Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулталӑк сăмах пирĕн базăра пур.
ҫулталӑк (тĕпĕ: ҫулталӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр ҫулталӑк хушши ҫӳрет ӗнтӗ Павел Корчагин тӑван ҫӗршыв тӑрӑх тачанка ҫинче, туппӑн малти урапи ҫинче, татӑк хӑлхаллӑ кӑвак лаши ҫинче.

Уже год носился по родной стране Павел Корчагин на тачанке, на орудийном передке, на серой, с отрубленным ухом лошадке.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Акӑ вӑл, Павел, асаплӑ пурӑнӑҫра ҫичӗ кун ҫеҫ пурӑнса курчӗ, ҫак ҫичӗ кун та ӑна ҫулталӑк вырӑнне туянчӗ.

Вот он, Павел, всего только семь дней прожил в ужасных муках, а кажется, будто год прошел.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хӑйӗн тӑван килҫуртне ҫулталӑк хушши курмасӑр пурӑннине ӗненес те килмест унӑн.

И не верилось, что целый год она не видела родной усадьбы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Унта вӑл ҫулталӑк ӗнтӗ кочегара пулӑшаканӗ пулса ӗҫлет.

Уже целый год работал он подручным кочегара.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Икӗ ҫулталӑк ҫапкаланса ҫӳренӗ Павка хӑйӗн ӗҫӗнче.

Два года провертелся Павка на этой работе.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӗр ҫулталӑк ӗҫле те, вара депона вӗренме кӗртме ыйтса пӑхӑп, мӗншӗн тесен шӑршлӑ шыв йӑтнипе санран ҫын пулас ҫук.

Отработаешь годок — буду просить взять учеником в депо, потому в тех помоях человека из тебя не будет.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӗтӗм тӗнчене савса пӑхакан Хӗвелрен вӗсем ҫулталӑк тӑршшӗпех ҫынсемшӗн ырӑ та ачаш пулма тархасланӑ.

Просить его, чтобы было оно для людей весь год добрым и ласковым.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Чӑвашсен чи малтанхи уявӗ Мӑнкун пулнӑ, вӑл ҫӗнӗ ҫулталӑк пуҫланнине пӗлтернӗ.

А первым праздником в старину у чувашей был Манкун — праздник Нового года.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Пирӗн асатте ниҫта та пулман, ревкомра курьер кӑна пулнӑ, ҫапах та тӗрмере пӗр ҫулталӑк тытса усранӑ.

У нас дедушка нигде не был, только в ревкоме рассыльным, и то год в тюрьме держали.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Иртнине каялла тавӑрма ҫук, анчах пӗр ҫулталӑк пӗчченлӗхре асапланни ман кӑмӑла ҫӗнетрӗ, ҫынсем, пурнӑҫ ҫине урӑх куҫпа пӑхма пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Вӑт, Ваҫҫа, ҫулталӑк та виҫ уйӑхшӑн сана 45 пин тенкӗ тивет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Аппай пысӑка хурса хакланӑ ҫулталӑк ытла пӗр пус илмесӗр тар тӑкнине, — ӳпкелешеҫҫӗ тӑрнапуҫсем.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пуринте пӗр ыйту: ҫулталӑк ытла ӗҫ укҫи илмен, кам тӳлет ӑна халь?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Хасан кӳлли патӗнче хӗрлисем ҫӗнтернӗренпе ҫулталӑк ҫитнӗ ятпа поселокри комсомолецсем паркра чаплӑ карнавал туса ирттереҫҫӗ.

В честь годовщины победы красных под Хасаном комсомольцы поселка устроили в парке большой карнавал — концерт и гулянье.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Ҫакӑн пек савӑнӑҫлӑ уява пула, Алексей куккӑшӗн тӗрмере ларас вӑхӑтне чылай кӗскетнӗ, тесе пӗлтернӗччӗ ашшӗ, куккӑшӗн тата ҫулталӑк ҫурӑ лармалла пулнӑ пулсан, халӗ вара сакӑр уйӑх кӑна хӑварнӑ.

И отец сказал, что на радостях дяде Алексею назначили досиживать в тюрьме не полтора года, как оставалось, а всего только восемь месяцев.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Икӗ ҫулталӑк хӑвӑрт, ним йӗркесӗр иртсе кайрӗ.

Два года пронеслись быстро и бестолково.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Малта кашкӑр ами хӑй пынӑ, ун хыҫҫӑн ҫулталӑк тултарнӑ ҫамрӑк кашкӑрсем тата хыҫалта, айккипе, уйрӑм, пӗчченех — темӗн пысӑкӑш ватӑ кашкӑр, хресченсем пӗлекен усал Сӑрӑ Помещик пынӑ.

Впереди шла сама волчица, за ней — молодые переярки и сзади, в стороне, отдельно и самостоятельно, — огромный лобастый матерый волк, известный крестьянам злодей, прозванный Серым помещиком.

VI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Ҫулталӑк хушшинчи чи лайӑх кунсем — июнӗн малтанхи кунӗсем ҫитрӗҫ.

Наступили лучшие дни в году — первые дни июня.

X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫапла ҫулталӑк ытла иртнӗ.

Так прошло более года.

VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ответлес вырӑнне, Николай Петрович ӑна ыталаса илнӗ; анчах ҫак калаҫу хыҫҫӑн Павел Петрович хӑйӗн шухӑшне пурӑнӑҫа кӗртиччен татах ҫулталӑк ҫурӑ иртнӗ.

Вместо ответа Николай Петрович обнял его; но полтора года прошло после этого разговора, прежде чем Павел Петрович решился осуществить свое намерение.

VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех