Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ кӑштах пӑлханнӑ пек пултӑм, ара эпӗ ӑна ҫилентерес тесе ларман-ҫке-ха.Я немного смутился — именно потому, что сделал это, вовсе не думая его обидеть.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тен, вӑл халӗ ӑна качча тухманшӑн кӑштах ӳкӗнет те пулӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ: — лайӑхах пулас, — тесен вара вӑл кӑштах хӗрелсе кайнӑ пек пулчӗ.и мне показалось, что она немного порозовела, когда я сказал: — Кажется, хорошо.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир, Александр Дмитриевичпа, кӑштах ҫырткалас терӗмӗр.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вара эпӗ хам та кӑштах ӑнланса илтӗм.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Павлушӑпа Лабардан кӑштах пӑрӑнсан, вӑл мана тус пек ӑс пама хӑтланать.Убедившись, что Лабардана и Павлуши поблизости нет, он уже по-приятельски поучал меня.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӑна кӑштах выртса канма та пулин хистеҫҫӗ.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сӑмахӗсем тата хускалӑвӗ паян ун уйрӑмах тӗл килеҫҫӗ, ӑна пула ыттисем те, хӑйсене хӑйсем хытарса, кӑштах хумханнӑ пек тытаҫҫӗ.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Никам та асӑрхаманччӗ, паҫӑр, пысӑк марш вӑхӑтӗнче, эпӗ, чӑлханса, сцена ҫинчи ҫар ҫыннисен уттине кӗҫех пӑсса ямарӑм, ҫавна пула манпа юнашар пыракан Степка Дерябин кӑштах персе анмарӗ, сӑннине ӳкерчӗ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Пирӗн картина, — терӗ вӑл, эпӗ, капла каласан, кӑштах ҫухӑрса ямарӑм, мӗншӗн тесен, «пирӗн» тени мана та ҫак картинӑна ӳкерекен вырӑнне хуни пулчӗ, — пирӗн картина хамӑр халӑх ҫинчен, халӑхӑн тулса ҫитнӗ тарӑхӗ ҫинчен, ахаль ҫынсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Янах айне кӑштах тон хумалла пек-и?
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Унӑн пичӗ таса, манӑн… кӑштах сартут шатрисем пур, — каларӑм эп, портрет ҫине сӑнаса пӑхса.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ачасен ҫуртне ҫитнӗ чух вунпӗрмӗш сехетчӗ, алӑксене хупнӑ пуль тесе, кӑштах хӑрарӑм эпӗ.Когда я подходил к детдому, шел уже одиннадцатый час, и я немного боялся, что двери уже закрыты.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӳррипе каласан, шкулта мана хам пынине ним чухлӗ те сисмен пек йышӑннӑшӑн кӑштах кулянтӑм та.По правде говоря, я был немного огорчен, что в школе меня встретили так равнодушно.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Иван Павлыч, мӗн вара вӑл индиалист тени? — тесе ыйтсан, вӑл кӑштах ҫемҫелчӗ.Он немного смягчился, когда, совершенно убитый, я спросил: — Иван Павлыч, а что такое индиалист?
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Унтан эпӗ, — терӗ вӑл кулкаласа, — тӳрех сирӗн ялӑра тапса пытӑм, ҫул тӑрӑх кӑштах шӑнса вилеймерӗм.— А уж оттуда, — сказал он смеясь, — прибежал прямо к вам в деревню и чуть не замерз по дороге.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӑштах эпӗ юр та ҫинӗ пулӑттӑм-и, анчах Сухаревкӑри юр таса мар, бульвар патне ҫитсе килме — ытла аякра.Пожалуй, я съел бы немного снега, но на Сухаревке снег был очень грязный, а до бульвара — далеко.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан вара алӑка яри уҫса ячӗ те хӑвӑрт пӑшӑлтатса: «Пыр кухньӑна», тесе кӑштах ҫурӑмран тӗксе илчӗ.Потом она распахнула двери, шепнула мне быстро: «Иди на кухню», и легонько толкнула в спину.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫавӑнпа пӗрлех темӗнле савӑнӑҫлӑ сӑнар кӑтартасшӑнччӗ вӑл, кӑштах кулкаласа та илчӗ.При этом у него было очень веселое лицо, и он даже улыбался.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Куҫӗсем унӑн сасартӑк йӑлкӑшма тытӑнчӗҫ, питҫӑмартисем кӑштах хӗрелчӗҫ, урай тӑрӑх хӑвӑрт-хӑвӑрт уткалама тытӑнчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951