Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр ирхине кӗретӗп те вӗсем патне — хальхи пекех куҫ умӗнче-ха: Бэла хура пурҫӑн бешмет тӑхӑннӑ, кравать ҫинче ларать, шуралса кайнӑ хӑй, салху: эпӗ хӑрасах ӳкрӗм.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Машӑн ун пек пулман, вӑл пурҫӑн ҫипӗсене арпаштарман.
XIV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унтан Оля пит ҫума тухса кайнӑ та, ҫырла пек хӗрлӗ тӗслӗ пулса, йӗпе ҫӳҫсемпе, куллен тӑхӑнакан шурӑ пурҫӑн блузкӑпа таврӑннӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Пайӑрка, — терӗ те ача савӑнӑҫлӑн, пӳрнипе пурҫӑн пек ҫемҫе ҫӳҫне якатса пӑхрӗ.– Чубчик! – восхищённо прошептал мальчик и тронул пальцем шелковистые волосики.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вара Ваня унӑн гимнастерки ҫинче кӑвак пурҫӑн хӑюран ҫакнӑ пысӑк медаль курнӑ.Ваня увидел на гимнастёрке большую серебряную медаль на серой шёлковой ленточке.
9 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Асӑрхамарӑн-им, тӗлпулнӑ чухне унӑн шурӑ пурҫӑн кӗпи витӗр тӗттӗм хӗрлӗ кӑкӑр ҫыххи гранат пекех курӑнса тӑратчӗ…
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Китайран хаклӑ пурҫӑн турттаратӑп тет.
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Эс вӗсене уншӑн хитре пурҫӑн тутӑр парнелӗн те – пулчӗ те.
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Полли мӑнаккӑшӗ пурҫӑн ҫип вӗҫне ункӑ турӗ, ӑна ыратакан шӑл ҫине тӑхӑнтарса хытӑ туртӑнтарса лартрӗ, тепӗр вӗҫне кравать пуҫӗнчен ҫыхрӗ; унтан ҫунакан вутпуҫҫине ярса тытрӗ те ӑна ачан сӑмси патнех илсе пычӗ.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Мэри, пурҫӑн ҫип тата кухньӑран ҫунакан вутпуҫҫи илсе кӳрсе пар-ха мана.Мэри, принеси мне шелковую нитку и горящую головню из кухни.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Яка пурҫӑн евӗр курӑнать хӑй…
Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова
Е арпус вӑрри акаҫҫӗ те вӑл шӑтса тухасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ /«Иксӗлми телейлӗ Илемпи»/, е сип-симӗс йӑлтӑркка нӑрӑпа туслашаҫҫӗ /«Пурҫӑн Кӗпе»/, е куштан хур аҫине ыр кӑмӑллӑхпа парӑнтараҫҫӗ /«Каҫӑр Куҫма»/, е ашшӗне акӑлчанла калаҫма вӗрентеҫҫӗ /«Ҫамрӑк вӗрентекен»/, е хӑяр вӑррине кайса пахчари мина тӗлне пулаҫҫӗ /«Пахчари мина»/...
«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
11. Ҫӗр ҫинчи купсасем те уншӑн уласа йӗрӗҫ: ӗнтӗ вӗсен таварне никам та туянмасть, 12. ылтӑн-кӗмӗл япала, хаклӑ йышши чул, ӗнчӗ-ахах, хаклӑ виссон, хӗрхӗлтӗм пусма, пурҫӑн, йӑмӑх хӗрлӗ пусма, ырӑ шӑршӑллӑ тӗрлӗ йышши йывӑҫ, сӑлан шӑмминчен тунӑ тӗрлӗ япала, хаклӑ йывӑҫран, пӑхӑртан, тимӗртен, мрамортан тунӑ тӗрлӗ япала, 13. корицӑпа фимиам, мирӑпа латӑн, эрехпе йывӑҫ ҫӑвӗ, ҫӑнӑх, тулӑ, выльӑх-чӗрлӗх, сурӑх, лаша, урапа, этем ӳчӗ, этем чунӗ туянакан никам та ҫук.
Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫапӑҫмашкӑн хаярланччӑр тесе, сӑлансене иҫӗм ҫырли юнӗпе пурҫӑн йывӑҫҫин юнне кӑтартнӑ; 35. ҫак чӗрчунсене темиҫе ушкӑна уйӑрнӑ, кашни сӑланӗ ҫумне пин ҫын тӑратнӑ, ҫыннисем тимӗр вӑчӑра тумтир, пӑхӑр калпак тӑхӑннӑ пулнӑ; кунсӑр пуҫне кашни сӑлан ҫумне чи паттӑр юланутҫӑсене пилӗкҫӗр ҫын тӑратнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӗсем санпа хаклӑ тумпа, пурҫӑн тата тӗрӗллӗ пусмапа суту-илӳ тӑватчӗҫ, хӑйсен таварне кедр йывӑҫӗнчен тунӑ хаклӑ арчасене лайӑх чӗркесе-ҫыхса илсе килетчӗҫ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сана тӗрӗллӗ кӗпе тӑхӑнтартрӑм, уруна хӗрлӗ сафьян сантали тӑхӑнтартрӑм, сана виссон ҫыхтартӑм, сана пурҫӑн пӗркенчӗк пӗркентертӗм.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.