Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗрӗнче (тĕпĕ: ӗмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ишмук хӑй аптрамасть, ун пек-кун пеке хӑй ӗмӗрӗнче пайтах курнӑ ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватӑ хусах ӗмӗрӗнче сахал мар ун пек-кун пеке курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй ӗмӗрне этем йӗркеллех пурӑнса ирттерет, лаша ӗмӗрӗнче выльӑх пек ӗҫлет, йытӑ ӗмӗренче, аллӑран ҫитмӗл пиллӗке ҫитиччен, йытӑлларах пурӑнать, ачисене йӗркене кӗртме тӑпӑшать, мӑнукӗсене пӑхать, юлашки ҫирӗм пилӗк ҫулне вара, ватӑлса ҫитнӗскер хӑйне упӑтеллерех тыткалать.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗнех, ӗмӗрӗнче пӗрре мӑрса майри те йӑнӑшнӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, вӑл, пӑшлатса-йӑслатса, тӗтӗм-сӗрӗм йӑсӑрлантаркаласа, каллех хӑйӗн «ҫамрӑклӑхне-яшлӑхне» аса илчӗ — яра пачӗ ташша, ҫӑт-ҫат ҫапӑнса, ҫӑтӑр-ҫӑтӑр явӑнса, хоп-хоп ура хуҫса (савӑнса юлтӑрах ӗнтӗ вӑй-хал тапса тӑнӑ чух этемӗнни пекех кӗске ӗмӗрӗнче!).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Халь, космос ӗмӗрӗнче, урапапа туя ҫӳремеҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ, пӑхсан сӑн курӑнакан йӑлтӑр-йӑлтӑр «Волгӑпа» хӗрсене ларта-ларта тараҫҫӗ, — сайрарах шурӑ шӑлӗсене илемлӗн кӑтартса кулса ячӗ Галя.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Сахал мар тӳсме тивнӗ унӑн, профессилле революционерӑн, хӑйӗн ӗмӗрӗнче, ҫапах хӑй суйласа илнӗ кӗрешӳ ҫул-йӗрӗ тӗрӗссипе тӗрӗс марри пирки нихӑҫан иккӗленмен.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Вӗсенчен нумайӑшӗ, уйрӑмах ялтан килнисем, хӑйсен ӗмӗрӗнче нихҫан та кино таврашӗ курман.

Многие из них, особенно деревенские, никогда в жизни не видели кино.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Паянхисен, ҫӗнӗ технологисен ӗмӗрӗнче ҫитӗннисен, шухӑшӗсем пушшех те анлӑ.

Куҫарса пулӑш

Курма кӑна мар, ӗҫлеме те килччӗр // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12163-ku ... -kilchch-r

Атте Кайӑк ятлӑ хурасшӑн пулнӑ та, анчах анне килӗшмен: «Тӑхтамасӑр, васкаса ҫуралчӗ, ҫавӑнпа унӑн хӑйӗн ӗмӗрӗнче нихҫан хыпаланмалла ан пултӑр — Тӑхти ятлӑ хурар», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кирук, хӑй ӗмӗрӗнче кӗнеке ҫыракана курманскер, икӗ хӳхӗм ҫамрӑка тӗлӗнсе те юратса, ӗмӗр манмасла ас туса юлмалӑх тӗсесе сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫак тайкаланса чӗриклетекен, хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗнче темӗн те пӗр курнӑ сӗтеле тӗрлӗ тӗслӗ чернилпа, сӑрсемпе, апат юлашкисемпе вараласа пӗтернӗ; ӑна кӗл тӑррипе ҫусан та тасатаймӑн, тасатасах тесен, тепӗр хут савалас пулать.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Колхозран питомнике калча илме пыракан лав хуҫисем, час-часах хӑй ӗмӗрӗнче пӗрремӗш хут калча куракан ачамккӑсем, ҫитсе кӗретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Мавра икӗ пысӑкрах ылтӑнне тутӑр таткипе чӗркесе турӑш умне хучӗ те, хӑй ӗмӗрӗнче пуҫламӑш хут, пӳрт алӑкне тул енчен питӗрсе хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйӗн ӗмӗрӗнче пуҫламӑш хут, паянхи кун ҫеҫ мар, иртнӗ кунсенче те арӑмӗпе хӗрӗсене ятланишӗн чӗрине намӑслӑх касса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье хӗр ӗмӗрӗнче курнӑ каччӑсене пӗрерӗн-пӗрерӗн тишкернӗ хушӑра, ун куҫӗ умне таҫтан пӗр яштака каччӑ тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хӑй ӗмӗрӗнче никама та улталаса курман, усал туман.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамрӑксем паян урӑх саманара, урӑх ӑнлавсен ӗмӗрӗнче ҫитӗнеҫҫӗ, хӑшӗсем вӗсене вӑрҫма пикенеҫҫӗ пулин те вӗсенче патриотлӑх туйӑмӗ пурах.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Ӑҫта-ӑҫта кӑна ҫитсе курман пуль Сахар хӑй ӗмӗрӗнче, анчах Чӑваш Яшминчен пурӗ те ҫӗр аллӑ ҫухрӑмра ҫеҫ вырнаҫнӑ Шупашкара, республикӑн тӗп хулине, ҫитсе курма сӑлтав пулман унӑн халиччен.

Куҫарса пулӑш

Хулари хваттер // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй ӗмӗрӗнче ун пек-кун пек ӗҫ туса курман ҫын ӑна-кӑна чухлама пӗлмен ҫав ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех