗ ӗҫе ҫавӑрттарать.

Там военно-полевой суд уже наворачивает.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Фронта е урӑх ӗҫе кай… — шӑппӑн каларӗ Анна шӑпӑрт итлесе тӑнӑ хыҫҫӑн.

Анна, молча слушавшая его, тихо сказала: — Уходи на фронт или на иную работу…

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Вараланчӑк ӗҫе е ухмахсемпе тискер чӗрчунсем е фанатиксем кӑяҫҫӗ имӗш.

 — На грязную работу идут либо дураки и звери, либо фанатики.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗлермелле приговор йышӑннӑ ҫынсене кашни каҫ, ҫур ҫӗр тӗлӗнче, грузовой автомобильпе хула хыҫне лартса тухрӗҫ, хыпалансах шӑтӑксем алтрӗҫ, ҫак ӗҫе персе пӑрахмалла тунисемпе пӗрле хӑш-пӗр хӗрлӗ гвардеецсем те хутшӑнчӗҫ.

Почти ежедневно в полночь вывозили за город на грузовом автомобиле приговоренных, наспех рыли им ямы, причем в работе участвовали и смертники и часть красногвардейцев.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— О, эпир унта ӗҫе лайӑх майлаштартӑмӑр!

— О, мы там качнули дело!

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӳтсе яватӑр та, унтан… пӗтерес ку ӗҫе хӑвӑртрах.

Обсудите и… потом поскорее надо кончить это.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, ытти полксемпе танлаштарсан, лайӑхрах ҫапӑҫма пултаракан 27-мӗш полка йышӑннӑ та казаксене хиврен тыткаланипе тӳрех ӗҫе йӳнеҫтерсе янӑ.

Он принял командование наиболее боевым 27-м казачьим полком и сразу, с жестоковатинкой, поставил дело.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫарпа революци комитетне суйлас ӗҫе хутшӑннӑ чаҫсен ҫак комитета салатса ямалла, ун вырӑнне облаҫри ҫар комитетне — облаҫри мӗн пур ҫар чаҫӗсене пӗрлештерсе тӑракан комитета — хӑйсен представителӗсене ямалла.

Военно-революционный комитет должен быть распущен избравшими его частями, и все части, взамен этого, должны послать своих представителей в существующий областной военный комитет, объединяющий все войсковые части области.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Дон ҫинчи Ҫар правительстви Ҫарпа революци комитетне депутатсем суйласа янӑ пур чаҫсене те малашне Дон ҫӗрне хӳтӗлес ӗҫе йӗркеллӗн туса пыма сӗнет.

Войсковое правительство Войска Донского предлагает всем частям, пославшим своих депутатов в Военно-революционный комитет, возвратиться к своей нормальной работе по защите Донского края.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех