Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухнӑ (тĕпĕ: пух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Следстви иккӗленмест: ҫамрӑк ҫын айӑпне ӗнентермешкӗн материал ҫителӗклӗ пухнӑ — суд вердиктне кӗтмелли ҫеҫ юлать.

Куҫарса пулӑш

Пусмӑрҫа тарма паман // К.АНТИПОВ . «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Преступлени туса пухнӑ укҫана легализациленин, терроризм валли укҫа уйӑрнин хӑрушлӑхне хакларӗҫ.

Оценили опасность легализации денег, полученных преступным путем, финансирование терроризма.

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Уйрӑм ҫынсен кил-хуҫалӑхне, 8830 объекта, ҫитсе унччен пухнӑ информацие тӗрӗсленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырав вӗҫленсе пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнӑ сӑнарта хамӑр шухӑшласа кӑларни ҫук.

По крупинкам собранном образе нет ничего того, что выдумано нами.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Вӑрҫа хутшӑннисемпе вӑрҫӑ ачисем пирки материал пухнӑ ҫӗре хӑйсем те хутшӑннӑ-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫутҫанталӑка юратакан туссем // Елена ФЁДОРОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

«Аграрисене ятран пулӑшмашкӑн эффективлӑ мерӑсем туса хатӗрлеме кирлӗ те ӗнтӗ ял хуҫалӑхӗнчи улшӑнусем пирки пухнӑ кӑтартусем», — палӑртнӑ Михаил Игнатьев.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх ҫӗр ӗҫченне пулӑшасшӑн // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Иртнӗ Акатуйранпа качча тухнӑ хӗрарӑмсенчен тӗрӗллӗ алшӑллисем пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй — ӗҫпе кану уявӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Тепӗр кунне хӑнасене тепӗр килте пухнӑ, ҫапла ратнипех.

Куҫарса пулӑш

Акатуй — ӗҫпе кану уявӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Пысӑк опыт пухнӑ М.Павлова, Р.Леонтьева, Н.Воробьева тата ытти выльӑх тухтӑрӗ Н.Яковлевшӑн чӑн-чӑн вӗрентекенсем пулса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пӗрремӗш кун «Эстетика стоматологийӗ» ятпа ӑслӑлӑх-практика конференцийӗ иртрӗ, ку енӗпе пуян опыт пухнӑ специалистсен доклачӗсене итлерӗмӗр, кулленхи ӗҫре кирлӗ паха информаци нумай пулчӗ унта.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Малтан пухнӑ опыт мана халӗ пулӑшса пырать.

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Институтра ӑс пухнӑ вӑхӑтрах ӗҫленӗ те вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Интернетри сайта йӗркелесе тӑрас енӗпе пухнӑ опытпа ӗҫтешӗсене «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Михаил Арланов паллаштарнӑ.

Накопленным опытом по урегулированию сайта в интернете ознакомил своих коллег директор и главный редактор издательского дома "Хыпар" Михаил Арланов.

Интернет уҫлӑхӗ тата пичет кӑларӑмӗсем // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Шиклӗх туйӑмне сирмелле — пухнӑ информаципе пӗтӗмлетӳсем тӑвас тӗллевпе кӑна усӑ курассине патшалӑх статистикин органӗсем гарантилеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫапах та Нягинсен династине пуҫаракан Константин Петрович Крдыков-Петров пирки паха ӗҫсем пухнӑ.

Все же удалось собрать хороший материал по зачинателю династии Нягиных - Константину Петровичу Крдыкову-Петрову.

Тӗпчевӗпе музей хӑнисем паллашаҫҫӗ // Василий ЦЫФАРКИН. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Паллах, ял ҫыннисенчен те сахал мар аса илӳ, сӑнӳкерчӗк пухнӑ.

Безусловно, и односельчане собрали не мало воспоминаний, фотографий.

Тӗпчевӗпе музей хӑнисем паллашаҫҫӗ // Василий ЦЫФАРКИН. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Вӗренӳ ҫулӗнче пухнӑ пӗлӗве, ҫирӗпленсе тӗрекленнӗ шӑм-шакри вӑй-хала тӗрӗслемелли вырӑн-ҫке.

Это место, где проверяются знания и силы, накопленные за учебный год.

Паян — вӗренӳри, спортри хастарсем, ыран — ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Кӑмпа, ҫырла пухнӑ чухне вӗсем ӳсекен вырӑна вӑрӑм патакпа хускатса пӑхмалла.

Во время сбора ягод, надо длинной палкой пошевелить места, где растут они.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Институтра пӗлӳ пухнӑ тапхӑрта ҫак факультетрах ӑс пухакан хитре хӗрпе, пулас мӑшӑрӗпе - Надеждӑпа паллашнӑ, ҫемье ҫавӑрнӑ.

Во время учебы в институте познакомился с красивой девушкой, будущей женой - Надеждой, которая тоже училась на этом факультете, создал семью.

Яланах малта пыма тӑрӑшать // Л.КУЗНЕЦОВ. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Билетсене сутса пухнӑ укҫана веҫех ача-пӑча фондне куҫараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр чӑмӑрне ачасене парнелер // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех