Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мана чӗнмӗш пулма хушса, ватӑ Изергиль хӑй те сасартӑк шӑпланчӗ те шухӑша кайрӗ.И, приказывая мне молчать, старая Изергиль вдруг замолчала сама, задумалась.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Йывӑррӑн сывласа илчӗ те шӑпланчӗ карчӑк.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Тинӗс хӗрринче юрӑ шӑпланчӗ, унтан ӗнтӗ хум шавлани ҫеҫ илтӗнсе тӑрать; карчӑкӑн шухӑ пурнӑҫ ҫинчен пынӑ калавне тарӑн шухӑшлӑ шухӑ хумсем тепӗр хут мухтавлӑн каласа панӑн туйӑнаҫҫӗ.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Арман хуҫи текех ятлаҫмарӗ, вӑл часах шӑпланчӗ.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Уҫӑ ҫил васкамасӑр вӗрсе тӑчӗ, шӑртланнӑ курӑка тураса якатрӗ, йывӑҫсемпе тем ҫинчен пӑшӑлтатса илчӗ, ҫакӑ вара «эсир ыранхи ире кӗтме хатӗр-и», тенӗ пекех туйӑнчӗ, унтан вӑл шӑпланчӗ.
40-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Часах пӑрлӑ ҫумӑр иртрӗ, вӑрман хӗрринче кӑштах ҫукаларӗ, унтан пачах шӑпланчӗ.Вскоре град отодвинулся в сторону, пошумел еще немного в перелеске и наконец совсем затих.
36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан каллех шӑпланчӗ.
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӗн вӗрентеҫҫӗ вӗсене шкулта? — Старик шӑпланчӗ, сухалне якаткаласа илчӗ.И чему их в школе только учат! — Старик помолчал, почесал бороду.
18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Класс шӑпланчӗ.
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Захар сасартӑк шӑпланчӗ, унтан куҫне хӗвелтен аллипе картласа, Штольц ҫине тинкерсе пӑхрӗ.Захар вдруг замолчал, потом, прикрыв глаза рукой от солнца, пристально поглядел на Штольца.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫапла, манӑн ӑна часрах манас килет… — терӗ те Ольга шӑпланчӗ.— Да, мне хочется скорей забыть ее… — сказала она и замолчала.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов сасартӑках шӑпланчӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку юрату пулчӗ пулсан, кайӑр — Ольга самантлӑха шӑпланчӗ.Если это была любовь, то… уезжайте, — она остановилась на минуту.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑнасем тул ҫутӑлас умӗн аран-аран саланса пӗтрӗҫ, каллех килте Илле кунӗччен шӑпланчӗ.К утру гости разъехались и разошлись, с грехом пополам, и опять все смолкло в доме до Ильина дня.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗрарӑм шӑпланчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Карчӑк шӑпланчӗ, анчах хӑй ҫав-ҫавах чалӑштарса хунӑ пичӗпех каялла та малалла сулкаланма пӑрахмарӗ, ҫав вӑхӑтрах тата шултра куҫҫуль тумламӗсем те сӗтел ҫине татӑла-татӑла ӳкме чарӑнмарӗҫ…
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Халӗ ҫеҫ акӑ минутлӑха шӑпланчӗ.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Шухӑшӗсене те, калас тенӗ сӑмахӗсене те каласа пӗтерсе, хӗрарӑм шӑпланчӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга шӑпланчӗ, Обломовӑн хулпуҫҫийӗ ҫине аллине хучӗ, чылайччен ун ҫине пӑхрӗ, вара сасартӑк зонтикне аяккалла ывӑтса ячӗ, ӑна мӑйран хӑвӑрт та хӗрӳллӗн ыталаса илчӗ, чуптурӗ, унтан йӑлт хӗрелсе, питне ун кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртарӗ те шӑппӑн хушса хучӗ:
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Итле-ха, — хӑвӑрт, такӑнса каларӗ Обломов, — эпӗ пӗтӗмпех каласа пӗтермен-ха, — терӗ те шӑпланчӗ.— Послушай, — торопливо и запинаясь начал он, — я не все сказал… — и остановился.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956