Шырав
Шырав ĕçĕ:
Полковник хӑйне пысӑка хурса мӑнкӑмӑллӑ тыткаларӗ, анчах питех те япшар чӗлхепе калаҫрӗ.Полковник был чопорен, холоден, по-казенному сух, но безукоризненно вежлив.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫав тери япшар.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Хир чӑххи пек хӑй хӑюллах мар, Хӑюллах мар та, ҫав тери япшар.
Ухмахла йӑла // Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 149–152 с.
Унӑн мулӗ — пултарулӑх: йӑпӑлти пулма япшар.
Йӑпӑлти // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 73–77 с.
Ӑна-кӑна тӗшмӗртсех тӗшмӗртеймен ҫын, ҫак усламҫӑсен япшар сӑмахне малтанхи хут илтсен, шалт хытса тӗлӗнет ҫав.Но несведущий человек, наслушавшись сладких речей торговца, так и застывает от изумления.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Чипер тумланнӑ майра, пуҫне сулкала-сулкала, тепӗр сӗтел патне кайрӗ, хӑй ӑшенче ҫаплах кулкаларӗ вӑл апатланма кӗнӗ япшар ҫынран.
V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кам кӑна ҫук-ши кунта — чӑвашӗ, вырӑсӗ, тутарӗ, ирҫи, мӑкши: ватти, ҫамрӑкки, арҫынӗ, хӗрарӑмӗ, вӗҫкӗн хӗр-упраҫсемпе майрасем, мӑнкӑмӑллӑ лавккаҫсемпе япшар сутӑҫӑсем, пуянӗ, чухӑнӗ — темӗн сутать, темӗн туянать, пӗри те пулин шӑп тӑрин!
V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пирӗн мӑка чӗлхемӗр сан япшар чӗлхӳне ҫитес ҫук, йӑваш халӑмӑр сан канӑҫсӑр вӑйна парӑнтарасшӑн хӗрӗнмӗ.
XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шинкӗл кӑштах хӗрӗнкӗ, кӑмӑлӗ уҫӑ чухне чӗлхи япшар.Шингель слегка навеселе, язык у него в такие минуты ух какой разговорчивый!
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Епле япшар калаҫать?
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Гарин ҫынсемпе хӑвӑрт туслашма пултарнӑ, калаҫма ӑста пӗлнӗ («тепӗр чухне вӑл хӑй ҫырнисенчен те хитререх каласа паратчӗ», — тет ун ҫинчен А. М. Горький), уҫӑ кӑмӑллӑ та япшар вырӑс ҫынни пулнӑ.
Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.
Хӑйне ҫапла тытнипе ҫак шавлӑ ушкӑнра Петр пушшех те палӑрми пулса тӑнӑ, вара амӑшӗ ҫак япшар та шавлӑ ушкӑнра ывӑлӗн тӗксӗм кӗлетки ҫухалнине чунӗ ыратнипе сӑнанӑ.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл, суккӑрскер, япшар тумланнӑ ҫӗршер франтсемпе улпут майрисене хӑй тавра пухӗ, вӗсене вӑл леш хайхи-майхи… вальссемпе ноктюрнсем (тӗрӗссипе каласан, Макҫӑмӑн музыкӑри пӗлӗвӗсем ҫав «вальссемпе» «ноктюрнсенчен» инҫех кайман) каласа кӑтартӗ, лешсем тутӑрсемпе куҫҫулӗсене шӑлкалӗҫ.
XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫамрӑк пикесен пуҫне япшар чӗлхӗрпе хӑвӑрт ҫавӑрнӑ-тӑр?
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ҫак вӑхӑтра икӗ тус хунар ҫутинче платформа вӗҫнерехри пусма тӑрӑх туяланса анакан япшар та ватӑрах ҫынна асӑрхарӗҫ.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Ҫуралсан иккӗмӗш кунӗнче кӑна тытса килнӗ пулсан, вӑл ун пек йӑваш та япшар пулман пулӗччӗ.
Чӳлмек ҫурални // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 35–38 с.
Чӳлмек акӑ мӗн пирки пит япшар иккен: ӑна ҫуралнӑ кунах тайгаран хӑйӗн амӑшӗнчен — хир пӑланӗнчен уйӑрса илсе килнӗ.
Чӳлмек ҫурални // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 35–38 с.
Манӑнне хӗҫпӑшала ҫеҫ те мар, — Вороновский, хӑйӗн япшар сӑмахне татса, кӑштах именнӗ пек ейӗлсе кулчӗ, — портсигара та… туртса илчӗҫ.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Суяров вырӑнне повстанецсен пӗрлешнӗ вӑйӗсен командующийӗ пулма георги хӗресӗсене тӑваттӑшне те илнӗ кавалер, ҫамрӑк та япшар чӗлхеллӗ, ӑслӑ хорунжи, ҫирӗм сакӑр ҫулхи Кудинов Павел ларать.
XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Евгений ашшӗн япшар, кӑштах кивелме пуҫланӑ ҫепӗҫлӗхӗпе савӑнса пычӗ.Евгений любовался изысканной, немного устаревшей галантностью отца, глазами спрашивая у Ольги:
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.