Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак ҫамрӑк пӑру хӑйне кӳрентернипе вӑл вӗресе чӗтресе кайрӗ, хӑйпе калаҫнӑ чухне ҫын вырӑнне шутламанскер, халӗ ӗнтӗ ӑна вӑл — унӑн таса сенкер куҫӗшӗн, хӗвелпе пиҫнӗ сывлӑхлӑ сӑн-пичӗшӗн, кӗске те ҫирӗп аллисемшӗн, унӑн таҫта ялӗ пуршӑн, ялта кил-ҫурт тытнӑшӑн, пуян мужик ӑна хӗрӗ патне киле кӗртсе кӗрӳ тума чӗннӗшӗн, — унӑн мӗнпур иртнӗ тата пулас пурнӑҫӗшӗн, пуринчен ытла ҫак ача, Челкашпа танлаштарсан, пӗчӗкҫӗ ача, — ирӗклӗх хакне пӗлменскер, тата ку ирӗклӗх ӑна хӑйне нимӗн тума та кирлӗ мар пулин те — ирӗке юратнӑшӑн, халӗ ӑна курайми пулса тӑчӗ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Йӗкӗчӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗскер, тӑлпанскер, хӗвелпе пиҫсе, ҫилпе куштӑрканӑ сарӑ питлӗ, пысӑк та сенкер куҫлӑскер, Челкаш енне ӑшӑ кӑмӑлпа шанчӑклӑн пӑхкалать.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Тусанпа тӗксӗмленнӗ сенкер кӑнтӑр пӗлӗчӗ — пӑтранчӑк; хӗрӳ хӗвел симӗсрех тинӗс ҫине сӑрӑ ҫӳхе чаршав витӗр пӑхнӑ пек пӑхать.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Горизонтра, тавра курӑм пӗтсе пӗлӗтпе ҫыпӑҫнӑ ҫӗрте, кӗрен тӗслӗ ҫанталӑкра сенкер шурӑмпуҫ ерипен сӳнсе ҫухални курӑннӑ.На горизонте, где она исчезала и сливалась с небом, лениво догорала холодная осенняя заря…
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Сасартӑк ҫӗлен те, сенкер пӗлӗт те, ҫунатсем те ҫухалчӗҫ.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шыв кӳленчӗксенче сенкер пӗлӗт татӑкӗсен мӗлкисем курӑнчӗҫ.
31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун пек чухне Маша яланах аллинчи сенкер тетрачӗ ҫине пӑхать.
17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Маша ҫак сенкер тетрадьре ачасен «аттестачӗпе» ӗҫ-кунӗсене кӑна ҫырман.Но в синюю тетрадь Маша заносила не только ребячьи «аттестаты» и трудодни.
17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Маша вара хӑйӗн сенкер тетрадьне туртса кӑларать, мучи кун каҫиччен мӗн ӗҫленине шутлать.
17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Текех ӗнтӗ вӑл хӗллехи сенкер ирсенче ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах йӗлтӗр ҫине тӑрса Стожартан шкулалла вӗҫтереймӗ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ливанран кӳртернӗ кедр пӗренисемшӗн, кипариспа олива хӑмисемшӗн, певг йывӑҫӗшӗн, ситтимпа фарсисшӑн, ялтӑраса-ҫуталса тӑракан пуличчен тип-тикӗс якатнӑ тем пысӑкӑш хаклӑ чулсемшӗн, пурпурпа йӑм-хӗрлӗ сӑршӑн тата ылттӑнпа ҫӗленӗ виссоншӑн, сенкер ҫӑм материсемшӗн, пил шӑммипе хӗрлӗ така тирӗшӗн, тимӗрпе оникс тата тӗрлӗрен мраморшӑн, хаклӑ йышши чулсемшӗн, ылттӑн сӑнчӑрсем, пуҫкӑшӑлӗсем, шнурсем, хӗскӗчсем, сеткӑсем, таканасем, лампадӑсем, чечексемпе ҫутаткӑҫсемшӗн, алӑксен ылттӑн тӑпсисемпе кашниех утмӑлшар сиклӗ таякан ылттӑн пӑтасемшӗн, ылттӑнран тунӑ куркасемпе тирӗксемшӗн, шарӑҫлӑ та мозаиклӑ тӗрӗ-эрешсемшӗн, шӑратса хывнӑ тата чула касса хатӗрленӗ арӑслансен, ӗҫ вӑкӑрӗсен, пальмӑсемпе ананассен кӗлеткисемшӗн Тир патшине Хирама, зодчипе пӗр ятлӑскере, Галилей ҫӗрӗнчи ҫирӗм хулипе ялӗсене парнеленӗ Соломон, апла пулин те Хирам ҫав парнене ним вырӑнне картман, — ҫакнашкал никам илтмен капӑрчӑклӑхпа ӳссе ларнӑ турӑ храмӗпе Соломон керменӗ тата Миллори кӗҫӗн кермен — патша арӑмӗ, Египет фараонӗн Суссакимӑн хӗрӗ, хитрешке Астис валлискер.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Илья Ильич тӗлӗкре тата ашшӗ-амӑшӗ килӗнчи пысӑк та тӗксӗм хӑна пӳлӗмне курать, унта — яланах ҫитӗпе витӗнсе тӑракан авалхи каврӑҫ кресласем пысӑк та майсӑр хытӑ диван, ӑна сарнӑ сенкер бархат тӗссӗрленнӗ, пӑнчӑн-пӑнчӑн вараланса пӗтнӗ; унтах пысӑк сӑран кресла пур.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпир шыв хӗрринелле антӑмӑр та Пролома ҫити иртрӗмӗр, ҫавӑн тӗлӗнче ӗнтӗ шалпар йӗмлӗ пӗр ырханкка хура ача какай вырӑнне сенкер раксем тытатчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑйпе хӑй сыпса пӗрлештернӗн Ҫӗре те сенкер пӗлӗте, Тӑрать вӑл телейлӗн те тертлӗн Манран инҫех мар та — ҫӳлте!
Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27
Ӑнсӑртран-им тӳпе, сенкер пӗлӗт сӑнарӗсем те час-часах тӗл пулаҫҫӗ Айташ пултарулӑхӗнче.
Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27
Эпир бухтӑна кӗтӗмӗр, кунта та пирӗн умма ҫав сенкер те кӗрен ир пекех юрпа витӗннӗ хула куҫ умне тухса тӑчӗ.Мы вошли в бухту, и такой же, как это утро, белый, розовый, снежный городок открылся передо мной.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тата кӑштах вӑхӑт иртсен шӑранса тӑран тӗтре витӗр вӑл юлашки хут ялкӑшса илчӗ те, унтан Кольски залив ҫийӗн сенкер те кӗрен тӗспе юрлӑ ир ҫӗкленчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку «палаткӑра» пурлӑх тытмалли кунтӑк пуррине те асӑрхарӑмӑр, ҫӑраҫҫийӗ вырӑнне парусина татӑкӗччӗ, шалта темиҫе ҫӑм чӑлха та шурӑпа сенкер тӗслӗ одеял татӑкӗсем пур.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Нимӗн те кирлӗ мар, ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр йӑлтӑркка сенкер тӳпе ҫине ҫеҫ пӑхса выртасчӗ те ал айне ҫакланнӑ ӑшӑ чул ванчӑкӗсене туясчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951