Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулман сăмах пирĕн базăра пур.
пулман (тĕпĕ: пулман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тимӗр кӗреҫе ӑҫта пирӗн, анне? — ним пулман пек ыйтрӗ Разметнов.

— Где у нас железная лопата, маманя? — как ни в чем не бывало, деловито осведомился Размётнов.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл пулман та тейӗн.

Его как не было.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах унта капсюль пулман та иккен, вара Давыдов, пӑлханнипе васкавлӑн сывласа, тӑп тӳрленсе тӑчӗ.

Капсюля в ней не оказалось, и Давыдов, часто дыша от волнения, выпрямился.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хирӗҫ каласса кӗтсе, Давыдов пӗр чӗнмесӗр табак туртрӗ, паҫӑрхи евӗрлех ним пулман пек кулакан Поляница та чӗнмерӗ.

Давыдов молча курил, ожидая ответа, молчал и Поляница, все так же безмятежно улыбаясь.

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хуҫа тутисене ейсе кулать, анчах Давыдов ыйхӑ тӗлӗшпе вӑл мӗн каланине тӳрех ӑнланаймарӗ; пуҫне лучӑрканӑ минтер ҫинчен ҫӗклесе, вӑл, ним пулман пек: — Мӗн кирлӗ? — тесе ыйтрӗ.

Хозяин ухмылялся во весь рот, но Давыдов спросонья не сразу понял, о чем идет речь; приподняв голову от скомканной подушки, невнятно и равнодушно спросил: — Что надо?

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Вӑл япӑх пулман пулӗччӗ…

— Оно было бы невредно…

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑй пурнӑҫӗнче пӗрмаях пуянсене хирӗҫ тӑнӑ, хӑй мӗнле пурӑнать — курасчӗ санӑн: ҫурчӗ чалӑшса кайнӑ, халь-халь ишӗлсе анас пек ларать, хуҫалӑхра пӗр ӗне пекки те икӗ ырхан кӑна сурӑх пур, укҫа нихҫан та пулман, ҫук та.

Богатеньким он всю жизнь поперек горла стоял, а сам живет — ты бы только глянул: хата набок схилилась, вот-вот рухнется, в хозяйстве одна коровенка да пара шелудивых овчишек, денег сроду не было и нету.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Уншӑн кулянакан та ҫук, — терӗ вӑл шӑппӑн, ним пулман пек курӑнма тӑрӑшса тата Макар ҫине пӑхмасӑр.

Пытаясь казаться равнодушным и тоже глядя куда-то мимо Макара, он тихо сказал: — Жалеть о ней некому.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Алексеевнӑн, Лушка аппӑшӗн, хуҫалӑхра ӗнепе пӗчӗк пахчасӑр пуҫне урӑх ним те пулман.

У Алексеевны, Лушкиной тетки, кроме коровы и маленького огородишка, ничего в хозяйстве не было.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эпӗ сана Хопровсене Яков Лукич хӑй касса пӑрахнӑ тесе каламарӑм вӗт, ку вӑл хутшӑнмасӑр пулман, тесе каларӑм.

— Я же тебе не говорю, что сам Яков Лукич порубил Хопровых, а говорю, что без него тут не обошлось.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Акӑ мӗн: ку ӗҫ те Лукич хутшӑнмасӑр пулман.

— Так вот, и тут дело не обошлось без Лукича.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Культурӑллӑ пулсан, мӗн ҫине хурса панӑ, ҫавӑнтан ҫи, мӗн тыттарнӑ, ҫавӑнпа шӑлӑн, мӗншӗн тесен салфеткӑсем пирӗн ӗмӗрне пулман, турилккесене вара карчӑк пурне те ҫӗмӗрсе пӗтерчӗ.

Ежели ты культурный, так жри на том, на чем тебе подают, и утирайся тем, что дают, потому что салфетков у нас в дому отродясь не было, а тарелки все старуха переколотила.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Нумайранпа, нумайранпа пулман, председатель!

— Давно, давно не был, председатель!

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Амӑшӗ пулман пулсан, выҫӑпа тахҫанах урисене тӑсса выртмалла.

Не будь у него матери, ноги протянул бы с голоду.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫул хӗрринчи уртӑш тӗмӗ айне, сулхӑна, кӑнма тата туртса яма выртрӗ, нумайччен: Нагульнова кам пеме пултарнӑ-ши, тесе шухӑшларӗ, унтан вара, тарӑхса, ку шухӑша пӑрахрӗ: «Перекен пулман пулсан та, ялта, кулаксене кӑларса янӑ хыҫҫӑн та-ха, тӗрлӗрен путсӗрсем юлни паллӑ, Макарпа калаҫса пӑхам-ха, ӗҫ мӗнле пулнине пӗлем, ун чухне, тен, мӗн те пулин паллӑ пулӗ, пуҫа кӑлӑхах ҫӗмӗрме кирлех те мар».

Возле придорожного куста боярышника прилег в холодке отдохнуть и покурить, долго прикидывал в уме, кто мог стрелять в Нагульнова, но потом с досадой отбросил все догадки: «И без выстрела известно, что в хуторе даже после раскулачивания осталась какая-то сволочь. Поговорю с Макаром, разузнаю все обстоятельно, тогда, может быть, кое-что и прояснится, а зря нечего голову ломать».

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тем ун пеккине эпӗ тӗлӗкре те курман, пурнӑҫра та тӗл пулман

Что-то я таких за свою жизнь и во сне не повидал, и наяву не встречал…

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр дисциплинарнӑй взыскани пулман, ревтрибунал судне пани пулманни ҫинчен каламастӑп та.

Ни одного дисциплинарного взыскания, не говоря уже про отдачу под суд Ревтрибунала.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов ним пулман пекех аллине сулчӗ:

Давыдов беспечно махнул рукою:

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, манӑн сан хваттерне кӗмелле те пулман?

Может, мне не надо было заходить на твою квартиру?

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӑн-чӑн вӑтам хресчен, ну, шуррисем патӗнче пулнӑ, анчах вӗсенчен кам пулман унта?

Типичный середняк, ну, был в белых, так кто из них не был в белых!

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех