Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тавах-ха, Петро Богатырев вӗҫсе килчӗ, унсӑр ӗҫ пирки никампа пӗр сӑмах калаҫса илме пулмастчӗ…Петро Богатырев, спасибо, прилетел, а то словом перекинуться не с кем бы…
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Кайӑр та хамӑр списокпа паллӑ тунисенне хӗҫпӑшалӗсене тытса илме хушӑр.— Идите и прикажите, чтобы были разоружены те, которые намечены у нас по спискам.
LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫавсем вара, хӗҫ-пӑшалӗсене туртса илме пуҫласан, пирӗннисене хирӗҫ тӑрса чӑрсӑрланнӑ: икӗ хӗрлӗармееца вӗлернӗ те, тупӑсен замокӗсене кӑларса тарнӑ.
LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Дивизири ҫирӗм икӗ ручной пулеметпа станковӑй пулеметран улттӑшне кӑна пӗрле илме йышӑнчӗҫ: ыттисем валли лентӑсем пулмарӗ.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Площадӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенче, коммунистсене тытса, пӑшалӗсене турта-турта илме пуҫларӗҫ.В разных концах площади обезоруживали и хватали коммунистов.
XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Халь кӑна пехота Крутовскинчен килсе ҫитнӗ батарейӑнне станица патӗнче… станица патӗнче тупӑ-пӑшалӗсене тытса илме тӑчӗ.— Сейчас пехота хотела разоружить возле станицы… возле станицы подъехавшую с Крутовского батарею.
XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Конвоя чи шанчӑклӑ казаксене (хаяртарах та ватӑрах казаксене суйласа илме хуш, коммунистсене вӗсем хӑваласа пыччӑр тата вӗсем пирки малтан пур ҫӗрте те халӑха пӗлтерсе тухчӑр.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Полк пырса ҫитмелли вырӑна хамӑр вӑйсене ытларах илсе кай, асӑрханса хупӑрласа ил те тӳрех хӗҫпӑшалӗсене тытса илме пуҫла.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл куҫӗсене вӑрахчен чышкисемпе сӑтӑркаларӗ, анасларӗ, питне-куҫне пӗркелентерчӗ, савӑнӑҫлӑн йӑлкӑшакан взвод командирӗн помощникӗ мӗн каланине ниепле ӑнкарса илме пултараймарӗ.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Портсигар илме юрать-и тата служба йӗрки тӑрӑх?
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий пӗр пилӗк кун хирте ӗҫлеме, хӑйсенне тата хунямӑшӗнне акма, тепӗр икӗ теҫеттинне кавӑн-арпуспа хӗвелҫаврӑнӑш валли сухаласа пӑрахма, унтан вара ака-суха ӗҫӗсене пӗтерме ашшӗне сотньӑран чӗнсе илме шутларӗ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн чуна ҫӑмӑл та эрех пек ӳсӗртекен ҫурхи сывлӑшра тӗлӗрсе илме шутларӗҫ.После полуднования решили подремать на легком и пьянящем, как вино, вешнем воздухе.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
«Манка ҫури» хӗрлӗармеец пули тирсе кайичченех хӑйне хупӑрласа тӑракан вӑрҫӑ тӗнчи ҫине кайӑкӑнни евӗр тӗлӗнсе хытса кайнӑ куҫпа пӑхать, ҫав самантсенчех, пӗлес килнипе ҫунса, «хӗрлисене» лайӑхрах курса илме тӑрӑшса, окопран пуҫне ҫӗкле-ҫӗкле тинкерет.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Рябчиковӑн хӗрлисене хыҫалтан хупӑрласа илме кайнӑ утлӑ полкӗ ҫаплах курӑнмарӗ-ха.Конница, под командой Рябчикова ушедшая в обход, все еще не показывалась.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Малтан калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, сӑрт тӗпӗнчи садсенче пытанса выртнӑ казаксен пӗрремӗш хут тупӑпа персе янӑ хыҫҫӑн наступлени пуҫламаллаччӗ, ҫав вӑхӑтра вара хыҫалтан ҫавӑрса илме кайнӑ полкӑн хӗрлисене тӗрлӗ енчен хупӑрлама тытӑнмаллаччӗ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий, маскировка тума авантарах пултӑр тесе, хӗрлисене тул ҫутӑлас умӗн хупӑрласа илме шутларӗ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӗҫех тата Жмеринка патӗнче хупӑрласа илме тытӑнчӗҫ.
XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсене юн хакӗпе тупмалла пулчӗ, атакӑласа е ҫӗр варринче пырса тапӑнса, хӗрлисенчен тытса илме тиврӗ.Их надо было добывать ценою крови, их надо было отбивать атакой или ночным набегом.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Заамурски полкӑн эскадронӗ ун умӗн, казаксене хыҫалтан хупӑрласа илме тесе, питӗ тавра ҫулпа вунӑ ҫухрӑм пек ункӑ турӗ те, унтан сасартӑк, сӑрт хыҫӗнчен ыткӑнса тухса, утсене хураллакан казаксене атакӑпа пырса ҫапрӗ.
XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чие ҫулҫи ярса вӗретнӗ чейпе хӑналаннӑ хыҫҫӑн, Штокман, кӑштах канса илме тесе, сак ҫине выртрӗ.После чая из отвара вишневых листьев Штокман прилег на лежанку.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.