Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуралса (тĕпĕ: ҫурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
26. Иаковпа пӗрле Египета пынисем, унран ҫуралса ӳснисем, Иаков ывӑлӗсен арӑмӗсене шутламасассӑн, пурӗ утмӑл ултӑ чун.

26. Всех душ, пришедших с Иаковом в Египет, которые произошли из чресл его, кроме жен сынов Иаковлевых, всего шестьдесят шесть душ.

Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Акӑ Египет хӗрӗ Агарь — Сарра тарҫи — Авраама ҫуратса панӑ Измаилӑн, Авраам ывӑлӗн, йӑхӗ-кӑкӗ; 13. акӑ Измаил ывӑлӗсен ячӗсем, вӗҫе-вӗҫӗн ҫуралса пынӑ ывӑлӗсен ячӗсем: Измаилӑн малтан ҫуралнӑ ывӑлӗ Наваиоф, ун хыҫӗнчен Кедар, Адбеел, Мивсам, 14. Мишма, Дума, Масса, 15. Хадад, Фема, Иетур, Нафиш тата Кедма.

12. Вот родословие Измаила, сына Авраамова, которого родила Аврааму Агарь Египтянка, служанка Саррина; 13. и вот имена сынов Измаиловых, имена их по родословию их: первенец Измаилов Наваиоф, за ним Кедар, Адбеел, Мивсам, 14. Мишма, Дума, Масса, 15. Хадад, Фема, Иетур, Нафиш и Кедма.

Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Аврам тата каланӑ: акӑ Эсӗ мана тӑхӑмлӑ тумарӑн, акӑ ӗнтӗ манӑн еткерҫӗм хам ҫуртӑмра ҫуралса ӳснӗ чура ывӑлӗ, тенӗ.

3. И сказал Аврам: вот, Ты не дал мне потомства, и вот, домочадец мой наследник мой.

Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл Шупашкар районне кӗрекен Ольтикассинче учительсен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Хальхинче пире Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан Алина Кирилленко /Кузюкова/ хӑйӗн аслашшӗ ҫинчен каласа пама килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Яманчӳрелӗнче ҫуралса ӳснӗ Валерий Петрович Комиссарова республикӑра та, Мускавра та лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Сӑмах май, вӑл Йӑпӑлтире ҫуралса ӳснӗ, анчах мӑшӑрлансан нумай ҫул Мускавра ӗҫлесе пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Вӑл Тӑвай районӗнчи Тенеялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Он родился и вырос в Тенеево Янтикского района.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Манӑн сӑмахӑм Муркаш районӗнчи Исетерккӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Зоя Никифоровна Емельянова ҫинчен пырӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи Шланкӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Резида Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Палтиел йӗкӗтне качча килнӗ чухне Зиле 12 ҫулта кӑна пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫакӑнтах ҫыравҫӑ Кинчерте ҫуралса ӳснӗ А.Святскова, кӗнеке кӑларас ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑскере, Чӑваш Республикин Писательсен Союзне илни ҫинчен пӗлтерекен йышӑнӑвне вуласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Кӑҫалхи мартӑн 15-мӗшӗнче Кивӗ Вӑрмарта ҫуралса ӳснӗ пултаруллӑ журналист Вячеслав Григорьевич Афиногенов ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Ҫав шутран – Шупашкар районӗнче ҫуралса ӳснӗ спортсменсем Роза Алексеева (Алькеш ялӗ), Маргарита Николаева (Колешша), Людмила Федорова (Тутаркасси).

Куҫарса пулӑш

Смоленскран – медальсемпе // Татьяна Майорова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Манӑн аттепе анне, Алексей тата Раиса Федоровсем, иккӗшӗ те Шураҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

– Эпӗ Киров облаҫӗнче ҫуралса ӳснӗ.

- Я родился и вырос в Кировской области.

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Вӗсенчен пӗри - Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Екатерина Антонова.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Команда йӗркелӳҫи ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Сергей Андронов каланӑ тӑрӑх - опыт ҫитменни ҫеҫ ҫӗнтерӳ картлашки ҫине хӑпарма чӑрмантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялта футбол аталанать // Александр МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Каҫал тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснисем пултаруллӑ та тӑрӑшуллӑ пулнине тӗслӗхпе ҫирӗплетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Ҫӗмӗрле районӗнчи Пӗренеш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Кунпа пӗрлех Алексей Маресьев юбилейӗ тӗлне вӑл ҫуралса ӳснӗ Камышин хулинчен /Волгоград облаҫӗ/ сумлӑ делегацие чӗнсе илесшӗн.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех