Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑнӑш сăмах пирĕн базăра пур.
йӑнӑш (тĕпĕ: йӑнӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иккӗмӗшӗ, тӗрӗссипе каласан, Володя ҫакнашкал вӑрӑм ҫырура йӑнӑш нумай туса Светлана Смирновӑна та, Юлия Львовнӑна та, пӗтӗм пионер организацине те, Керчь хулине те намӑслантарасран хӑрарӗ.

А во-вторых, если уж честно говорить, Володя побаивался, как бы в таком длинном письме не оказалось столько ошибок, что он опозорит не только себя, но и Светлану Смирнову, и Юлию Львовну, и всю свою пионерскую организацию, и город Керчь.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Йӑнӑш ҫырнӑшӑн витлени авантарах-ши?

А что за ошибки дразнят — это лучше?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эсӗ грамматика енӗпе виҫӗ йӑнӑш тунӑ, сочиненисене горонона янӑ, эсӗ пирӗн класа намӑс турӑн.

Ты три грамматические ошибки сделал, а работа пошла в гороно, и ты опозорил весь класс.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Йӑнӑш ҫырман-и?

Ошибок-то там нет?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Кивӗ пурнӑҫ пӑчланнӑ, халь ӗнтӗ ҫӗнӗ, пачах урӑхла, ҫав пурнӑҫра нимле йӑнӑш та туман-ха.

Старая жизнь была стерта, и началась новая, совсем новая жизнь, в которой еще не было ошибок.

XI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Эхер те ҫаксене май ӗлӗк мӗскӗнленнисем, халсӑр енсене кӑтартнисем, йӑнӑш тунисем аса килеҫҫӗ пулсан, вӗсене аса илни хаваслантарать кӑна.

Ежели при этом вспоминаются старые унижения, слабости, ошибки, то воспоминание о них только приятно.

II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Куҫӗсене вӑл е хӑраса каймалла, е ачашланӑ та мухтанӑ пеклӗн тӑва-тӑва хучӗ, йӑнӑш юрлакансене чашкӑра-чашкӑра илчӗ, ытла хӗрекенсене, тӑснӑ ал лаппине аран палӑрмалла чӗтӗретсе, чара-чара пычӗ.

Он делал то страшные, то ласковые и одобрительные глаза, шипел на тех, кто пел неверно, и едва заметным трепетанием протянутой ладони сдерживал увлекающихся.

XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Унтер-офицерсем хӑйсене пӑхӑнса тӑракансене, сӑмахлӑхра кӑшт йӑнӑш тусанах, маршировкӑра урана арпаштарсанах, ҫав тери тискеррӗн хӗне-хӗне тӑкатчӗҫ, — хӗнетчӗҫ юнпа пӗвӗничченех, шӑлсене ката-ката ывӑтатчӗҫ, хӑлха урлӑ ҫапса ҫурхахсене ҫура-ҫура пӑрахатчӗҫ, чышкӑсемпе сӑптӑрса ҫӗр ҫине йӑвантара-йӑвантара яратчӗҫ.

Унтер-офицеры жестоко били своих подчиненных за ничтожную ошибку в словесности, за потерянную ногу при маршировке, — били в кровь, выбивали зубы, разбивали ударами по уху барабанные перепонки, валили кулаками на землю.

XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫака, тен, мӗнле те пулин пӗтӗмӗшле йӑнӑш, мӗнпур тӗнчен пӗр-пӗр аташӑвӗ, ӑсран кайни?

Может быть, все это какая-то общая ошибка, какое-то всемирное заблуждение, помешательство?

XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Йӑнӑш мар-с, преступлени-с. Сирӗн вырӑн полкра мар, ӑҫтине — эсир хӑвӑрах пӗлетӗр.

Не ошибка-с, а преступление-с. Вам место не в полку, а вы сами знаете — где.

VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Эрне, эсӗ йӑнӑш калатӑн, эпӗ акӑ мӗншӗн хӑратӑп: ман шутпа, вӗсем ҫав ҫынсене вӗлерме пултараҫҫӗ, анчах ҫиме ҫимӗҫ, — терӗм эпӗ.

Пятница, ты ошибаешься, — возразил я. — Боюсь, что они их убьют, но можешь быть уверен, что есть их они не станут.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кун пек йӑнӑш ан пултӑр тесе тата кимме тинӗсе антарма ҫӑмӑл пултӑр тесе, эпӗ тинӗс хӗрринчех кимӗ тума юрӑхлӑ йывӑҫ шырама тытӑнтӑм.

Чтобы эта ошибка не повторилась, я решил найти такое дерево, которое растет поближе к морю, чтобы можно было без особого труда спустить лодку на воду.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ хама хам татӑклӑнах ҫакӑн пек ӗнентерсе ҫитертӗм: хӑрасси вӑл хам тунӑ йӑнӑш пирки пулчӗ, терӗм, анчах та, нимӗнле иккӗленӳ те ан юлтӑр тесе, эпӗ леш ҫыран хӗррине тепӗр хут кайса килме тата ҫав ют йӗрпе хам йӗре танлаштарса пӑхма шут тытрӑм.

Я окончательно убедил себя, что все мои страхи внушены мне нелепой ошибкой, но, чтобы уж не оставалось никаких сомнений, я решил еще раз сходить на тот берег и сличить таинственный след с отпечатком моей ноги.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тен, ман куҫа йӑнӑш курӑнчӗ?

Может быть, мне померещилось?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах эпӗ пысӑк йӑнӑш турӑм.

Однако я сделал большую ошибку.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кӑнтӑрла иртсен виҫӗ сехет тӗлнелле хурахсен карапӗ пире хуса ҫитрӗ, анчах пиратсем пысӑк йӑнӑш турӗҫ: пирӗн пата карап хӳри енчен пырас вырӑнне, вӗсем сулахай аякки енчен пычӗҫ.

Около трех часов пополудни разбойничий корабль догнал нас, но пираты сделали большую ошибку: вместо того чтобы подойти к нам с кормы, они подошли с левого борта.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах астӑвӑр, йӑнӑш ан пултӑр…

Да глядите, не просчитайте…

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Эсӗ халь те ҫапла йӑнӑш шухӑшлатӑн-и вара?

— Неужели ты и теперь останешься при этом своем ошибочном мнении?

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпир кунта чи малтанах шӑв-шав ҫӗклесен, йӑнӑш пулать, мӗншӗн пирӗн хамӑра хамӑр инкек кӑтартмалла.

Будет ошибкой нам первым поднимать шум и компрометировать себя неизвестно зачем.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл темле пысӑк йӑнӑш пулчӗ пуль тесе иккӗленме тытӑнчӗ, Стоян пичче арманӗнче мӗн пулнине Мунчо, ахӑр, мӗнле те пулин пӗлме пултарнӑ пуль, тен, мӗн те пулин курнӑ та пуль.

Он заподозрил, что произошла роковая случайность, и Мунчо каким-то образом узнал о происшествии на мельнице деда Стояна, а может быть, и видел его.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех