Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тыттарчӗ (тĕпĕ: тыттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑл вара усал пушмаксене Ҫӑрттан мучие тыттарчӗ.

— И он протянул Щукарю злополучные чирики…

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл Федоткӑна ҫӗҫӗ тыттарчӗ, хӑй, питӗ асӑрханса, ун гранатине илчӗ.

Он сунул в руку Федотки нож, бережно принял на ладонь гранату.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Дубцов хаҫата салатрӗ те унтан тикӗс мар та шултра саспаллисемпе ҫырса тултарнӑ шкул тетрадӗнчен ҫурса илнӗ темиҫе хут листи илчӗ, вӗсене Давыдова тыттарчӗ.

— Дубцов развернул газету, подал Давыдову несколько листков из школьной тетради, исписанных неровными крупными буквами.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Амӑшӗ ӑна темӗнле хура ҫаврашка хунӑ чашӑк тыттарчӗ те: «Ҫакна ҫисен веҫех иртет», — терӗ шӑппӑн.

и подала ему на блюдце что-то круглое и черное: — Съешь, и вся хворь пройдет, — прошептала она.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Унччен те пулмарӗ — хура тумлӑ ҫын ун хунарне туртса илчӗ, хутран тунӑ абажурне ҫурчӗ те, унпала пампушкине чӗркесе, Лао-шуане тыттарчӗ.

черный отобрал у него фонарь, сорвал с него бумагу, завернул в нее пампушку и сунул ему в руку.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Хуа Да-ма минтер айне пӑлхаткаларӗ те, кӗмӗл юаньсен ҫыххине тупса, Лао-шуане тыттарчӗ.

Старуха Хуа долго шарила под подушкой, наконец, вытащила большой сверток с серебряными юанями и вручила его мужу.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Ҫапла каларӗ те ахӑлтатса кулса ячӗ, вара вӑл ҫырса пынӑ икӗ тетраде кӑларса мана тыттарчӗ; шӑллӑм чирлесе выртнӑ вӑхӑтра мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулнине ун авалхи тусӗсем пӗлни кансӗрлес ҫук, терӗ.

Затем, громко рассмеявшись, он достал две тетради дневника и сказал, что не мешает познакомить старых друзей с состоянием брата во время болезни.

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Сывлӑх сунмасӑр-тумасӑрах хаҫат татӑкӗ тыттарчӗ, унта хаҫат тексчӗ урлах.

Не поздоровавшись, сунул клочок газетной бумажки с нацарапанными поперек текста словами: «Выпущайте из колхоза».

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лятьевский картишне тухсан тин Яков Лукичпа сывпуллашрӗ, ун аллине икӗ хут укҫа тыттарчӗ.

Лятьевский уже на базу простился с Яковом Лукичом, сунул ему в руку две бумажки.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Давыдов парне валли илнӗ виҫӗ метр хӗрлӗ сатина чӗркерӗ те Шалыя тыттарчӗ.

С этими словами Давыдов завернул в трехметровый кусок красного сатина премию, подал ее Шалому.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акимӑн шурӑ куҫхаршиллӗ арӑмӗ, кӑмӑллӑн йӑл кулса, хӑнана ҫӑкӑр чӗлли сӗнсе тыттарчӗ, кашӑк илсе панӑ хӗрӗ, шалти пӳлӗме чупса кӗрсе, таса алшӑлли илсе тухрӗ те Найденов чӗрҫийӗ ҫине сарса хучӗ.

Белобровая жена Акима, улыбаясь, протянула гостю ломоть хлеба, девка, подававшая ложку, сбегала в горницу, принесла чистый рушник, положила его на колени Найденову.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗрсенчен пӗри йӑпӑр-япӑр сиксе тӑчӗ, чаршава хумхатса хӑварса, кашӑк илме кӗрсе кайрӗ, Найденова кашӑк илсе пырса панӑ чухне вара, арҫынна хӑналас йӑлапа ӑна хисеплӗн пуҫ тайса, кашӑк тыттарчӗ.

Одна из девок вскочила и, пырская в завеску, пошла к загнетке за ложкой, но подала ее Найденову чинно, как и водится подавать мужчине — с поклоном.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Урайӗнчен ҫӗкленнӗ Банник ҫине хӑяккӑн, пӑхкаласа, вӑл ун патне пырса тӑчӗ, хӗскӗчпе хӗстерсе тытнӑ пек, чавсинчен ярса тытрӗ, сӗтел патнелле талкӑштарса пычӗ те аллине кӑранташ тыттарчӗ:

Искоса глянув на поднявшегося Банника, он подошел к нему, взял, как клещами, за локоть, толкнул к столу, сунул в руку карандаш:

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл пӗчӗк хут татӑкӗ ҫине вӑр-вар темскер чарлаттарса ҫыркаларӗ те Давыдова тыттарчӗ, унтан, куҫӗсемпе хутсем ҫине тирӗннӗ хушӑрах, сивӗ, тарланӑ аллине тӑсса пачӗ.

Он быстро черканул что-то на листке бумажки, сунул Давыдову и, уткнувшись в бумаги, протянул холодную потную руку:

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов кула-кулах Андрее пукан ҫине хӑйне хирӗҫ лартрӗ, аллине кӗнеке тыттарчӗ.

Давыдов, похохатывая, усадил Андрея на табурет против себя, ткнул в руки книжку.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Половцев кӑкӑрӗ ҫинчи кӗсйинчен хут кӑларса тыттарчӗ.

— Половцев достал из грудного кармана бумагу.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Килнӗ ҫын чӗлпӗрне кил хуҫине тыттарчӗ.

Приезжий передал повод хозяину.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Арман хуҫи ӑна ҫавӑркаласа пӑхрӗ, пӳрнисемпе сӑтӑркаласа илчӗ, унтан эхлетсе, хӗрелсе кайса, кӗмӗле амӑшне тыттарчӗ.

Мельник оглядел его, потер между пальцами и, крякнув, побагровев, подал его матери.

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Ҫакна ҫирӗплетсе Ю.Зорин Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Ладыков 2019 ҫулхи июль уйӑхӗн 26-мӗшӗнче алӑ пуснӑ Постановленине Кӗтеснер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне О.Николаева алӑран тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

Катерина икӗ кӗлте ҫыхрӗ те ҫурлине Татьяна Родионовнӑна тыттарчӗ.

Катерина нажала два снопа и передала серп Татьяне Родионовне.

37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех