Шырав
Шырав ĕçĕ:
Урапан сылтӑм енчи ҫӗкленнӗ кустӑрмисем ҫӗр ҫумне перӗнчӗҫ, лав тӳрленчӗ те ачасене ирӗке кӑларчӗ.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Улӑхра шӑп, уҫӑ; сывлӑмпа йывӑрланнӑ курӑк ҫӗр ҫумне выртнӑ.На лугу было свежо, тихо; трава, отяжеленная обильной росой, полегла к земле.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Такӑнса ан ӳк, Саня, сулахаярах ил, ҫамрӑк пурнӑҫна хӗрхен, — вара вӑл карта ҫумне ларса сасартӑк кулма тытӑнчӗ.
18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Маша, Санькӑн пичӗ ҫумне ҫыпҫӑннӑ эрешмен карти куҫне те лекнӗ пулӗ, тесе шутларӗ, вӑл ҫавӑнтах витрине ун патнелле йӑтса пычӗ.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун ҫумне хурӑн пуленкисем пӑрахнӑ.
9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл Федя ҫумне ларса, шухӑша кайрӗ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗрре ирхине, яланхи пекех, Агафья Матвеевна ун патне кофе илсе кӗчӗ те — Обломов вилсе выртнине курчӗ; вӑл ҫывӑрса кайнӑ пекех лӑпкӑн выртать, пуҫӗ кӑна минтер ҫинчен кӑштах айккинелле шуса аннӑ, тата аллине чӗри ҫумне пӑчӑртаса тытнӑ: унта юн пухӑнса чарӑннӑ пулас.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ ку шӑтӑк ҫумне ыратакан енӗпе ҫыпӑҫса лартӑм: уйрӑлсанах — вилетӗп.Я прирос к этой яме больным местом: попробуй оторвать — будет смерть.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов ун ҫумне хыттӑн пӑчӑртанса, ӑна ыталарӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӗлӗксем, паллӑсем ҫинчен каланисене, турилккесемпе ҫӗҫӗсем шӑкӑртатнине илтет вӑл, няни ҫумне йӑпшӑнать, унӑн хӑрӑлти ватӑ сассине итлет:
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун ҫумне вунвиҫӗ ҫулхи Маша, унтан Ваня ларчӗ, вара, юлашкинчен, Алексеев та паян Обломова хирӗҫ ларчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов хӑй вырӑнне диван ҫине пӗчченех ларчӗ, ун ҫумне, сылтӑм енчи пукан ҫине Агафья Матвеевна, сулахай енчи хуҫмалли пӗчӗк пукан ҫине темӗнле виҫӗ ҫулхи ача ларчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун чӗри нихҫан та улталаса курман, ун ҫумне пылчӑк ҫыпӑҫман.Ни одной фальшивой ноты не издало его сердце, не пристало к нему грязи.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольгӑн тӗтреллӗ тунсӑхӗпе ыйтӑвӗсем ҫумне урӑхла, инҫетре пулин те, ҫапах уҫӑмлӑ, паллӑ та хӑрушӑ тӗлӗксем шӑппӑн хушӑнчӗҫ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга Штольц ҫумне именчӗклӗн те ачашшӑн йӑпшӑнчӗ, чӑнласах вӑтанчӗ, «ухмахланнӑшӑн» каҫару ыйтнӑ пек пулчӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсӗ ан асӑрха, ан кур… — хушса хучӗ вӑл, йӑлӑнакан сасӑпа, Штольц ҫумне йӑпшӑнса.Ты не замечай, не смотри… — прибавила она умоляющим голосом, ласкаясь к нему.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц ун ҫумне диван ҫине пырса ларчӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кун ҫумне ним те хушаймӑн.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсир калани ҫумне манӑн нимӗн хушмалли те ҫук.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольцӑн мӗнпур ӗҫ-хӗлӗпе пурнӑҫӗ ҫумне кунсерен тата тепӗр ют ӗҫ-хӗлпе ют пурнӑҫ хутшӑнса пырать: Ольгӑна чечексем, кӗнекесем, нотӑсем, альбомсем парнелесе, ӑна ӗҫ тупса патӑм тесе, лӑпланать вӑл, вара ӗҫлеме каять, е пӗр-пӗр лайӑх имение пӑхса ҫӳрет, е пӗр-пӗр ҫӗнӗ, чаплӑ ҫынсемпе паллашать; унтан ывӑнса таврӑнать те, рояль умне ларса, Ольга юрланине итлесе канать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956