Шырав
Шырав ĕçĕ:
Итле-ха, чунӑмҫӑм, мана эпир иксӗмӗр каччӑпа ҫураҫнӑ хӗр пулман пек туйӑнса кайрӗ.А послушай, что мне показалось, мой миленький: как будто мы с тобою не жених с невестой?
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӗрӗссипе каласан, эпир халлӗхе Верочкӑн паллашас килменнине кӑна пӗлетпӗр: Верочка вӑл «тискер ҫынсене ҫӗнтерме» тата «ҫак упана алла вӗрентме» тӑрӑшаканнисен шайӗнче тӑман, — тата ун вӑхӑчӗ те пулман, вӑй хӑйне кансӗрлеменшӗн хавас пулнӑ; Верочка асапланса пӗтнӗ, кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ ӗнтӗ унӑн, вӑл выртрӗ те ӑна ҫав тери канлӗ пек туйӑнса кайрӗ, ӗнтӗ нимӗн те ыратнӑ пек туйӑнмасть, паллах, пур сыпӑксем те сурма пуҫласран хӑраса, вӑл пӗртте сиккеленмесӗр выртрӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сасартӑк хӑлха умӗнче каллех параппан ҫапнӑн туйӑнса кайрӗ.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Хӑлха умӗнче параппан ҫапнӑ пекех туйӑнса кайрӗ ӑна, ҫавӑнпа вӑл сасартӑк шарт сиксе илчӗ.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Эп ӑна, ӗлӗкхи Лушкӑна, тахҫан-тахҫан тӗлӗкре курнӑ пек, унпа пӗр хуторта пурӑнман та пек туйӑнса кайрӗ… — Разметнов ассӑн сывласа илчӗ.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тирек йывӑҫҫисен карӑнса ҫите пуҫланӑ папакисем кӑларакан пыл тутиллӗ шӑршӑ йӗкленмелле пылак, ҫавӑнпа та хӑй калаҫма тытӑнсан Давыдова тути хӗррисем пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑнах туйӑнса кайрӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лашасен станокӗсем тӗлӗнчен иртсе пыратӑп, ҫынсен лашисене куратӑп, — хӑнк та тумастӑп, анчах хам лаша тӗлне ҫитсен, унӑн хура чӗнлӗ ҫурӑмӗ ҫине, паллӑ туса янӑ сулахай хӑлхи ҫине пӑхсан, тӳрех чӗре сурса ыратма тытӑнать, — ҫав самантра вӑл мана хамӑн арӑмран та тӑванрах пек туйӑнса каять.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫакӑнса тӑракан лампа ҫути тилӗ тир ҫӗлӗкӗ ҫинелле чалӑшшӑн ӳкет, ҫӗлӗкӗн хӗп-хӗрлӗ ҫӑм пӗрчисем йӑлтӑртатса илеҫҫӗ те, вӗсенчен тӗтӗм тухнӑ пек туйӑнса каять.Висячая лампа кидала косой свет на лисий треух, рыжие ворсины вспыхивали и словно дымились.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ӑна курсанах мана ӑшӑрах пек туйӑнса каять.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫакӑн пек мӑшкӑл кураччен, хӑвӑн мӑйна, икӗ уруна хуҫса пӑрахсан авантарах пулассӑн туйӑнса каять, ара кун ҫинчен ӗнтӗ пӗтӗм хула пӗлӗ, директор, попечитель патне ҫитӗ, — ай, мӗн те пулин сиксе тухминччӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Ҫакӑ хӑй вӑйне хӑй ӗненни «Мов» питне сасартӑк сивӗ ҫил вӗрнӗ пекех туйӑнса каять.Эта уверенность в своей силе сразу веет холодом в горячее лицо «Mob».
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Сывлӑшра штыксен линийӗ пӗр тикӗс хумханни куҫа курӑннӑ — хӑшпӗр штыкӗсем ытла пи ҫӳлелле хӑпарса тӑна, хӑшӗсем ҫӗрелле тайӑлнӑ, хӑш-пӗрисем ҫеҫ ҫынсене тӳрех шӑп кӑкӑрӗнчен тӗлленӗ, пурте вӗсем ҫемҫескерсем пек туйӑннӑ, чӗтренӗ, ирӗлсе пӗтессӗнех туйӑнса кайнӑ, авӑнкаланӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Йывӑҫ тӑррисене вӑйлӑ ҫил ҫапса авкаланӑ вӑхӑтра, пӗтӗм вӑрман ахӑрса шавланӑ та, ҫав сасӑ унти ҫынсен виллисене пытарас чух янӑрас юрӑ пек туйӑнса кӗрлени тата хӑрушӑрах пулнӑ.
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Йӗкӗт ҫапла хумханни Челкаша аван маррӑн туйӑнса кайрӗ.Челкашу стало не по себе при виде такого возбуждения в этом парне.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ларнӑ ҫӗртех кичем пек туйӑнса кайрӗ.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Лойко, хӑйне хӑй мӑйӑхӗнчен турткаласа, шӑлӗсемпе шӑтӑр-шатӑр тутарать; куҫӗсем тӗпсӗр кӳлӗрен те салхуллӑрах пӑхаҫҫӗ, кас-кас унӑн куҫӗсенче темскер йӑлтӑртатса илет те ытлах та хӑрушшӑн туйӑнса каять.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ача уншӑн, унпа килӗшсе пуҫне пӗшкӗртнӗ пек, «йышӑн, йышӑн! сан ӗҫӳ ку» тесе пӑшӑлтатнӑ пек туйӑнса кайрӗ.Ей показалось, что мальчик кивает головой и требовательно шепчет: «Берись, берись! Твое это дело».
40-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсен сухаллӑ пуҫӗсем аялалла усӑнчӗҫ; пӗрчӗ халь-халь тӑкӑнас пек туйӑнса тӑчӗ.
37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ачасемшӗн халь те-ха мӗнпур инкек иртсе кайман пек, тырпулсемпе татах мӗн те пулин пулас пек туйӑнса тӑчӗ: тен, пӑр ҫапӗ е ҫӑткӑн вӗҫен кайӑксем тапӑнӗҫ, е шӑшисемпе тыркассем те чаплӑ та тулӑх тыррӑн шӑршине сиссе илӗҫ е участока йыт-качакасем кӗрсе кайӗҫ.
37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӳлте юлнисем пурте халех саланса пӗтес пек туйӑнчӗ ӑна, вӑл вара тӑвӑр та пӑчӑ ҫӑл тӗпӗнче ӗмӗрлӗхех пӗччен юлас пек туйӑнса кайрӗ.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951