Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗрӗнче (тĕпĕ: ӗмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр-пӗр ӑста врач ӑна пӗр шухӑшласа тӑмасӑр: «Ку ҫын хӑй ӗмӗрӗнче эрехпе сӑрана шывран та нумайрах ӗҫнӗ», — теме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Хури-шуррине те ӗмӗрӗнче пайтах курнӑ: вӑрҫӑра упӑшкине, икӗ ывӑлне ҫухатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Хӑйӗн кӗске ӗмӗрӗнче /чӗрӗк ӗмӗр ҫеҫ пурӑннӑ!/ тӗлӗнмелле ӗҫсем туса хӑварма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Анчах та цифра ӗмӗрӗнче пирӗн пурнӑҫ Интернет уҫлӑхӗпе тӳрремӗнех ҫыхӑннине кашниех хӑй ҫинче туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Компьютер хӑрушсӑрлӑхӗ… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%ba%d0%b ... ba%d1%85e/

Ҫын хӑйӗн ӗмӗрӗнче хуйхи-суйхине те, савӑнӑҫне те чылай курать, йывӑрлӑхсене парӑнтарса малаллах талпӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ сӑмахсем чуна ӑшӑтаҫҫӗ // Л.Тихонова. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%8b%d1%8 ... %d0%b0cce/

Ҫамрӑк 20 ҫул ҫеҫ пурӑннӑ пулин те хӑйӗн кӗске ӗмӗрӗнче лайӑх енчен ҫеҫ палӑрса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ун паттӑрлӑхне асран кӑлармӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d1%83%d0%b ... 0%d0%bcec/

Нумай-нумай хӗр курнӑ Николай хӑй ӗмӗрӗнче, анчах Натали Гончаровӑнни пек куҫсем — тӗл пулман.

Много видел Николай женщин, но таких глаз, как у Натали Гончаровой, не встречал.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑна Сахрун пичче хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗнче нумай сӑнӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй ӗмӗрӗнче миҫе ҫурта «сенкер ҫулӑм» кӗртме пулӑшнине шутласа та пӗтереймӗн.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ӗҫчен те, юратнӑ атте те // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %82%d0%b5/

Нумай ҫын чӗрине вутпа ҫунтарать-ха вӑл хитре пукане хӑйӗн ӗмӗрӗнче, Мускавпа Хусанта та, Крымпа Нухайра та нумай шав тӑвать ҫав пӑтранчӑк та тӑвӑллӑ ҫулсенче мӗн Хусана иличчен.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ватӑ акушерка хӑйӗн ӗмӗрӗнче кун пек чирлисене куркаланӑ, вилекеннисем те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Алла икӗ ҫула ҫити пурӑнса мӗн-мӗн курман пулӗ вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗнче — савӑнмалли те, кулянмалли те — пурте пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Туҫа вӑрманӗ хурлӑх-юрлӑх та, савӑнӑҫ та чылай курнӑ хӑй ӗмӗрӗнче.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлуш тӑнран ӳкессе вӑл кӗтмен, ун пек ҫапни Валькка пек ачашӑн нимӗн те мар (ун пек ҫупкӑ Валькка сахал мар курнӑ хӑйӗн кӗске ӗмӗрӗнче: ашшӗнчен те, тияккӑнран та), анчах ҫак ачана линейкӑпа ҫапни — чӑх чӗппине ал туйипе амантнипе пӗрех…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Маркка пичче те пулса иртнӗ ӗҫ хыҫҫӑн пит пӑшӑрханнӑ: пысӑк укҫалла вылянине хӑй ӗмӗрӗнче курманскер, ҫапӑҫса кайса пӗр-пӗрне инкек тӑвасран шикленсе, вӑл Эльгеева кайса систернӗ: сехет таврашне выляса яма пуҫлани — пӗр-пӗрне хӗнесе тӑвасси патне те илсе пыма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тем пек тилмӗрсе ыйтсан та, ку юман хӑй ӗмӗрӗнче мӗн курнине каласа кӑтартас ҫук.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пурнас ӗмӗрӗнче Сала майрисем патне сахал ҫӳремен, тетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑйӗн ӗмӗрӗнче Эльгеев укҫа тытса курман мар, анчах патша пуҫлӑ ылтӑн укҫа — вун тенкӗлӗххи е пилӗк тенкӗлӗххи — кирек камшӑн та калама ҫук хитре, шӑлпа ҫыртсан та ҫемҫен, пылаклӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл Христос тӗнӗшӗн пуҫне хывнӑ, хӑй ӗмӗрӗнче вунтӑватӑ послани ҫырнӑ, пурнӑҫ йӗрки мӗнле пулмаллине вӗрентнӗ, сывлӑха епле упрамаллине те кӑтартнӑ…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Осип Тимофеевич, авӑ, хӑй ӗмӗрӗнче ҫӑлкуҫ шывӗсӗр пуҫне урӑх шыв ӗҫменскер, ҫамрӑксене чей ӗҫнӗшӗн, пылака вӗреннӗшӗн, сахӑр-кӑнахвета юратнӑшӑн вӑрҫать.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех