Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсир мӗн пуҫламӑшӗнченех пӗр ӑслӑ япала та тумарӑр, ҫав кӑвак ҫӗмрен йӗппи пирки ҫеҫ ҫухалса каймасӑр вырӑнлӑ сӑмах каларӑр.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тӑлӑх арӑм мана хӗрхеннипе макӑрчӗ, ҫухалса кайнӑ сурӑх терӗ тата ытти сӑмахсемпе те ӳпкелерӗ; паллах, унӑн мана кӳрентерес шухӑш пачах пулман.
Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тӗрӗссипе калас-тӑк, Макакӑпа иксӗмӗр эпир шӑпах аптӑраса ӳкрӗмӗр те ӗнтӗ, ҫухалса кайрӑмӑр.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тӗрӗс тунӑ эсир, ҫухалса кайман.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Володя ҫухалса кайман.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Юрать-ха вӑл, ав, ҫухалса кайман…
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Мӗн вулас? — ҫухалса кайрӑм эпӗ.
1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Хавасланнӑ чух яланах ҫапла пулса тухать унӑн: ҫухалса каять, юлташӗсем умӗнче хӑйне айӑплӑ пек туять.Она всегда теряется от радости и чувствует себя виноватой перед этими женщинами.
1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫак самантра унӑн сӑн-пичӗ темӗнле ҫухалса кайнӑ, кӑштах айӑпа кӗнӗ ҫынӑнни пек курӑнчӗ.Я не видел в эту минуту ее лица, но знал, что оно было растерянным и немного виноватым.
1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Асӑннӑ утрав Лӑпкӑ океанра таҫта шалта ҫухалса выртать, ун патне ҫитес тесен.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пӗр-ик утӑмри япалана тӗл пеме пулнах, анчах васкани кансӗрленӗ, васкани вӑл ҫухалса кайнине пӗлтерет.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Труби мӗнпур тӗтӗме хӑй ӑшне туртса илет, тӗтӗм ҫӳлех мӑкӑрланса ҫитет, вӑл ҫулҫӑсен тӗксӗмленнӗ чатӑрӗнче ҫухалса каять.Тяга оказалась отличной, и весь дым уносило к верхушке, где он терялся в тёмном своде листвы.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ӑна итлекенсем ытармалла мар банкси йывӑҫӗ ҫумне вырнаҫрӗҫ, сигар тӗтӗмӗсем сывлӑшра ункӑланса шуралаҫҫӗ; вӗсем ҫӳлелле явкаланса хӑпараҫҫӗ те ҫӑра йывӑҫ ҫулҫисем хушшинче ҫухалса каяҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ун вырӑнне майор сайра-хутра тӗл пулакан пӗр кайӑка пӗрре персех тытрӗ; вӑл ҫӗр пичӗ ҫинчен ҫухалса пыракан ябиро, темӗн пысӑкӑш тӑрна пулчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Темиҫе тӗрлӗ упа саррисем кунти ҫӗршыва чӗрӗлӗх сӑнне кӳреҫҫӗ, кӗллӗрех курӑнакан ҫӗр лапамӗсем те ҫара мӑянсен айӗнче ҫухалса каяҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Шанӑҫ ҫухалса каять те ун вырӑнне ӳкӗнӳллӗ хуйӑх пусса килет, тата каллех ун вырӑнне шанӑҫ чӗрӗлет.Надежда уступала место отчаянию, а отчаяние снова сменялось надеждой.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Кашни ҫын пуҫне ҫухатма пултарнӑ вӑхӑтра та эсир ҫухалса каймастӑр!
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫапла ӗнтӗ, ҫулҫӳревҫӗсем ҫав ылханлӑ шӑнасенчен хӑтӑласса шанса тӑмалли те ҫук, вӗсем кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫ енчи ҫил вӗрсен кӑна ҫухалса пӗтеҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хытӑ аннипе чыхӑна-чыхӑна кайса, юр-тӑманлӑ ҫилпе нимӗн те курмасӑр, шартлама сивӗпе шӑнса кӳтнӗскерсем, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе тӑнран ҫухалса каяҫҫӗ, анчах пурпӗрех вӗсем пурне те пултаракан туйӑм-сисӗмпе парӑнса ҫӗртен яра-яра илеҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗсен йӗрки тӗтреллӗ горизонтра ҫухалса каять.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.