Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

макӑрса (тĕпĕ: макӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таня каялла илес тесе тӑсӑлнӑччӗ, ҫавӑнтах пуҫӗпе сӗтел ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ те макӑрса ячӗ.

Таня потянулась ее достать и, уронив голову на стол, заплакала.

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Таньӑн сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ, вӑл, кӑшкӑрса макӑрса ярасран тутисене ҫыртнӑскер, килӗшсе пуҫне сулчӗ, хӑй нимех те калама пултараймарӗ.

У Тани перехватило дыхание, она согласно кивала головой, закусывая губы, боясь разрыдаться, и не могла говорить.

9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Юнланса пӗтнӗ бинтпа чӗркенӗ, аласӑр Сергее курасран хӑрарӗ вӑл — чӑтаймӑп та макӑрса ярӑп.

Боялась увидеть Сергея в окровавленных бинтах, без руки, в чувствовала, что не выдержит, расплачется.

8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

«Макӑрса кӑна ярас марччӗ, хама хам тытаясчӗ.

«Только бы не заплакать, сдержать себя.

7 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

— Мӗн пулнӑ Сережӑна? — макӑрса ячӗ.

— Что с Сережей? — И заплакала.

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Кун умӗн темиҫе минут маларах лутака кӗлеткеллӗ, хыпаланчӑк, питҫӑмартисене кӑвак шӑрт пусса илнӗ, макӑрса пӗтнӗ, куҫ хукаххисем усӑнса аннӑ тӑртанчӑк куҫлӑ полковник хурал начальникне портупей чӗнӗнчен яра-яра тытрӗ, мӗскӗн сасӑпа селӗппӗн тем-тем каларӗ, сӑмсине шӑнкарта-шӑнкарта, чӗлӗм туртса сарӑхнӑ мӑйӑхне, куҫӗсене, чӗтрекен тутине таса мар сӑмса тутрипе шӑла-шӑла илсе, унтан ав темле сасартӑк перӗнес шухӑш тытрӗ…

За несколько минут до этого полковник, маленький, суетливый, с седой щетиной на щеках, с заплаканными, пыхлыми, сумчатыми глазами, хватал начальника караула за ремни портупеи, что-то жалко шепелявил, сморкался и вытирал нечистым платком прокуренные усы, глаза и дрожащие губы, а потом вдруг как-то сразу решился…

XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Чӗрех!!! — кулса та макӑрса, кӑшкӑрчӗ ӑна Дуняшка.

— Живой!!! — смеясь и плача, закричала ему Дуняшка.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан, ӗсӗклесе макӑрса, ҫенӗкелле чупса тухса кайрӗ.

И рыдая, выбежала в сенцы.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл вилнӗ казаксене кайса пӑхнӑ та унтан макӑрса пӗтсе, хытӑ хурланса таврӑннӑ.

Она ходила смотреть на убитых и пришла оттуда заплаканная и грустная.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑйӗн вилесле выҫӑхса ҫитнӗ старикне курса, Ильинична макӑрса та илчӗ.

Ильинична даже заплакала, глядя на своего насмерть изголодавшегося старика.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫавӑнтанпа, хирӗҫ-мӗн пулсан, вӑл Мелеховсене нихӑшне те сывлӑх сунмарӗ, сӑмса шӑтӑкӗсене саркалантарса, вӗсен умӗнчен эсрелле мӑнаҫлӑн пӑрӑнса иртрӗ, анчах Мишаткӑна ӑҫта та пулин курсан, шиклӗн йӗри-тавралла пӑхкаларӗ те, ҫывӑхра никам та ҫук пулсан, — ун патне ыткӑнса пычӗ, пӗшкӗнсе кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртарӗ, ачан хӗвелпе пиҫнӗ пӗчӗк ҫамкипе мелеховсенле сивлекрех хура куҫӗсенчен чуптуса, кулса та макӑрса, ҫыхӑнусӑррӑн пӑшӑлтатрӗ:

С той поры при встречах она не здоровалась ни с кем из Мелеховых, с сатанинской гордостью, раздувая ноздри, проходила мимо, но, завидев где-нибудь Мишатку, пугливо оглядывалась и, если никого не было поблизости, подбегала к нему, наклонившись, прижимала его к груди и, целуя загорелый лобик и угрюмоватые черные, мелеховские глазенки, смеясь и плача, бессвязно шептала:

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дарья иртенпех хуйхӑллӑ ҫӳрерӗ, пуҫ ыратать, вӑй ҫук тесе ӳпкелешрӗ, ҫын куриччен темиҫе хутчен вӑрттӑн макӑрса илчӗ…

Еще с утра Дарья была не в духе, жаловалась на головную боль и недомогание, несколько раз украдкой плакала…

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Макӑрса пӗтнӗ Грипашка ачана курницӑна кӗртсе ячӗ, хӑй кухньӑрах кӑшт илтӗнмелле хӳхлесе юлчӗ.

Заплаканная Грипашка втолкнула мальчика в горницу, сама осталась в кухне, чуть слышно причитая.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Карчӑк хӗрӗ ҫине пӑхрӗ те тӳрех макӑрса ячӗ, анчах Наталья хыпӑнчӑклӑн та хӑвӑрт калаҫма тытӑнчӗ:

Старуха заплакала, глянув на дочь, но Наталья взволнованно и часто заговорила:

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ильинична, Дуняшкӑна тӗлӗнтерсе, хурлӑхлӑн макӑрса ячӗ, сак ҫине кайса ларчӗ.

Ильинична, к удивлению Дуняшки, беспомощно заплакала, села на лавку.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ну, пӑхса илтӗм ҫавсем ҫине, чун кӳтсе килнипе ухмаха тухнӑ пек ӳлесе макӑрса ятӑм.

Ну, поглядела на них, сердце зашлось, и разревелась, как дура.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Халӗ мӗн тӑвас тетӗн ӗнтӗ? — макӑрса ярас пек ыйтрӗ те Наталья, куҫӗсене куҫҫуль капланса тулчӗ.

— Как же ты теперь? — спросила Наталья плачущим голосом, и глаза ее налились слезами.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах тепӗр минутранах, куҫӗсем куҫҫульпе ҫуталаҫҫӗ пулин те, Мишаткӑпа вылярӗ, ӑна уявсенче ҫыхакан йӑпӑрка тутӑрӗпе хупларӗ, нихҫан та макӑрса курман тата куҫҫулӗн тӑварлӑ тутине пӗлмен пек, ахӑлтатса кулчӗ.

Но через минуту, еще с блестящими от слез глазами, уже играла с Мишаткой, покрывала его своей шелковой праздничной шалькой и смеялась так, как будто никогда не плакала и не знала соленого вкуса слез.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан макӑрса ячӗ…

И заплакала…

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Макӑрса пӗтнӗ шуранка сӑнлӑ Наталья кӑмака умӗнче тӑрать.

Заплаканная, бледная Наталья стояла у печки.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех