Шырав
Шырав ĕçĕ:
Захар, Илья Ильич харлаттарнине илтсенех, хуллен, шавламасӑр вырӑн ҫинчен сиксе анчӗ те, чӗрне вӗҫҫӗн ҫенӗке тухса, улпут пӳлӗмне ҫӑрапа питӗрсе, хапха патнелле уттарчӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар урама сиксе тухать, ун хыҫҫӑн Ваҫка, Митька, Ванька — пурте аптраса ӳксе картиш тӑрӑх чупаҫҫӗ.На двор выскочил Захарка, за ним Васька, Митька, Ванька — все бегут, растерянные, по двору.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн чӗри кӑртах сиксе илет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗрарӑмсем кулкалама тата пӑшӑлтатма пуҫларӗҫ; хӑш-пӗр арҫынсем йӑл кулчӗҫ; каллех пурте ахӑлтатса кулса яма та хатӗрччӗ ӗнтӗ, анчах ҫак самантра пӳлӗмре, пӗр-пӗрин ҫине сиксе ӳкме хатӗрленсе тӑнӑ йытӑпа кушак хӑрлатнӑ пек, темле сасӑ илтӗнсе кайрӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑн та, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн Обломовкӑра пурӑнакансен урӑхла чӑрмавсем те сиксе тухкаланӑ, анчах вӗсем ҫав чӑрмавсене ытлашши пӑшӑрханмасӑрах кӗтсе илнӗ, чӑрмавсем вара, чул хӳме ҫумӗнче хӳтлӗх тупайман кайӑксем аяккалла вӗҫнӗ евӗр, Обломовка ҫыннисенчен аяккалла пӑрӑннӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовецсем ӗҫе, вӑл хамӑр асаттен аслашшӗсемех панӑ асап пулнӑ пек, тӳссе ирттернӗ, анчах ӑна юратма пултарайман, мӗнле те пулин ӗҫ сиксе тухсан, яланах унран пӑраннӑ, ҫапла туни тивӗҫлӗ тесех шутланӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепри вара, хаклӑ минутсене ҫухатасран хӑранӑ пек, вырӑнӗ ҫинчен икӗ урипе харӑс, хӑвӑрт сиксе тӑрать те кӑвас куркине ярса тытать, унта ишсе ҫӳрекен шӑнасене тепӗр хӗрнелле вӗрсе ярать, унччен хускалман шӑнасем, инкекрен хӑтӑлма тӑрӑшса, вӑйлӑ йӑшӑлтатма тытӑнаҫҫӗ; ҫын пырне йӗпетет те каллех, персе антарнӑ пекех, вырӑнӗ ҫине тӳнсе каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Хӑш вӑхӑтра выртма ӗлкӗрчӗ-ха вӑл каллех! — мӑкӑртатрӗ Захар, кӑмака ҫине сиксе хӑпарса.— И когда это он успел опять лечь-то! — ворчал Захар, прыгая на печку.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсемпе пӗрле палаткӑсенче ҫӗр каҫнӑччӗ, кӑвайт урлӑ сиксе каҫса ҫӗнӗ, чӑвашла ятсем йышӑннӑччӗ.
«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar
Каҫхине, ялан тенӗ пекех ҫиччӗ таврашнелле, чир ҫӗнӗрен хускалса каять те мана тӑвӑл евӗррӗнех килсе сӑптӑрать, эпӗ вара, е сивӗ пулнипе витӗнкӗҫ айӗнчех сиксе чӗтӗресе, е чӑтмалла мар вӗриленсе кайнипе кӑварла ҫунса, пӗтӗм ӗмӗр вӑрӑмӑшне тӑсӑлакан хӑрушӑ ҫӗре вырӑн ҫинче нушаланса ирттеретӗп.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫакнашкал самантра эпӗ ӑна ятпа чӗнсен е пӗр-пӗр ыйту парсан, вӑл шарт сиксе илет те, каланӑ сӑмахсен пӗлтерӗшне вӑйпалан пӗлесшӗн пулнӑ евӗр, хӑранӑ сӑнлӑ питне ман енне ерипен ҫеҫ ҫавӑрать.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Эй, сире пӗрреччӗ унта! — терӗ Захар малти пӳлӗмре, кӑмака сакки ҫинчен сиксе анса.— О, чтоб вас там! — раздалось в передней вместе с прыжком ног с лежанки.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ мӗн — Тарантьев калаҫма ҫеҫ ӑста пултарнӑ; сӑмахпа вӑл пур ӗҫе те, уйрӑмах ҫын ӗҫне, уҫӑмлӑн та ҫӑмӑллӑн татса панӑ; анчах пӗр пӗчӗк ӗҫ тумалла пулсанах, тӳррипе каласан, хӑйӗн теорийӗпе практикӑра усӑ курмалла пулсанах, вӑл вара пачах урӑх ҫын пулнӑ; вӑл унта пултарайман — ӑна сасартӑках йывӑрлӑх та, чир те кансӗрленӗ, ӑна ҫынсенчен те лайӑх мар-мӗн, е уншӑн мӗнле те пулин урӑх ӗҫ сиксе тухнӑ, вӑл ҫав ӗҫе пуҫӑнман, пуҫӑнсан та — ӗҫ мӗнпе вӗҫленессине курма турӑ ан хуштӑр.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак вӑхӑтра малти пӳлӗмре питӗ хытӑ шӑнкӑртаттарни илтӗнчӗ те, Обломовпа Алексеев ҫӳҫенсе илчӗҫ, Захар та пӗр самантрах кӑмака сакки ҫинчен сиксе анчӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Акӑ мӗн тумалла кунта! — терӗ те вӑл татӑклӑн, кӑштах вырӑнӗ ҫинчен сиксе тӑмарӗ.— Вот тут что надо делать! — сказал он решительно и чуть было не встал с постели, —
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ах, таса турӑ амӑшӗ! — хӑрӑлтатрӗ Захар хӑй пӳлӗмӗнче, кӑмака ҫинчен сиксе.— Ах ты, владычица небесная! — захрипел у себя Захар, прыгая с печки, —
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Аҫа ҫапасшӗ! — терӗ Обломов, вырӑн ҫинчен сиксе тӑрса.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Напрасно я забыть ее стараюсь И страсть хочу рассудком победить… тесе юрласа ячӗ те вӑл, астумасӑр кресла ҫине ларчӗ, анчах сасартӑк сиксе тӑчӗ, тумтирӗ ҫинчи тусана шӑлса тасатрӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак чӑркӑш япала ҫинчен калаҫма пуҫласанах тем чухлӗ чӑрмав сиксе тухнине вӑл яланах манать.Он все забывал, что чуть тронешь этот деликатный предмет, так и не оберешься хлопот.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар хӑй пӳлӗмне кӗчӗ, анчах кӑмака сакки ҫине сиксе ларма пикеннӗччӗ кӑна, каллех васкаса кӑшкӑрни илтӗнчӗ:
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956