Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каймасть (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тем тесен те каймасть вӑл!

— И ни черта она не пойдет!

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Халь ак хӑпма пӗлмест, мӑнтарӑн, — Каймасть винтовка аллӑмран.

А и эх, теперя от зари до зорьки Стою с винтовкою в руке…

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗлӗнмелле, нихҫан курман чӗре хумханӑвӗ халь те иртсе каймасть.

Странное, еще никогда не испытанное им волнение не покидало его.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сан кӑмӑла каймасть, Анфиса кӑмӑлне каять…

— Вам не по душе, а Анфисе по душе…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ҫук, Ниловна, — тенӗ вӑл, — тем каласан та, ун пек кӗрӳ ман кӑмӑла каймасть

— Нет, Ниловна, — сказал он, — что там ты ни говори, а такой зять мне не по душе.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Тӳррипе каласан, сирӗн инҫетри тыл питех кӑмӑла каймасть.

— Говоря по совести, не очень.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пултаракан ҫын, анчах пирӗн станица ун кӑмӑлне каймасть, — татӑклӑн каласа хучӗ Тимофей Ильич.

Бедовый малый, а вот станица ему наша не нравится, — заключил Тимофей Ильич.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ватӑ карчӑк пуҫтах та ялан тӳпелешекен Митькӑна юратсах каймасть.

Недолюбливала старая отчаянного и драчливого Митьку.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юлашки вӑхӑтра Пацюк пит курӑнсах каймасть, сайра тӗл пулкалаҫҫӗ ӑна.

В последнее время его редко видали где-нибудь.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пӗррехинче манӑн пӗр наблюдатель йывӑҫ тӑррине бинокльне манса хӑварнӑччӗ, кайран калать: «Ну, юрӗ ӗнтӗ, гварди майорӗ юлташ, вӑл ниҫта та каймасть. Акӑ каялла килетпӗр — эпӗ ӑна часах тупатӑп!» тет.

Однажды один мой наблюдатель забыл бинокль на верхушке дерева, а потом говорит: «Ну, ладно, товарищ гвардии майор, он никуда не денется. Вот опять придем — я его быстро найду!»

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Параҫҫӗ, анчах курӑнсах каймасть!

— Дают, да не видно!

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Степан Бояркин йӗлтӗрпе ҫӳреме пултарсах каймасть; халь акӑ уҫнӑ йӗрпе шурӗ пулсан та, вӑл хӑйне Ҫӗрӗк вӑрмана ҫити ӑсатма пынӑ партизансене аран-аран ӗлкӗрсе пычӗ.

Степан Бояркин ходил на лыжах плохо; он едва поспевал за партизанами, которых вызвались проводить его до Гнилового урочища, хотя и скользил по готовому следу.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл пӗр йӑнӑшсӑр, ӑнӑҫусӑр, ытлашши ҫухатусӑр иртсе каймасть тесен те юрать…

Почти невероятно, чтобы он мог пройти без ошибок, неудач, лишних потерь…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Акӑ халӗ те: чирлӗ пулсан та, эп мӗн туни пӗтӗмпех унӑн кӑмӑлне каймасть.

— Вот и зараз — больная, а все мои действия ей не по душе.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫамрӑк-ха, пӗлсех каймасть.

Молодой, ничего не смыслит.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫак «шутлатпӑр» тенӗ сӑмах та манӑн кӑмӑла каймасть

И это слово «желаем» мне тоже не по душе…

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хӑйне хӑй мӗн май килнӗ таран хӑюллӑ, именмесӗр тыткалама тӑрӑшать, анчах ҫакӑ ҫын кӑмӑлне каймасть пулсан, ӑна хӑвӑрт сиссе илет те ун пек пулма ҫавӑнтах пӑрахать; тумтир таврашне пӗлсе тумланать: тӳмеллӗ ботинкӑ тӑхӑннӑ, йӑлтӑркка галстук ҫакнӑ.

Лезущий в фамильярность насколько возможно, но чуткий и всегда готовый остановиться при малейшем отпоре, с соблюдением внешнего достоинства и с тем особенным парижским оттенком ботинок с пуговками и ярких цветов галстука.

XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

— Паллах вӗсемсӗр каймасть ӗнтӗ.

— Конечно, без них не уедет.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Николай Петрович ир те, каҫ та уйра: тырӑ вырнӑ ҫӗрте чӑрмавсем сиксе тухнӑ, тракторсем чарӑнса ларнӑ, авӑн ҫапнӑ ҫӗрте ӗҫ тухсах каймасть, кулаксем тырра вут чӗртнӗ — темӗн те пулнӑ ун чухне.

Николай Петрович день и ночь в поле; там с косовицей неуправка, там трактора остановились, там с обмолотом не ладится, там кулаки хлеб подожгли — всякое было.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Анчах хӑй темле виҫесӗр телейлӗ иккенне туйнӑран, вӑл ҫав тери ывӑннине те, ыратнине те сиссех каймасть.

Но непомерную усталость и тяжкую боль заглушало в нем ощущение какого-то особенного счастья.

XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех