Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лӑпкӑ минутсенче Попова сӑнарӗ ун куҫӗ умне тухса тӑнӑ, анчах та тӗлӗннисӗр пуҫне нимӗнле туйӑм та ҫуратман; акӑ ӗнтӗ ҫын кӑмӑла каять, ун ҫинчен шухӑшлатӑн, анчах та вӑл сана мӗн тума кирлине ӑнланма ҫук, унпа — хӑлхасӑр-чӗлхесӗр ҫын пекех — калаҫма та ҫук.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
«Малтанах хӑшпӗр минутсенче хам тунӑ ӗҫсем ӗмӗтсемпе, ҫамрӑк чухне тупа тунипе пӗр пек пулманни мана уҫҫӑнах паллӑччӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл ҫул варрине чарӑнчӗ те кӗсйинчен тирпейлӗ хуҫлатса хунӑ ҫыру кӑларчӗ; ӑна хӑй фронта тухса каяс умӗн сывпуллашнӑ чухне юлашки минутсенче Зина панӑччӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Павел Николаевич тӑнран кайрӗ, вӑй-халне ҫухатрӗ, малтанхи минутсенче вӑл хӑйне хӑш еннелле тата ӑҫта илсе кайнине те тавҫӑрса илеймерӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫавӑн пек минутсенче наука тата ҫын шухӑшлама пултарни мӗн тери хӑватлине туятӑн…В такие минуты чувствуешь, как могуча наука, чудесное мышление человека…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Юлашки минутсенче эсир чӗннӗ ҫӗре кайма пултарайманни палӑрчӗ пулсан, сӑлтавне телефонпа е васкавлӑ телеграмма ярса пӗлтереҫҫӗ.
7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Юлашки минутсенче уява чӗнме, е чӗнни ҫине хурав памасӑр тӑма, е паллӑ кун ҫитсен тин ответлеме юрамасть.Если приглашение принять нельзя, объясняют причину и выражают свое сожаление по этому поводу.
7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Эпӗ ӑна ҫак юлашки ҫӗр, юлашки минутсенче чарма та, ӳкӗтлеме те пултаратӑп.
Уйрӑлу // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Аялти кӗпе-йӗм вырӑнне тӑхӑннӑ ҫӑмлӑ халат ӑна хӑшпер япаласене аса илтерчӗ, вара вӑл ҫывӑрса каяс умӗнхи юлашки минутсенче мӗн пулнине майӗпе аса илсе йӗркене кӳртрӗ, анчах унтан кайран мӗн пулнисем пӗтӗмпех темле тӗпсӗр хура шӑтӑка путнӑ.
24. Кӗрешӳ тата вӑрӑма пырать-ха // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Ҫакӑн пек минутсенче Стёпка хӑйне хӑй ҫурт тӑрринче ҫеҫ аван туйнӑ, мӗншӗн тесен хула аялта выртнӑ та таврара мӗн пулса иртни пӗтӗмпех курӑннӑ.
14. Чӗрӗллех пытарнӑскер // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Мишель Флешар тӑракан чӑнкӑ ҫыран хӗрринчен, тӗтӗм ҫулӑма ҫӗнтерсе хупласа илнӗ минутсенче, пӳлӗм ӑшчикки пӗтӗмпех курӑнать.
I. Тупнӑ, анчах ҫухатнӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хӑш-пӗр минутсенче вӑл пӗр утӑм ярса пусма та пултараймасса туйса илчӗ.
V. Ҫул вӗҫленчӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Старик ӗшеннӗ, халь вара чул ҫинче, халтан кайнӑ ҫын кану вӑхӑтӗнче пирвайхи минутсенче пурин ҫинчен те манса кайсах ларнӑ пек, киленсе кайса ларчӗ.
I. Хӑйӑр сӑрчӗн тӑрри // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вячеслав Михайлович малтанхи минутсенче пулакан именчӗклӗхе сирсе яма пулӑшрӗ, вара пурте калаҫӑва хутшӑнчӗҫ.Вячеслав Михайлович помог преодолеть смущение первых минут, и разговор стал общим.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Унӑн сулахай аллине сӑтӑрса массаж тунӑ минутсенче кӑна вӑл ирхи апат тунӑ е хаҫатсем вуланӑ.Он завтракал и читал газеты только в те минуты, когда ему массировали левую руку.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хӑшпӗр минутсенче Василий Авдотья колхозра пӗр шавламасӑр, кӑшкӑрашмасӑр, темӗнле питех те лӑпкӑн та ҫирӗп авторитет туянма пултарнишӗн хӑйне майлӑ ӑмсаннине туйнӑ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫакӑн пек минутсенче вӑл хӑйне хӑй тирпейлӗ тытнӑ, вӑй-халлӑ пулнӑ, мӗн тумаллине часах палӑртма пултарнӑ.В такие минуты он становился собранным, энергичным, находчивым.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Марья Николаевна лорнеткине сцена ҫинелле тытрӗ, Санин та, чылай тӗттӗм ложӑра унпа ларса, унталлах пӑхма пуҫларӗ; вӑл ирӗксӗрех ун ытарма ҫук илемлӗ ӳт-пӗвӗн ӑшшипе тутлӑ шӑршине сывласа илчӗ; ҫавӑн пекех ирӗксӗртен ҫак каҫ, уйрӑмах юлашки минутсенче, Марья Николаевна мӗн каланине хӑйӗн пуҫӗнче виҫе-виҫе пӑхрӗ.
XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫак минутсенче вӑл мана каллех ҫав тери ӑслӑ, ҫав тери ҫитӗнсе ҫитнӗ, манран пит аякра тӑракан… пачах манашкал мар ҫын пек туйӑнчӗ…
1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Кун пек минутсенче вӑл тинӗс хӗрринчи, хула хыҫӗнчи парка аса илет те, ун умне каллех: — Тимӗр карта ӑшӗнчен ҫӑлӑнса тухса ҫӗнӗрен строя тӑрас тӗлӗшпе, хӑвӑн пурӑнӑҫна усӑллӑ тӑвас тӗлӗшпе мӗн тумаллине пӗтӗмпех турӑн-и эсӗ? — тенӗ ыйту тухса тӑрать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.