Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сывлӑшра — хунарти ҫутӑ пӗр кӗвӗллӗн юхса чӑшӑлтатни илтӗнет; ҫӑтӑр-ҫатӑр музыка, органӑн йывӑҫран тунӑ чӗлӗхӗсем ыйткалакан сассипе юрлаҫҫӗ, тата пӗҫерме лартнӑ апат-ҫимӗҫӗн пӗр чарӑнми шӑхравлӑ ҫинҫе сасси.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫулӑм пек ҫутӑ выляни пуҫра тӗлӗнмелле ӗмӗтсем ҫуратать: лере, керменсен пӳлӗмӗсенче, ҫулӑм пек хӗрӳллӗ савӑнӑҫ йӑлтӑртатса ҫиҫсе тӑнӑ ҫӗрте, нихҫан та, никам та илтмен музыка шӑппӑн та мӑнаҫлӑн янӑранӑн туйӑнать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Таҫта музыка вылять пулас.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
— Шӑп, музыка сасси илтӗнет!
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Ку — музыка мар-ха, анчах такам алли темиҫе ҫӗр арфӑна килӗштерме тӑрӑшнӑн туйӑнать, акӑ пӗр саманта шӑп пуласса, унтан хӗвелпе тӳпене, тинӗсе мухтаса хӑватлӑ гимн янӑраса каясса чӑтайми кӗтетӗн.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Вӑл енчен тинӗс тӑрӑх темле, янӑравсӑр шав юхса килнӗ, вӑл шав, хумсем шӑпӑлтатнипе пӗрле хутшӑнса, лайӑх те вӑйлӑ музыка пулса тӑнӑ…
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Акӑ тӗттӗмре ут кӗлетки курӑнса кайрӗ, ут ҫинче ҫын ларса пырать, пирӗн паталла килнӗҫем вӑл музыка калать.Вот из темноты вырезался конь, а на нем человек сидит и играет, подъезжая к нам.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ку музыка пирӗн паталла ҫывхарнӑҫем ҫывхарсах килет.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ӑна итленипе пирӗн пурин те темскере кӗтсе илесси килсе кайрӗ, ӑна туйрӑмӑр эпир, ҫав темле япалана кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн пурӑнма кирлӗ мар пек, е, пурӑнас пулсан та, мӗнпур ҫӗр-шыв патшисем пулса пурӑнмалла анчах пек туйӑна пуҫларӗ, — вӑт мӗнле музыка, ачам!
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ӑна пула юн тымарӗсем тӑрӑх юн хытӑрах чупма тапратрӗ, ҫак музыка пире таҫталла кайма йыхӑрать.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Лайӑх музыка!
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ҫапла эпир акӑ, пӗрре, ҫӗрле лараттӑмӑрччӗ, илтех кайрӑмӑр — хирте музыка сасси янӑрать.Так вот раз ночью сидим мы и слышим — музыка плывет по степи.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Арӑм музыка урокӗ парать, хам тата йывӑҫран портсигарсем тӑватӑп.Жена уроки музыки дает, я портсигары приватно из дерева делаю.
Мӑнтӑрккапа ырханкка // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 11–14 стр.
Каярах галерейӑсен карлӑкӗсемпе пусмисене, музыка инструменчӗсемпе тӗн кӗнекисен хуплашкисене тунӑ ҫӗре кайнӑ хӗрлӗ йывӑҫа вара Соломона, ҫунтармалли техӗмлӗ курӑксемпе, ырӑ шӑршӑллӑ ҫусемпе те хаклӑ йышши духисемпе пӗрле, Сав майра-патши, ӑслӑ та калама ҫук хӳхӗм Балкис, парнелесе панӑ, унашкал парнене Израильте ҫак тарана ҫитсе те курман пулнӑ-ха.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Ҫапла, эсир юрланӑ музыка…
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Апла музыка ҫеҫ сире хумхантарать-и? — терӗ Ольга, куҫхаршисене пӗрсе.— Так только музыка действует на вас? — сказала она с нахмуренной бровью.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ман ҫинчен шухӑшлать; вӑл маншӑн ҫав тери хӗрӳленсе юрларӗ, музыка пире пӗр-пӗрине килӗштерчӗ.Она обо мне мечтает; для меня пела она так страстно, и музыка заразила нас обоих симпатией.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Кам хистесе калаттарчӗ мана!» — шухӑшларӗ вӑл, анчах хӑй чӑнахах каланӑ-и, е ку музыка вылянӑ самантра кӑмӑл ҫӗкленни ҫеҫ пулнӑ-и, ҫакна вӑл хӑйӗнчен ыйтмарӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗнле музыка сире ытларах килӗшет? — тесе ыйтрӗ Ольга.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Килте ҫутӑсем ялтӑртатаҫҫӗ ӗнтӗ; кухньӑра пилӗк ҫӗҫӗпе чанклаттараҫҫӗ; ҫатмасемпе кӑмпа, котлетсем, ҫырла… унтан музыка…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956