Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яланах сăмах пирĕн базăра пур.
яланах (тĕпĕ: яланах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ав, пуян чунлӑ, «ылтӑн» алӑллӑ, пуҫа усма хӑнӑхман ӑстаҫӑ питӗнче яланах ӑшӑ кулӑ вылять.

Вот и играет тёплая улыбка на лице мастера, богатого душой, «золотыми» руками, не привыкшего опустить голову.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ачасем яланах ҫитӗннисен куҫӗ умӗнче пулнӑ темелле.

Можно сказать, что дети всегда были перед глазами.

Ачасене - тимлӗх // Эльвира ИВАНОВА. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Ладыков кунашкаллине «яланах йышӑнни» пирки каланӑ май администраци пуҫлӑхне сӗнӳ те пачӗ: «Кун пек чухне ҫийӗнчех йышӑнмалла е хирӗҫлемелле».

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Медицинӑпа культура учрежденийӗсен алӑкӗсем вӗсемшӗн яланах уҫӑ, ачисем вӗренсе ӑс пухаҫҫӗ.

Для них всегда открыты учреждения медицины и культуры, дети получают образование.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Аслисем ҫул ҫинче яланах сисӗмлӗ те тимлӗ пулсан тӗпренчӗкӗ те сисчӗвленме хӑнӑхса ӳсӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

«Ҫамрӑксем шкулта вӗреннӗ чух нумай вулатчӗҫ, халӗ вӗсен аллине кӗнеке тыттараяс ҫук. Мӑшӑрӑм вара ытларах хаҫат-журнала шӗкӗлчет. Тӗп вулакан пирӗн — пӗчӗк мӑнук. Пире кашни кун кӗнеке вулаттарать. Кӗрӳ те вулама юратать, яла килсен яланах библиотекӑна васкать», — пӗлтерчӗ Л.Шикарева.

"Молодежь в школьные годы много читала, сейчас их не заставить взять в руки книгу. Супруг больше прессу изучает. Главный читатель у нас - маленький внук. Нас каждый день просит почитать. И зять любит читать, приезжая в деревню всегда торопится в библиотеку", - сообщила Л.Шикарева.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ертӳҫӗмӗр ҫынсене яланах тарават йышӑнатчӗ, пӳлмесӗр тимлӗн итлетчӗ, ӑнлантарса пама, пулӑшма тӑрӑшатчӗ.

Наша руководитель всегда принимала их радушно, слушала внимательно, не перебивая, старалась объяснить, помочь.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вӑл пурне те уяв ячӗпе саламларӗ, ҫак мероприятисем чӑваш поэзийӗн ҫӑлтӑрӗ К.Иванов, чӑваш халӑх поэчӗ Я.Ухсай, Совет Союзӗн геройӗ Николай Спиридонов ҫуралнӑ Слакпуҫ ялӗнче кашни ҫулах йӗркеленнине, хӑнасене яланах кӗтсе илме хавас пулнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Учительсене те яланах туртӑнса, ҫине тӑрса ӗҫлеме хистет.

Куҫарса пулӑш

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Каникула килсен яланах ун ҫумӗнче пулма тӑрӑшнӑ.

Приезжая на каникулы, старался всегда быть с ним рядом.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

«Вара хӑвна та, ыттисене те лайӑх пулӗ. Хӗрӳ хӗвел те ӑшшипе яланах савӑнтарӗ...» — палӑртать Альбина Исемпи.

Куҫарса пулӑш

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Паллах, маттур ачасем яланах хатӗр.

Конечно, сильные ребята всегда готовы.

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ҫавӑнпа яланах чунне пиҫӗхтерме, аталантарма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Хӗрӗ Анна вара ашшӗпе мӑнаҫланнине, вӑл ачисене яланах ырӑ тӗслӗх кӑтартнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Мана яланах концерта ертсе пыма шанаҫҫӗ.

Мне всегда доверяют вести концерт.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Экзаменсене, уйрӑмах вырӑс чӗлхипе, яланах лайӑх тытатпӑр.

Экзамены, особенно по русскому языку, всегда сдаем хорошо.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

— Шкул ачисен хушшинче вулама юратаканнисем те, вуламаннисем те яланах пулнӑ.

- Среди школьников всегда были и любящие читать, и не любящие.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Йывӑрлӑхсем пирки сӑмах пуҫарас-тӑк вӗсем, манӑн шухӑшӑмпа, яланах пулнӑ.

Если начинать разговор о трудностях, по моему мнению, они всегда были.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Яланах хама аталантарма, ҫӗннине пӗлме талпӑнатӑп.

Стремлюсь к самообразованию, узнавать новое.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӗренекенсемшӗн интереслӗ пулас тесе яланах ҫӗннине шырать, уроксене хӑйнеевӗр ирттерме тӑрӑшать.

Чтобы заинтересовать учеников, ищет что-то новое, старается проводить уроки своеобразно.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех