Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳрех сăмах пирĕн базăра пур.
тӳрех (тĕпĕ: тӳрех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем мӗн хӑтланасса пӗлетӗп эпӗ, тӳрех вӗлересшӗн мар хӑйсем мана, хӑймаҫҫӗ, хаяр ӳкесрен те шикленеҫҫӗ.

Я разгадал их приемы, убить прямо они не желают, да и не смеют, опасаясь злого наважденья.

VII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Шуйттан пек чеескерсем кусем, вӗсем ҫынна ҫиесшӗн, ҫав вӑхӑтрах ҫакна епле те пулин вӑрттӑнрах тӑвасшӑн, тӳрех ӗҫе пуҫӑнма хӑраҫҫӗ.

Эти люди необыкновенно хитры, они хотят съесть человека и в то же время придумывают, как бы это скрыть, боятся прямо приступить к делу — вот потеха!

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Кунсӑр пуҫне, тарӑхчӑр-ха вӗсем, сана тӳрех хурах тесе хураҫҫӗ.

Кроме того, стоит лишь им рассердиться на человека, как они назовут его злодеем.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Ҫав вӑхӑтра ун куҫӗсем тӳрех ман ҫине шӑтарасла пӑхатчӗҫ.

Но глаза ее при этом в упор смотрели на меня.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Пӗринче пӗлнипех сӑтӑрҫӑсем тӳрех темиҫе сайта кӗме май тупаҫҫӗ.

Взлом на одном приводит к получению доступа сразу на нескольких ресурсах.

Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен страницисене ҫӗмӗрнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23597.html

Макар Щукарь мучипе кӑмӑллӑн калаҫса уйрӑласшӑнччӗ, мӗншӗн ӑна партие илме май ҫукки ҫинчен йӗркеллӗн ӑнлантарса парасшӑнччӗ, анчах та Щукарӗ ҫапла калаҫма пуҫласан, чӑтӑмне ҫитереймесӗр тӳрех лаплаттарса хучӗ:

Макар хотел было обойтись с дедом Щукарем вежливо, хотел толком объяснить ему, почему его не могут принять в партию, но, вызвав Щукаря на разговор, не успел запастись терпением, а поэтому и брякнул сразу:

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов ҫав каярах акса хӑварнӑ кубанка начар шӑтса тухасран шикленсе тӑчӗ; Любишкин таунпа пӗрлех шикленкелерӗ, Яков Лукич тата, хӑй сӑмахне ӗненсе, тӳрех ҫапла каларӗ:

Давыдов опасался, что посеянная с опозданием кубанка плохо взойдет; опасения его разделял и Любишкин, а Яков Лукич, так тот даже с прямой уверенностью заявлял:

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ, сӑмахпа кастарас енчен темӗн те пӗр калама пултаракан ҫын, чӑтса тӑраймарӑм… ну, Любишкин вара тӳрех ҫӗҫӗ ярса тытрӗ те ман хыҫран…

Я человек отчаянный на слова, не стерпел… ну, а Любишкин ухватил нож, да за мной…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь кӑн-кӑвак кӑвакарса, шуралса кайнӑ, хӑраса ӳкнӗ, ҫакна курсан Давыдовӑн пуҫӗнче тӳрех: «Бригадӑра йӗркеллӗ мар… Пӑтӑрмах пуҫланнӑ!» — текен йывӑр шухӑш йӑшӑлах хускалса илчӗ.

Щукарь был иссиня-бледен, напуган, и у Давыдова ворохнулась тяжкая догадка: «В бригаде неладно… Волынка!»

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов ун ҫине пӑхса илчӗ те тӳрех Батальщиков патнелле ыткӑнчӗ:

Нагульнов глянул на него и кинулся к Батальщикову:

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов ҫапӑҫу вӑхӑтӗнчи пек решенисем йышӑнчӗ: ҫынсен ушкӑнӗнчен вӑркӑнтарнӑ чултан пӑрӑнса ӳкме ӗлкӗрсе, вӑл ҫӳлелле персе ячӗ те тӳрех кӗлет умӗнчен чупса анчӗ.

Нагульнов принимал решения, как в бою: увернувшись от камня, брошенного из толпы, он выстрелил вверх и тотчас же сбежал с приклетка.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах вӑл тараса патӗнчен кӗлет умне сиксе ӳксе хӑйӗн кӗлеткипе алӑка хупласа хурсан, нумайӑшӗн шухӑш-кӑмӑлӗ тӳрех палӑрчӗ.

Но после того как он кинулся от весов на приклеток амбара и стал, заслонив собою дверь, настроение большинства сразу определилось.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунта мӗн пулса иртнине Нагульнов тӳрех ӑнланса илчӗ.

Нагульнов сразу понял, в чем дело.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Макар лаша хыҫҫӑн чупса пӑхрӗ, анчах лешӗ ӑна ҫывӑха ямарӗ, пӗррех тапса сикрӗ те, мӑн ҫул урлӑ тӳрех хутор еннелле сиккипе тапӑртатса вирхӗнчӗ.

Макар побежал рысью, но конь не допустил его, взбрыкнул и ударился через шлях по направлению к хутору стремительным гулким наметом.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсем мӗнре сыхланаҫҫӗ… — Давыдовӑн чӗлхи такӑнчӗ; вӑл ҫӑра уҫҫисем ман алӑра мар, тесе каласшӑнччӗ, анчах ҫав самантрах ҫакна чухласа илчӗ: ҫӑра уҫҫисем ман алӑра мар тесен, халӑх тӳрех Демка Ушакова шырама чупать, паллах, шыраса тупатех ӑна, вара Демкӑн хӑтӑлса юласси пулас ҫук, — вӗлерсех пӑрахӗҫ.

Ключи хранятся… — Давыдов запнулся: он хотел сказать, что ключи не у него хранятся, но мгновенно сообразил, что если он откажется, толпа бросится искать Демку Ушакова, наверняка найдет, и тогда Демке несдобровать, — убьют.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр-пӗр хӗр амӑшӗ ун ҫине пӑхса илетчӗ те тӳрех аяккалла лачлаттарса суратчӗ, чӑшкӑрса юлатчӗ:

Глянет, непременно сплюнет на сторону, зашипит:

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӳрех каламалла, ӑна йӗркеллӗ акса пӗтерес ҫук.

И определенно с севом не справятся.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунта тӳрех калас пулать, ку вӑл, пирӗн ҫулпуҫ Сталин юлташ генилле сӑмахсемпе каласа панӑ пек, ҫитӗнӳсене пула пуҫ ҫаврӑнса кайни мар, ку тӳррӗнех сулахайла пӑрӑнчӑк туни, партин генеральнӑй линине хирӗҫ наступлени туни пулать.

Тут надо прямо сказать, что это — не головокружение от успехов, как гениально выразился наш вождь товарищ Сталин, а это — прямой левацкий заскок, наступление на генеральную линию партии.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑн чухне вара эпӗ вӗсем патне, вӗсене вӗрентме яма ыйтатӑп, унта тухса каятӑп, вӗсен чӗлхине пӗлнипе хайхи, пырса ҫитетӗп те тӳрех кирлӗ ҫӗре тӗллесе кӑтартатӑп:

Вот тогда я напрошусь к ним поехать, поучить их и, как я ихний язык буду знать, то приеду и сразу в точку:

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав самантра аҫа йытта вӗлерсе пӑрахнӑ пулӑттӑм, Титок карчӑкне те, Титокне хӑйне те тӗп туса, пӗтӗм пульӑсене тӳрех ҫӑварӗсене персе тултарнӑ пулӑттӑм.

В этот момент и кобеля мог жизни решить, и Титкову бабу, да и Титку бы прямо в зевало все пули так и покидал бы!

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех