Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ура сăмах пирĕн базăра пур.
Ура (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ромашов канӑҫсӗр пӑхса илчӗ те ура ҫине тӑчӗ.

Ромашов беспокойно оглянулся, привстал.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пусма тӑрӑх такамсем иккӗн-виҫҫӗн хӑпаратчӗҫ, ура сассисем янравлӑн илтӗнсе кайрӗҫ.

Кто-то поднимался по лестнице, двое или трое; стук шагов гулко отдавался в лестничной клетке.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Стена хӗрринче тӑвӑр кӑна тимӗр крават пурччӗ, ура вырнаҫтармалли енче хӗрарӑм кӗпи тирпейлӗн ҫакӑнса тӑрать.

Узкая железная кровать стояла у стены, в ногах было аккуратно сложено женское платье.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑш чухне ҫав пӑс сирӗлетчӗ, вара эпӗ хама вырӑн ҫинче кураттӑм, ман ура айӗнчӗ темиҫе хут тӗрлӗ тӗслӗ минтерсемччӗ.

Иногда он редел, и тогда я видел себя на постели, с ногой, под которую была подложена гора разноцветных подушек.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара ура ҫине тӑтӑм.

Я встал.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ура ҫине тӑчӗ те ҫӳре пуҫларӗ.

Он оправился от своей дурноты и уже разгуливал,

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана сиктерчӗ те, эпӗ аманнӑ ура ҫине ӳксе ирӗксӗрех йынӑшса ятӑм.

меня подбросило, и я невольно застонал, навалившись на раненую ногу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Урине ҫемҫе пушмак пекки тӑхӑннӑ сестра палатӑна кӗрет те сӗтел ҫине чечек лартать, тупата, мана ҫакӑн пек лӑпкӑлӑх, сӗтел ҫинчи чечексем, госпитальти шавсӑр ура пусӑмӗсем нимӗн чухлӗ те кирлӗ марччӗ ӗнтӗ!

сестра в тапочках заходит и ставит на столик цветы, и боже мой, как я не хотел всей душой, изо всех сил этого покоя, этих цветов на столе, этих бесшумных госпитальных шагов!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ура те пур, те ҫук — туймастӑп.

а ноги не чувствую.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пит-куҫӑм ӗннӗччӗ манӑн, ҫӳҫӗм ҫыпҫӑнса пӗтнӗччӗ, ура аманнӑччӗ, ҫурӑм ҫинче те икӗ суран йӑрӑмӗ сарӑлса тӑратчӗ.

Лицо у меня было опалено, волосы слиплись, нога перебита, на спине две широкие раны.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ура ҫине тӑчӗ.

Он встал и выпрямился.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ура айӗнче каллех ҫӗр чӗтренчӗ те хамӑр ҫийӗмӗртенех ҫутатакан пульӑсем сарӑ пӗкӗ авса пӗлӗт ҫинелле пӗр-пӗрне хӑваласа иртрӗҫ.

Снова двинулась и остановилась под ногами земля, и прямо над нами, догоняя друг друга, пошли в небо жёлтой дугой трассирующие пули.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ростральнӑй колоннисем патӗнче кӑҫал ҫеҫ сарса тухнӑ асфальт шӑраннӑччӗ те ура тӗпне ҫыпҫӑнатчӗ.

 свежий асфальт у Ростральных колонн плавился и оседал под ногами. Лёгкий запах смолы доносился от барок, стоявших за Биржевым мостом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак гениллӗ малти ура мӗне пӗлтернине Петя вӑрахчен, питӗ интереслӗн каласа пачӗ.

и стал длинно, интересно рассказывать, почему это гениальная лапа.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫакӑнни пек ура тума пӗлмелле те, вара вилсен те юрать, — теплерен хускатрӗ вӑл пӗррехинче.

— Сделать такую лапу — и умереть, — как-то сказал он мне

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

…Состав кая юлса килчӗ, ачасем кӗтмелли залрах пысӑккисемпе пӗрле пӗр ретӗн нумайччен ура ҫинче тӑчӗҫ — кӑна ӗнтӗ вагонсем ҫине ларнӑ чух ашшӗ-амӑшӗсем ан кансӗрлесе тӑччӑр тесе ҫапла тунӑччӗ.

…Состав запоздал, и дети долго стояли в зале ожидания между рядами взрослых — это было сделано, чтобы родители не мешали посадке.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня ҫырма урлӑ выртакан ӑвӑс йывӑҫҫи тӑрӑх тайкаланса аллисене сарсах утса кайрӗ, эпӗ вара пушмакӑма хыврӑм та шыв урлӑ каҫрӑм, шыв айӗнчи хӑйӑр катрамӗсене те туйрӗ ман ура.

и он, балансируя, скользит по осине, переброшенной через ручей, а я снимаю туфли, иду вброд и нога чувствует плотные складки песчаного дна?

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Татаринов капитан ҫак хваттерӗн алӑкӗ урлӑ ура пусманни вӑтантарсах тӑман пулмалла ӑна.

Очевидно, его мало смущало то обстоятельство, что капитан Татаринов никогда не переступал порога этой квартиры.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Часовой ӑна ирттересшӗн мар, анчах Ариша аппа, тилӗрсе кайса ҫуйӑхма пикенчӗ, салтак ҫине халь-халь сиксе ларас пек, хулӑм ҫӑм алсаллӑ аллисемпе ӑна, ура тапса, кӑкӑрӗнчен тӗртет, лешӗ вара, чӑтайман енне, шӑхличне шӑхӑртса, аслӑраххине чӗнсе илчӗ.

Часовой не хотел пускать ее, но она так шумела и наступала на часового, упираясь ему в грудь обеими руками в толстых вязаных варежках, что часовой в конце концов вынул свисток и вызвал старшего.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чӗлтӗр юр пӗркеннӗ кӗрхи ҫӗр пичӗ — вӑл та пулин юттӑн курӑнать, ун ҫийӗнче усал ура йӗррисем, мӑкӑль пӑталлӑ ботинкӑсен услап пусӑмӗсем.

Сама осенняя, запорошенная снежком земля со следами чужих ног, обутых в ботинки, подбитые выпуклыми гвоздями.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех