Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӗтеле вӑл тытамаклӑ вӑйпа темиҫе ҫапсах вакласа тӑкре, унтан хӗҫӗпе урса кайсах куҫкӗски тӑрӑх чартлаттарчӗ те, ун тӗпренчӗкӗсем вара, асаматлӑ ҫумӑр ялтӑравӗпе ҫуталса, пур еннелле те чӑлпар сирпӗнсе сапаланчӗҫ.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Этем сӑмахне маннӑ тейӗн, урса кайнӑ тискер кайӑк пек: — А-а-а-а! — уларӗ вӑл чӑтма ҫук усаллӑн чӗтӗрекен сасӑпа.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хӗҫӗ ун лашин аяк пӗрчийӗсене урса кайсах тӳнккет, ырханкка шурӑ лаши вара; ватӑлнипе йӑлт чӑпар пушӑскер те сылтӑм куҫне шур илнӗскер, кӗске хӳрине шӑнӑр туртнӑ чухнехи пек палтӑртаттарса ҫавӑрттарать, ирсӗррӗн сиксе пынӑ май, хӑнклатса, таткаланчӑк сасӑсене пенӗ чухнехи евӗр хиврен сирпӗнтере-сирпӗнтере кӑларать.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Мӗнле те пулин урса, кӑтӑрса кайнӑ ротнӑй хӑйӗн салтакӗсене черетпелен пӗтӗмӗшпех, сулахай флангран пуҫласа сылтӑммине ҫитичченех, питрен хӗреслӗн-хӗреслӗн ҫутӑлтарма тапратнине аякран, пӗр икҫӗр утӑмсенчен, час та часах сӑнанӑ Ромашов.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах вӑл пӗр ун ячӗпеленех те ухмахла урса каять.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кӑкӑрпа кӑкӑрӑн хире-хирӗҫ тӗреленсе тӑнӑ та сехечӗ-сехечӗпе ҫапӑҫнӑ, ним шиксӗр те урса кайса, тискер хаярлӑхпа та шалт анрамалла ӑсталӑхпа.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫул ҫине пӑхнӑ май ӑсӗнче Егорушка турӑ кӗнекисенче курнӑ пилӗк-ултӑ ҫӳллӗ урапа курчӗ; юнашар пыракан ураписене алла вӗрентмен урса кайнӑ лашасем кӳлнӗ, хӑйсен кустӑрмисемпе вӗсем пӗлӗте ҫити тусан ҫӗкленӗ, лашисене тӗлӗкре курӑнакан е юмах итленӗ чух куҫ умне тухса тӑракан ҫынсем тытса пыраҫҫӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
йытӑсем тата ытларах урса кайрӗҫ, лашасем малалла тапса сикрӗҫ; Егорушка вара, ларкӑч ҫинче аран-аран ларса пыраканскер, йытӑсен куҫӗсемпе шӑлӗсене курса, лайӑх ӑнланчӗ: ӳксе юл ҫеҫ ҫакӑнта, ӑна самантрах ним юлми татӑкӑн-кӗсӗкӗн вакласа-ҫурса пӗтернӗ пулӗччӗҫ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Урса кайнӑ тӗрексем ҫак ниҫтан кӗме ҫук крепоҫ вырӑнне пулнӑ ишӗк арман патнелле ыткӑнчӗҫ.
XVI. Вилӗм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унӑн ырхан та вӑрӑм пит-куҫӗ иртӗхсе кайиччен хавасланнӑ пек курӑнать, чарӑна пӗлми ӗҫнине пула кӑвак куҫӗ канӑҫсӑр вылять, чунӗ урса кайнӑ пек пӑшӑрханать.
XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Пӗтӗм кил-йышӑм урса кайнӑ!..
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Жандармсем урса кайрӗҫ.
XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫил урса вӗрнӗ хушӑра ҫумӑр чӗреслетсе ячӗ, вӑл чалӑшшӑн ҫапса ҫӗре лӑскать; ялтӑр ҫиҫӗм хура пӗлӗте каскаласа ватать, сенкер вутлӑ ҫутипе вӑл йывӑҫсемпе ҫӳл ту тӑррисене эрешлет, сӗм тӗттӗмре шӑранакан асамлӑ ҫак самантлӑх курӑну темле акӑш-макӑш хӑрушӑ вӑйлӑ ҫутӑ вылянчӑкне аса илтерет.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Таврара йывӑҫсем тарӑхса кашлаҫҫӗ, ҫиллӗ тӑвӑл тем ҫӳллӗш хурамасене ҫӗре ҫити ава-ава антарать, курӑк чӑштӑртатать; Краличе хирӗҫ пӗтӗм ҫутҫанталӑк хаяррӑн урса ятлаҫнӑн туйӑнать.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Мана чысласа урса кайнӑ пек кӑшкӑрнӑшӑн полицие нумай илсе кайнӑ-и сире?» —Много раз отводили вас в полицию за неистовства в мою честь?» —
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Урса кайнӑ вӗт!
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Марья Алексевна ӑна каласа пӗтерме памарӗ: вӑл тавлашу ҫинчен пӗр сӑмах каларӗ ҫеҫ, Марья Алексевна ура ҫине сиксе тӑчӗ те, хӑнасем сумлӑ ҫынсем иккенне пачах манса кайса, урса кайнӑ пек кӑшкӑрса ячӗ:
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла вара, Жюлипе Серж Литейнӑйран Гороховӑя ҫитнӗ ҫӗре Михаил Иваныч Верочкӑпа калаҫса илме ӗлкӗрчӗ, Марья Алексевна урса кайса тулашма тата тӑраниччен пӗр вырӑнта ларма ӗлкӗрчӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ци-цзинӗн шакла хыртарнӑ пуҫӗ ҫине пӑхрӗ те арӑмӗ урса кайрӗ.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.
Ҫӑрттан Мучи, хӑйӗн ватӑлла тирпейсӗрлӗхне пула, каҫхине пуссӑн виткӗҫне хупмасӑр хӑварнӑ пулнӑ, йытӑсем урса кайса хӑваланипе сехри хӑпнӑ ватӑ качака таки пусӑ урлӑ сикнӗ, анчах ватӑ чӗрнисем шуса кайнӑ курӑнать: вӑл аялалла персе аннӑ та путса вилнӗ.
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.