Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урса (тĕпĕ: ур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хама йӑлтах ирӗке ярса, эпӗ хам урса кайнишӗн питӗ савӑнтӑм, мӑнӑн, вӗҫне ҫитиех урса, мӗн те пулин халиччен туманнине тӑвас килчӗ.

Дав ход своему бешенству, я упивался им, и мне хотелось еще что-нибудь сделать необыкновенное, показывающее высшую степень этого моего бешенства.

XXII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ҫилленет, урса каять старик, анчах ӑсӗ ҫук, — шутларӗ вӑл.

Обозлится, начнет бушевать старик, а ума-то нету, — подумал он.

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Савӑннипе кӑшкӑрса ярса, Андрей урса кайнӑн, мӗнпур вӑйӗпе, мӗнпур хаваслӑхӗпе ҫӗкленсе, гранатине танк тӗпнелле вӑркӑнтарчӗ.

И он со всей силой бешенства и торжества всадил гранату под правую гусеницу танка.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Халь ӗнтӗ вӗсене, пехотӑсӑр, траншея ҫине килнинчен ним усси те ҫук темелле, анчах та хӑйсен ӗҫӗ ӑнманнине кура ухмаха ереслех урса кайнӑ танкистсем килеҫҫӗ те килеҫҫӗ.

Теперь, без пехоты, им не было никакого смысла идти на траншею, но танкисты шли, обезумев от своей неудачи и ярости.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Ҫитетпӗр! — урса кайнӑн кӑшкӑрса илчӗ те вӑл, унӑн кӑштах хӗсӗннӗ куҫӗсем кӑвакрах ҫутӑпа ҫиҫсе илчӗҫ.

— Пройдем! — крикнул он в бешенстве, и суженные Глаза его блеснули жаркой синевой.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Илтместӗн-им, пӗтӗм ялӗпе йытӑсем урса кайнӑ? — чӳрече еннелле пуҫне сулса кӑтартрӗ Ерофей Кузьмич.

Ерофей Кузьмич кивнул на окно: — Иль не слышишь, как по всей деревне собаки взбесились?

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ял варринелле ҫывхарсах пыракан нимӗҫсем вӗсене аттисемпе тапа-тапа яраҫҫӗ, повозкисене лашисем патӗнчен тапса ывӑтаҫҫӗ, пушшисемпе те чашлаттараҫҫӗ, — анчах йыттисем ҫав-ҫавах, пурӗпӗр, урса кайнӑ пек, ҫухӑрса та вӗрсе обоз тавра ҫаврӑнса ҫӳреҫҫӗ.

Двигаясь улицей к середине деревни, немцы пинали их сапогами, отшвыривали от повозок и коней, хлестали кнутами, — нет, они, как бешеные, с визгом и лаем носились и носились вокруг обоза.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Юргин ӑна пӗр шарламасӑрах Дегтярев аллинчен тытса илчӗ те, урса кайсах, броня ҫинчи щельсене штыкпа чышма тытӑнчӗ.

Юргин, совсем не смущаясь, выхватил ее из рук Дегтярева, и, разъярившись, штыком начал колоть в щели брони.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫиленсе урса кайнӑ тискер кайӑк пек, танк ак ҫакӑнтах ҫӗре шӑтарса кӗрсе выртма шутланӑн туйӑнчӗ Андрее.

Андрею показалось, что как разъяренный зверь, танк вот прямо здесь был готов продырявить землю.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Сӑртсем хыҫӗнчен, урса кайнӑ мотор сассисемпе таврана янӑратса штурмовиксем вӗҫсе тухрӗҫ.

А из-за холмов, оглушая всю округу ревом разъяренных моторов, пронеслись штурмовые самолеты.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Унӑн куҫӗсем урса кайнӑ пушар ҫутти ӳкнипе мар, урӑххипе — ӑшӗнче хыпса илнӗ ҫулӑм ҫунтарнипе ялтӑртатнӑн туйӑнатчӗҫ.

С глазами, полными горького гнева, отражающими пламя — и как будто не то, что бесновалось перед ней, а другое, палившее ее изнутри…

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫӗмӗрме килтӗн-и кунта? — ыйтрӗ те урса кайнӑ конструктор, ҫавӑнтах Володьӑна питҫӑмартинчен сӑтӑрса илчӗ.

Ломать все сюда пришел? — спросил разъяренный конструктор и мазнул рукой Володю по щеке.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Мӗн урса кайнӑ эс паян? — сасартӑк ывӑлӗ хутне кӗчӗ амӑшӗ.

Чего ты так злишься сегодня? — вдруг вмешалась жена.

Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Ромашов сиксе тӑчӗ те, урса кайса, сӗтеле чышкине пӗтӗм вӑйран танлаттарчӗ.

Ромашов вскочил и бешено, изо всей силы ударил кулаком по столу.

XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Сӗтеле вӑл тытамаклӑ вӑйпа темиҫе ҫапсах вакласа тӑкре, унтан хӗҫӗпе урса кайсах куҫкӗски тӑрӑх чартлаттарчӗ те, ун тӗпренчӗкӗсем вара, асаматлӑ ҫумӑр ялтӑравӗпе ҫуталса, пур еннелле те чӑлпар сирпӗнсе сапаланчӗҫ.

Он с припадочной силой в несколько ударов расщепил стол, потом яростно хватил шашкой по зеркалу, и осколки от него сверкающим радужным дождем брызнули во все стороны.

XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Этем сӑмахне маннӑ тейӗн, урса кайнӑ тискер кайӑк пек: — А-а-а-а! — уларӗ вӑл чӑтма ҫук усаллӑн чӗтӗрекен сасӑпа.

Он точно потерял человеческие слова и ревел, как взбесившийся зверь, ужасным вибрирующим голосом: — А-а-а-а!

XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хӗҫӗ ун лашин аяк пӗрчийӗсене урса кайсах тӳнккет, ырханкка шурӑ лаши вара; ватӑлнипе йӑлт чӑпар пушӑскер те сылтӑм куҫне шур илнӗскер, кӗске хӳрине шӑнӑр туртнӑ чухнехи пек палтӑртаттарса ҫавӑрттарать, ирсӗррӗн сиксе пынӑ май, хӑнклатса, таткаланчӑк сасӑсене пенӗ чухнехи евӗр хиврен сирпӗнтере-сирпӗнтере кӑларать.

Его шашка отчаянно билась о ребра лошади, а белая худая лошадь, вся усыпанная от старости гречкой и с бельмом на правом глазу, судорожно вертела коротким хвостом и издавала в такт своему безобразному галопу резкие, отрывистые, как выстрелы, звуки.

XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Мӗнле те пулин урса, кӑтӑрса кайнӑ ротнӑй хӑйӗн салтакӗсене черетпелен пӗтӗмӗшпех, сулахай флангран пуҫласа сылтӑммине ҫитичченех, питрен хӗреслӗн-хӗреслӗн ҫутӑлтарма тапратнине аякран, пӗр икҫӗр утӑмсенчен, час та часах сӑнанӑ Ромашов.

Часто издали, шагов за двести, Ромашов наблюдал, как какой-нибудь рассвирепевший ротный принимался хлестать всех своих солдат поочередно, от левого до правого фланга.

XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Анчах вӑл пӗр ун ячӗпеленех те ухмахла урса каять.

Но он от одного его имени приходит в бешенство.

XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Кӑкӑрпа кӑкӑрӑн хире-хирӗҫ тӗреленсе тӑнӑ та сехечӗ-сехечӗпе ҫапӑҫнӑ, ним шиксӗр те урса кайса, тискер хаярлӑхпа та шалт анрамалла ӑсталӑхпа.

Когда сходились грудь с грудью и дрались часами, хладнокровно и бешено, с озверением и с поразительным искусством.

XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех