Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗркунне сăмах пирĕн базăра пур.
кӗркунне (тĕпĕ: кӗркунне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ, эсӗ, сӑмахран, Константин Гаврилович, кӗркунне виҫҫӗр пӑта яхӑнах ҫапса илтӗн-ҫке!

Вот ты, к примеру, Константин Гаврилович, ить пудов триста намолотил осенью!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир иртнӗ кӗркунне ҫӗр шӑнтма тапратичченех кӗрхи ҫӗртме турӑмӑр, вӗсем вара пукравранах кӗрӗк арки йӑвалама тытӑнчӗҫ.

Мы до заморозков прошлую осень пахали зябь, а они с Покрова хворост зачали делить, шило на мыло переводить.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗркунне — ун чухне уйрӑм хуҫалӑх йӗркипе ӗнтӗ — 643 гектар ҫинче кӗрхи ҫӗртме туса хӑварнӑ, 210 гектар ыраш акнӑ.

Под зябь осенью было вспахано — еще единоличным порядком — 643 гектара, озимого жита посеяно 210 гектаров.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗркунне ҫитсен те ҫав ӗне чупса юлнипе юлманнине, хӑйне сӑнанӑ тӑрӑх, чылайччен асӑрхаса илме май килменччӗ.

Осенью долго не было заметно по ней, что она огулялась.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсем пурнӑҫа хӗррипе танах тултараҫҫӗ, ҫӗрле те лӑпланма пӗлменскерсем, шӑплӑха тимлесе итлеме чӑрмантараҫҫӗ, кӗркунне умӗнхи ҫеҫенхирпе вӑрмана тултарса тӑракан тарӑн шухӑшлӑ шӑплӑха хускатаҫҫӗ.

Они наливали жизнь до краев; не затихая и ночью, мешали прислушиваться к тишине, нарушали то мудрое молчание, которым полны бывают степь и лес под осень.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Марина ҫав кӗркунне хӗрӗхрен иртнӗччӗ ӗнтӗ, анчах вӑл хӑйӗн мӑнтӑркка та ҫирӗп, вӑйлӑ ӳт-пӗвӗнче, тӗксӗм-сарӑ сӑн-питӗнче яр уҫҫӑнах палӑрман илемне ҫухатманччӗ-ха.

Ей в ту осень перевалило за сорок, но она еще сохранила в полном и сильном теле, в смуглом лице степную, неяркую красоту.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑрҫӑ пӗтес умӗн Андрей арӑмӗ кӗркунне авӑн ҫапма тара кӗрӗшнӗ, кӑштах укҫа пухкаланӑ та, упӑшкине курма фронта тухса вӗҫтернӗ.

К концу войны Андреева баба с осени нанималась на молотьбу, скопила деньжат, поехала на фронт проведать мужа.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗркунне Кавказра хӑвна ху питӗ ӑслӑ ҫынсем тунӑ чаплӑ соборти пек туятӑн; питӗ ӑслӑ ҫынсем — яланах питӗ пысӑк ҫылӑхлӑ ҫынсем-ҫке, ҫавӑнпа вӗсем, хӑйсен иртнӗ пурнӑҫӗ умӗнче тӳрре тухас тесе, ҫакӑн пек аслӑ храм тунӑ, ӑна ылтӑнпа, тӗрлӗрен хаклӑ йышши чулсемпе эрешленӗ, тейӗн; Самаркандри, Шемахӑри туркменсен пурҫӑнпа тӗрленӗ чи лайӑх кавирӗсене ҫак тусем тӑрӑх ҫака-ҫака тухнӑ тейӗн; пӗтӗм тӗнчене ҫаратнӑ та — йӑлтах ҫакӑнта, хӗвел куҫӗ умне хурса тултарнӑ, ӑна ҫапла каласшӑн пулнӑ тейӗн: — Санӑн — Санӑн ҫыннусенчен — Сана!

Осенью на Кавказе — точно в богатом соборе, который построили великие мудрецы — они же всегда и великие грешники, — построили, чтобы скрыть от зорких глаз совести свое прошлое, необъятный храм из золота, бирюзы, изумрудов, развесили по горам лучшие ковры, шитые шелками у тюркмен, в Самарканде, в Шемахе, ограбили весь мир и всё — снесли сюда, на глаза солнца, как бы желая сказать ему: — Твое — от Твоих — Тебе.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Кӗркунне.

Осень.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Кӗркунне ҫитсен, эпӗ каллех пӗр-пӗччен…

А как осень, и опять я один-одинешенек…

38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫумӑр хыҫҫӑн кӗҫнерникун, тепӗр кӗркунне, пӗр сакӑр ҫул иртсен, — шатӑртаттарчӗ Семушкин, хӑйӗн шӗвӗр сӑмси вӗҫӗ кулӑшла чӗтренсе илчӗ.

— После дождичка в четверг, на ту осень, годов через восемь… — затараторил Семушкин, и острый кончик носа его смешно зашевелился.

18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗркунне математикӑпа тепӗр хут экзамен тытатӑн.

— Будешь держать осенью переэкзаменовку по математике.

15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ыттисене кӗркунне валли хатӗрленет.

Остальные берется подготовить к осени.

15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах кӗркунне ҫитсен ҫӗнӗ хӑярсем хытӑ иккенни, сӳсленсе тӑни, ҫиме юрӑхсӑрри паллӑ пулчӗ, ӗнесем те йӗрӗнетчӗҫ вӗсенчен.

Но к осени обнаружилось, что новые огурцы жестки, мочалисты, несъедобны, и даже коровы брезговали ими.

11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Штольц яла пӗчченех тухса кайрӗ, Обломов, кӗркунне тӗлне пыратӑп тесе, шантарса юлчӗ.

Но Штольц уехал в деревню один, а Обломов остался, обещаясь приехать к осени.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кӗркунне те ҫитрӗ ӗнтӗ.

Ведь осень на дворе.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Тарантьев килсен кала, — терӗ вӑл Захар еннелле пӑхса: — эпир килте апатланмастпӑр, Илья Ильич малашне ҫӑвӗпех килте апатланмасть, кӗркунне вара унӑн ӗҫ нумай пулать, ҫавӑнпа унпа курнӑҫма май килмест, те…

— А Тарантьеву скажи, как придет, — прибавил он, обращаясь к Захару, — что мы дома не обедаем, и что Илья Ильич все лето не будет дома обедать, а осенью у него много будет дела, и что видеться с ним не удастся…

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӗлле вӗсене сивӗ пек туйӑнать, ҫулла шӑрӑхпа кайма та кӑмӑллӑ мар, тепӗр чухне тата ҫумӑр ҫӑвать, кӗркунне пылчӑк кансӗрлет.

Зимой казалось им холодно, летом по жаре тоже не годится ехать, а иногда и дождь пойдет, осенью слякоть мешает.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унта хӗвел ҫур ҫула яхӑн хӗртсе ҫутатать, кайран та унран сасартӑк пӑрӑнса каймасть, ирӗксӗррӗн, хӑй юратнӑ вырӑна тата тепӗр икӗ хутчен ҫаврӑнса килсе, ӑна кӗркунне те, асар-писер ҫанталӑкра, уяр та ӑшӑ кун парнелесшӗн пулнӑ пек туйӑнать.

Солнце там ярко и жарко светит около полугода и потом удаляется оттуда не вдруг, точно нехотя, как будто оборачивается назад взглянуть еще раз или два на любимое место и подарить ему осенью, среди ненастья, ясный, теплый день.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Яра пар яла ху: унсӑр юрамасть; унта ҫу каҫ та, кӗркунне вара тӳрех ҫӗнӗ хваттере пыр.

— Ступай в деревню сам: без этого нельзя; пробудь там лето, а осенью прямо на новую квартиру и приезжай.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех