Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шултра сăмах пирĕн базăра пур.
шултра (тĕпĕ: шултра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан Кондратьев диван ҫине ларчӗ, хӑйне тахҫанах пӗлекен шултра саспаллисемпе ҫырса тултарнӑ хут таткине саркаласа, шӑппӑн вулама пуҫларӗ.

После Кондратьев сел на диван, и разложив лист бумаги с большим почерком, известным ему давным-давно, молча принялся читать.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кӑшкӑрас тесе пулас, вӑл шултра та сарӑ шӑлӗсене йӗрчӗ.

Он щерил большие желтые зубы, думая, видно, закричать.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Туратсем ҫинчен пӗрмаях шултра тумламсем патлата-патлата анаҫҫӗ.

С веток то и дело падали на них крупные капли.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Виҫӗ кун хушшинче Ольховка ҫыннисен нимӗҫ ҫарӗ валли пилӗк пин пӑт тырӑ тата шултра выльӑхпа вак выльӑх темиҫе теҫетке пуҫ памалла.

В течение трех дней ольховцы должны были сдать для немецкой армии пять тысяч пудов хлеба и десятки голов крупного и мелкого скота.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Унӑн ӳчӗ йывӑрӑшӗпе урлӑ кашта авӑнчӗ, хурӑнсем чӗтренсе илчӗҫ, — вӗсен усӑнса тӑракан турачӗсем ҫинчен шултра тумламсем, темиҫе пин тумлам ҫӗрелле тӑкӑнчӗҫ.

Под тяжестью его тела выгнулась перекладина и дрогнули березы — тысячи крупных капель посыпались с их висячих ветвей на землю.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Куҫа савӑнтарман тӑм тӗслӗрех те кӗске хӳреллӗ шултра лашасем ҫарти йывӑр урапасене салхуллӑн туртса, аран ҫеҫ уткаласа пыраҫҫӗ.

Крупные куцехвостые кони невеселой глинистой масти ступали тяжко, уныло волоча тяжелые военные повозки.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Озеровпа Уралец хура питлӗ вилӗ наводчике бруствер хыҫнелле йӑтса кӑларнӑ вӑхӑтра, виҫҫӗмӗш артиллерисчӗ, — ку та яш ача, анчах шултра йышшискер, вараланнӑ питлӗскер тата шывланакан куҫлӑскер, — замокпа аппаланнӑ хушӑра ударнӑй механизм виткӗҫӗ ҫӗмрӗккине асӑрхарӗ.

Пока Озеров и Уралец оттаскивали в сторону убитого черномазого наводчика, третий артиллерист, тоже молодой парень, но крупной породы, орудуя с замком, обнаружил, что разбита крышка ударного механизма.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Сывлӑшӗ пӳлӗнсе килнипе вӑл час-часах ҫӑварне карса, шултра шурӑ шӑлӗсене йӗрет.

Задыхаясь, Юргин часто открывал рот, щерил крупные белые зубы.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Питҫӑмартийӗсем тӑрӑх шултра тар тумламӗсем юха-юха анаҫҫӗ.

По щеках текли крупные капли пота.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пур еннелле те шултра та вӗри хӗмсем сирпӗнсе кайрӗҫ.

Во все стороны посыпались крупные искры.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Сарай кӗтессинчен пӗр сарӑ арҫын ача, ӳссе чӑсӑлма пуҫланӑскер сиксе тухрӗ, тӳрех курӑнать — ку Лопуховсен шултра йӑхӗнчен пулнӑ.

Из-за угла сарая выскочил белокурый мальчуган, сразу видно — крупной лопуховской породы.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ун чухне мӗн тумаллине пӗлмесӗр Даосянцунь пассажӗ урлӑ сӗнкӗлтетсе иртсе, вӑл лавккасен алӑкӗсем ҫине шултра иероглифсемпе ҫырнӑ пӗлтерӳсем курчӗ.

Тогда он, растерянный, забрел в магазин под вывеской «Таосянцунь», и увидел объявление у входа с огромными иероглифами.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Вӗсен тӗлӗнче ҫӳлте, инҫетри тӳпере шултра та ҫап-ҫутӑ ҫӑлтӑрсем ялтӑртатаҫҫӗ, вӗсем шурф ҫине тӗнчен урӑх хӗрринчен пӑхнӑн туйӑнаҫҫӗ.

Прямо над ними, на недосягаемо высоком небе, словно заглядывая в шурф с другого края мироздания, поблескивали крупные, отчетливые звезды.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Сӗм тӗттӗм пулсан пӗтӗм отрячӗпех ҫав галерейӑна кӗрсе, шӑтӑкне кӗнӗ ҫӗрте — шал енче — выртакан шултра известь чулӗсемпе баррикадӑлама решени йышӑннӑ.

Решено было с наступлением полной темноты всему отряду укрыться в этой галерее и забаррикадировать вход в нее глыбами распиленного известняка, валявшимися у входа внутри штольни.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Графить тунӑ хут листисем ҫинче шултра ҫырнӑ, йӗпенсе сарӑлнӑ саспаллисем курӑнаҫҫӗ.

На разлинованных листочках виднелись размытые, крупно написанные буквы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Шултра ҫумӑр тумламӗ моделӗн ҫурхах ҫунат ҫийӗ ҫине ӳкрӗ те параппан пӗк янӑратрӗ.

Крупная капля дождя звонко, как в барабан, стукнула о перепончатую оболочку крыла на модели.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл самӑр та шултра выльӑх хыҫҫӑн аслӑк айне кӗрсе ҫухалать те, вара витерен унӑн буйвола ачашшӑн ӳкӗтлекен сасси ҫеҫ илтӗнет:

Она скрывается под навесом двора вслед за жирною крупною скотиной, и только слышится из клети ее голос, нежно уговаривающий буйволицу:

V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Питӗ лайӑх курать ӗнтӗ Ромашов унӑн кӑкӑр айӗпе те самӑр хырӑмӗ ҫийӗпе урлӑ каҫах шултра хутламсемпе тӗркеленӗ кителлӗ, ейӗлсе, сарӑлса кайнӑ йывӑр кӗлеткине, салтаксем енне ҫавӑрнӑ пысӑк тӑваткал питпе те, кӗрнеклӗ хӑмӑр лаша ҫинчи хӗрлӗ вензельсемлӗ вӗҫкӗнчӗклӗрех вальтрапа та, мартингалӑн шӑмӑран тунӑ ункисене те, лакпа сӑрнӑ лутра атӑллӑ пӗчӗк урапа та.

Уже Ромашов отчетливо видел его грузную, оплывшую фигуру с крупными поперечными складками кителя под грудью и на жирном животе, и большое квадратное лицо, обращенное к солдатам, и щегольской с красными вензелями вальтрап на видной серой лошади, и костяные колечки мартингала, и маленькую ногу в низком лакированном сапоге.

XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Сӗтел патне унӑн арӑмӗ, тулли, шултра, курӑмлӑ та чӗмсӗр дама, мӑйсӑрскер те темиҫе янахлӑскер, тухрӗ.

К столу вышла его жена, полная, крупная, важная и молчаливая дама, без шеи, со многими подбородками.

VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫырӑва шултра, кукӑркаланчӑклӑрах та ҫинҫе саспаллисемпе ҫырнӑччӗ, ку алӑ пӗртен-пӗр Александра Петровнӑна ҫех тивӗҫме пултарать — ҫав териех хӑйне евӗр, тӗрӗс мар та питӗ чеченччӗ вӑл.

Письмо было написано крупным, нервным, тонким почерком, который мог принадлежать только одной Александре Петровне — так он был своеобразен, неправилен и изящен.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех