Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗт сăмах пирĕн базăра пур.
вӗт (тĕпĕ: вӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ ӑна астӑватӑн вӗт, чӑнах?

Неужели не помнишь?

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ вӗлерес теменччӗ вӗт, манӑн пуҫра та ун пек шухӑш пулман, хамӑн чунӑмпа, ырӑ ятпа тупа туса калатӑп.

Джо, я не хотел, — честное слово, не хотел!

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эсир укҫине малтанах ыйтрӑр вӗт, эпӗ сире тӳлерӗм-ҫке.

— Вы же просили заплатить вперед, я вам и заплатил.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпир вӗсене усал тумастпӑр вӗт.

Мы же им ничего не сделали.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Ох, Том, вӗсем тӗттӗмре, кушаксем пекех, кураҫҫӗ вӗт.

— Ой, Том, они же видят в темноте, все равно как кошки.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах эпӗ ӑна апла каласа кӳрентересшӗн пулман вӗт.

Только я не хотел его обидеть.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чӑнах вӗт?

Правда же?

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кӗнекере апла мар вӗт, — унта ҫапла каланӑ: «Вара вӑл телейсӗр Гай Гисборна пӗрре ҫурӑмӗнчен яш тутарнӑ та вӗлернӗ те пӑрахнӑ», — тенӗ.

В книжке этого нет. В книге сказано: «И тогда одним мощным ударом в спину он сразил злополучного Гая Гисборна».

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ху ӳк, — сана манран хӗнтерех килчӗ вӗт.

А чего ты сам не падаешь? Тебе больше досталось.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ вӗт резинка чӑмлама юрататӑп.

Я больше люблю жевать резинку.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эпӗ вӗт чарӑнмастӑп!

— Не оставлю!

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Сирӗн вуҫех те пӑхас килмест вӗт

— Да вам же, право, неинтересно!

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Ҫук, ҫуках, сирӗн пӑхас та килмест вӗт.

— Да не стоит, вам будет неинтересно.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Ара, ӑна шӑматкунах пытарнӑччӗ вӗт, Гек.

— А ведь его похоронили в субботу.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ку ача чи ҫӑмӑл ыйтӑва та хуравлаяс ҫук вӗт, — мӗн тума судья унтан ыйтса хӑтланать-ши?

Про себя он подумал: ведь мальчишка не может ответить даже на самый простой вопрос, и чего это судье вздумалось его спрашивать?

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эпӗ сана каларӑм вӗт лайӑх япала тесе, лайӑхах пулать ӗнтӗ.

Раз я сказала, что хорошую, значит, хорошую.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ӑна Сид ҫӗмӗрчӗ вӗт! — терӗ.

Это Сид разбил!

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах санӑн, паллах ӗнтӗ, ӗҫлес пулать, чӑнах вӗт?

Да нет, ты, конечно, поработаешь?

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эсӗ ху каларӑн вӗт — мана хӗнетӗп тесе.

— Ну, погляжу я, как ты мне дашь!

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӗнеме пултаратӑп, тетӗн вӗт.

Только разговариваешь.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех