Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аван сăмах пирĕн базăра пур.
аван (тĕпĕ: аван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аван пурӑнаҫҫӗ-и вӗсем?

— Хорошо им жить?

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӑнсӑртран тӗл пулса, икӗ диван, диван патне лартма сӗтел, ултӑ кресло туяннӑ; пурӗ 40 т. тӳленӗ, сӗтел-пуканӗ аван вара, ҫӗр тенкӗ те тӑмалла.

Купила два дивана, стол к дивану, полдюжины кресел, по случаю; заплатили сорок рублей, а мебель хорошая, рублей сто надо дать.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Хӗрӗмҫӗм, эсир ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме пултарӑттӑр, сирӗн ӑсталӑх пур, мӗнле ҫӗлесен лайӑхрах пулнине аван туятӑр эсир.

— Мое дитя, вы могли бы иметь хороший успех, у вас есть мастерство и вкус.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Чунӑмҫӑм, хатӗрленсе ҫитрӗмӗр ӗнтӗ, аван, авӑ хуралҫӑ та килет, халӗ чиркӳре ытлашши намӑс пулмасть ӗнтӗ.

— Миленький, хорошо, что успели приготовиться, вон уж сторож идет, теперь в церкви не так стыдно будет.

XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Питӗ аван пуҫланать.

— Прекрасное начало.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Аван ку эль, — квас пек те туйӑнать, хӑвачӗ те пур, хӑватлӑ япала.

А славная эта ель, — и будто кваском припахивает, и сила есть, хорошая сила есть.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ну, ку аван.

— Ну, это хорошо.

X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫулӗ вӑрӑм, анчах та Выборгски еннелле ҫывӑхрах пурӑнакан пӗлӗш урӑх тупӑнмарӗ; юрӑхлӑ пӗлӗш тупма ҫӑмӑл, пулмарӗ: хваттерӗ йӗркеллӗ пултӑр, ҫемьери условисем аван пулччӑр, пӑхма кӑмӑллӑ та хитре пултӑр.

Путешествие было далекое; но другого такого знакомого, поближе к Выборгской стороне, не нашлось; ведь надобно было, чтобы в знакомом соединялось много условий: порядочная квартира, хорошие семейные обстоятельства, почтенный вид.

X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Куратӑр-и, епле аван вӗренетӗп эпӗ.

— Видите, какая я хорошая ученица.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ нимӗн чухлӗ те пуян маррине эсир аван пӗлетӗр.

Вы знаете, я очень небогата.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ кӗнекене чӑвашла куҫарнӑ талантлӑ Евгений Турхана университетри студентранпах аван пӗлетӗп, ҫырнисене вуласах тӑратӑп.

Я хорошо помню талантливого Евгения Турхана, переводчика данной книги на чувашский язык, еще студентом университета, читаю все его публикации.

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html

Тӗп сӑнар Веселина вырӑсла аван илтӗнет пулӗ-ха та, чӑвашла ӑнӑҫсӑр ятне ӑҫтан туртса кӑларнӑ?

Имя Веселина хороша, наверное, для русского уха, но откуда взялась это несчастное чувашское имя?

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html

— Ку аван, Михаил Иваныч: пӗлетӗп, Дмитрий Сергеич йӗркеллӗ ҫамрӑк ҫын, ҫапах кирек мӗнле ҫынна та асӑрхасах тӑрас пулать!

— Это хорошо, Михаил Иваныч; то-то я и знаю, что Дмитрий Сергеич солидный молодой человек, а все-таки нужен глаз да глаз за всяким человеком!

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку аван: апла пулсан, укҫа-тенкӗ ҫаврӑнӑшне мӗнле тытса пымалли ҫинчен ӗнтӗ вӑл.

Это хорошо; значит, как денежные обороты вести.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ку, чӑнах та, ҫапла ӗнтӗ, ку аван.

— Это так, это хорошо!

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Э, пит аван ку, пит паха!

— О, это очень хорошо, замечательно!

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

Текех кунта юлма аван мар мана.

Не уйду — так делу не помочь…

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

— Ман савнӑ хӗрӗмҫӗм, ӑна эпӗ хӗрсе кайсан каланӑ; хӗрсе кайсан ун пек калани вӑл тӗрӗс те, аван та!

— Милое дитя мое, это было сказано в увлечении; в минуты увлечения оно верно и хорошо!

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Акӑ, Верочка калаҫать, анчах кӳренмелле-ҫке, французла калаҫать, — «епле ухмах-ха эпӗ, манса кайнӑ, вырӑсла калаҫма хушмаллаччӗ; Вера шӑппӑн калаҫать… йӑл кулчӗ, — ну, апла пулсан, нимех те мар, аван.

— Вот Верочка и говорит, только, к досаде Марьи Алексевны, по-французски, — «экая дура я какая, забыла сказать, чтобы по-русски»; — но Вера говорит тихо… улыбнулась, — ну, значит, ничего, хорошо.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сторешников хӑй хавасси ҫинчен пӗлтерчӗ, унтан сывлӑхпа усӑ курас пулать тесе хучӗ, — «паллах, усӑ курмалла», Марья Алексевна шухӑшӗпе вара «ҫамрӑклӑхпа та усӑ курмалла»; Сторешников кунпа йӑлтах килӗшет, ун шучӗпе паян каҫпа хула тулашне кайсан аван пулмалла: кунӗ сивӗ, ҫул питӗ аван.

Сторешников сказал, что очень рад, и навел речь на то, что здоровьем надобно пользоваться, — «конечно, надобно», а по мнению Марьи Алексевны, «и молодостью также»; он совершенно с этим согласен и думает, что хорошо было бы воспользоваться нынешним вечером для поездки за город: день морозный, дорога чудесная.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех