Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: VII

Пай: Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем –> Ҫиччӗмӗш ҫулхи тӑваттӑмӗш уйӑхӑн иккӗмӗш кунӗ

Автор: Николай Григорьев

Ҫӑлкуҫ: Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Хушнӑ: 2019.11.14 03:18

Пуплевӗш: 20; Сӑмах: 231

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Сывлӑх

Вӗсем мӗн хӑтланасса пӗлетӗп эпӗ, тӳрех вӗлересшӗн мар хӑйсем мана, хӑймаҫҫӗ, хаяр ӳкесрен те шикленеҫҫӗ. Ҫавӑнпа пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ вӗсем, эпӗ лектӗрччӗ тесе, пур ҫӗре те танатасемпе тетелсем лартса тултарнӑ. Темиҫе кун каярах урамра тӗл пулнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем мӗн хӑтланнине юлашки вӑхӑтра пичче мӗн айкашнипе танлаштарса пӑхӑр-ха, вара хӑвӑрах ман шухӑш тӗрӗссине ӗненме пултаратӑр. Чи лайӑххи — пиҫиххине салтмалла та каштаран ҫыхмалла, лайӑхрах карӑнтарса пӑвӑнмалла. Вӗсем вара, пур айӑпӗсенчен тасалса, ҫав вӑхӑтрах ӗмӗчӗсене тултарса, савӑнӑҫлӑн ахӑлтатса кулӗҫ. Е сехӗрленсе те хуйхӑрса вилмелле. Апла вилес-тӗк эп пит ҫуллах пулаймӑп, ҫапах та мухтаса темиҫе хут пуҫ тайма вӗсен пурпӗрех сӑлтав тупӑнӗ.

Ҫав ҫынсем виле пуррине кӑна пӗлеҫҫӗ! Астӑватӑп, темле кӗнекере гиена ятлӑ чӗрчун пур тесе ҫырнӑччӗ. Сӑн-сӑпачӗпе куҫӗ-пуҫӗ ун — хӑсса ямалла. Вӑл яланах виле япаласем ҫисе тӑранса пурӑнать: чи пысӑк шӑмӑсене те кӑшласа вӗтетсе ҫиме пултарать. Ун ҫинчен шухӑшлама та хӑрамалла. Гиена — кашкӑр йӑхне кӗрет, кашкӑрӗ вара — йытӑсен йышне кӗрет. Виҫҫӗмӗш кунне Чжао картишӗнчи йытӑ ман ҫине темиҫе хутчен те хаяррӑн ҫаврӑнса пӑхрӗ: паллӑ, вӑл та вӗсемпе пӗр каварлӑ. Пуҫа пӗксе ҫӳрекен старик, эс мана улталаймӑн!

Нимрен ытла эп хам пиччене шеллетӗп. Вӑл та ҫынах вӗт, мӗншӗн ним чухлӗ те хӑрамасть тата? Ҫитменнине, мана ҫиес тесе пуль ӗнтӗ, вӗсемпе ермешнӗ. Мӗн-ха ӗнтӗ ку — тахҫантан ҫирӗпленнӗ хӑнӑху-и, ҫавна пула ӑна ҫылӑх вырӑнне те шутламаҫҫӗ-и, е намӑса ҫухатни-и, ун пек чух ҫын ирсӗр ӗҫе пӗлсе тӑрсах тӑвать? Ҫынҫиекене, чи малтан пиччене, ылханатӑп эпӗ: асӑрхаттарасшӑн вӗсене, чи малтан — хам пиччене.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех